Хыпар 41 (28358) № 06.06.2025

6 Çĕртме, 2025

Кунта телей тупма пулăшаççĕ

Шупашкарта пурăнакан çирĕм сакăр çулти хĕрарăма виçĕ ачипе пĕрле тинтерех Мускава чĕнсе илнĕ. Унта РФ Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйпа Мария Львова-Беловăпа тĕл пулнă вăл. Хăйĕн çинчен каласа кăтартнă. Унăн пурнăç историйĕ — ăмсанмаллисен шутĕнчен мар. Çапах патшалăх тĕревĕ çамрăк хĕрарăма çут тĕнчери чăн хаклăха уйăрса илме май панă.

Ачисене тавăрнă

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн ертӳçипе Светлана Милкинăпа курнăçнă май инкеке лекнĕ çав çын тавра сăмах пуçартăмăр. «Çемье» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн виçĕ ача амăшне пур енлĕ тĕрев панине палăртрĕ вăл. Халĕ хĕрарăм йывăр лару-тăрăва лекнисене йышăнакан уйрăмра пурăнать. Кĕçех мăшăрĕпе тата ачисемпе пĕрле пĕр килте хăтлăх тупма ĕмĕтленет. Ан тив, хальлĕхе хăйсене ятăн кĕтес çуккине пăхмасăр тара илнĕ хваттерте те телейлĕ пурăнма пулать вĕт. Явапсăрлăх шар кăтартнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пултарать çав хĕрарăм. Ахăртнех, халĕ çакна пурнăç урокĕ вырăнне йышăнать. Пĕлтĕр, сăмахран, амăшĕн прависĕр юлас хăрушлăх сиксе тухнă. Çăмăлттайлăха пула тӳрĕ çул çинчен пăрăннă вăл. Кĕскен калас тăк — клуба официанткăна вырнаçнă. Ĕç хыççăн сăра ĕçме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăкăн алли эрех черкки патне туртăннă. Малтанхи хут çие юлсан хĕрарăмсен консультацине учета та тăман. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне килтех çуратнă. Юрать, ун чухне сывлăх сыхлавçисем вăхăтра çитнĕ. Сăмах май, виçĕ ача ашшĕпе кăçал тин мăшăрланнă. Унччен хут уйăрттармасăр пĕрле пурăннă. Пĕлтĕр кĕçĕн икĕ тĕпренчĕкне ашшĕпе хăварса аслă хĕрĕпе хăнана тухса кайнă. Арçын кӳршĕ патне эрех ĕçме каçнă. Çав вăхăтра çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем çитсе тухнă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçламаннине пула тĕпренчĕксене хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Кĕçĕннине «Малютка» ача çуртне вырнаçтарнă. Каярах аслине те патшалăх хăйĕн хӳттине илнĕ. Республикăри ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова сĕннипе виçĕ ача амăшĕ наркологи диспансерĕнче сипленнĕ. Унтан комплекслă центрăн йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшакан уйрăма пурăнма килнĕ. Пĕччен мар... «Малюткăри» ывăлне амăшне панă ĕнтĕ. Суд тинтерех пулнă. Хăйне алла илнине кура амăшĕн правине туртса илмен. Çак уйрăмра ĕçлекенсен ырă витĕмне палăртмасăр иртмерĕ вăл. Ачисем çинчен каласа кăтартнă май ырă шанăçпа пурăнакан хĕрарăм куççульленнине асăрхарăм. Пĕлтĕр Шупашкарта Мария Львова-Беловăпа паллашма тӳр килнĕ унăн. «Малютка» ача çуртĕнче пултăм. Ывăлна алла тытрăм. Санăн ун патне каяс килет-и? Хĕрӳсемшĕн тунсăхлатăн-и?» — ыйтрĕ Мария Алексеевна. Çак самант пурнăçăма тĕпрен улăштарма хистерĕ те. Ачасемпе курнăçма май туса пачĕç. Эпĕ сумлă хăнапа йĕркелекен тĕлпулу калаçу шайĕнче кăна иртессе шаннăччĕ», — аса илчĕ хĕрарăм. Ун чухне унпа çулталăкран тепĕр хут тĕл пуласси çинчен шухăшлама та пултарайман ахăр. Паллах, ырă улшăну Мария Алексеевнăна та хавхалантарнă. «Ачăрсем пĕрле пулни, пурте телейлĕ те капăр курăнни мана та савăнтарать», — тенĕ вăл кашнин шăпипе кăсăкланнă май. «Тĕпренчĕкĕмсене ача садне вырнаçтарăп. Хам ĕçе тухăп. Лара-тăра пĕлмен хĕрĕмсене бассейна е ташă кружокне илсе çӳрĕп. Патшалăх пулăшнине, тăвансем çине тăнине кура хама, пурнăçа юратма пуçларăм. Тавралăх тĕрлĕ тĕспе сăрланчĕ. Пĕçерме юрататăп. Тен, повара вĕренĕп? Чуна çывăх ĕçе вырнаçăп та кулленхи тăкаксене саплаштармалăх шалу илме пуçлăп...» — çунат хушса вĕçме хатĕрленнĕн чĕвĕлтетрĕ хĕрарăм. Халĕ мăшăрĕ урăх хулана ĕçлеме кайнă. Амăшĕн капиталĕпе тивĕçтересси те «Çемье» наци проекчĕпе пулса пырать. Виçĕ ачаллă хĕрарăм унпа хальлĕхе усă курман-ха. Тен, пуласлăхра хваттер хакĕн пĕр пайне çав укçапа тӳлеме май килĕ? Тĕпренчĕке пăхма çăмăлрах Çамрăк çемьесене тĕрев парас тĕллевпех çак эрнере республикăри вунă вырăнта 3 çулчченхи ачасене кĕске вăхăтлăх хăвармалли ушкăн, тин çуралнă пепкесем валли прокат пункчĕ уçăлчĕ. Вĕсенчен пĕри — шăпах Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта. Прокат пунктĕнчен, сăмахран, матраслă краватьрен пуçласа йĕкĕреш валли кӳме таранах тӳлевсĕр илме пулать. Кирлĕ хатĕрсене çителĕклех туянса хунă. Светлана Николаевна тулли списокпа паллаштарнă май радионяня çинче чарăнса тăчĕ. Ăна шăпах çак центр ĕçченĕсем сĕннипе туяннă. Капла, чăн та, шанчăклă. Ашшĕ-амăшĕ ачине специалистпа хăварсан килти лару-тăрăва онлайн мелĕпе сăнаса тăма пултарать. Çав çăмăллăхсемпе тĕрлĕ категорие кĕрекенсем усă курма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, ку йышра — ятарлă çар операцине хутшăнакансен, студентсен, аспирантсен, нумай ачаллисен, сахал тупăшлисен, йывăр лару-тăрăва лекнисен çемйисем. Светлана Николаевна проекта хута яричченех шăнкăравласа ыйтакансем пулнине каларĕ. Паллах, çак ĕç хăвăртах аталанĕ. «Хăш-пĕр амăшĕ темиçе сехетлĕхе ĕçе тухать. Çав вăхăтра пепкине центрти ятарлă ушкăна е килте специалистсемпе пĕрле хăвармашкăн пултарать. Сăмах май, центр ĕçченĕсем ятарлă пĕлӳ илчĕç. Капла мăнукĕсене пăхма пулăшакан асламăшĕ-кукамăшне те çăмăлрах», — ăнлантарать «Çемье нумай функциллĕ центрĕ» уйрăм пуçлăхĕ Алла Дмитриева. Светлана Милкина 2016 çултанпа тытса пыракан «Экспресс-асаннесем» проекта та ырласа хăварчĕ. «Ачаллă çемьесене пулăшакансенчен пĕри Татьяна Тихонова хăйĕн опычĕ çинчен республика Пуçлăхне Олег Николаева каласа кăтартрĕ. Тĕлпулăва Дарья Дмитриевăпа пĕрле пынă вăл. Студент-магистрант ку проект çинчен федераци каналĕ урлă пĕлнĕ. Халĕ Татьяна Александровна унăн тĕпренчĕкне пăхма пулăшать. Çамрăк çемье ăна тăван вырăннех йышăнать», — аслă ӳсĕмрисен пулăшăвĕ мĕнешкел кирлĕ пулнине палăртрĕ Светлана Николаевна. Пĕринпе сыв пуллашнă, теприне кĕтсе илнĕ Комплекслă центрăн «Возрождение» проектне хутшăнакансен каникул пуçланнă. Çак йышра — ăс-тăн енчен хавшак, 35 çула çитичченхи çамрăксем. Светлана Кириллова вĕсене пластилинпа ĕçлеме хăнăхтарать. Вăл пулăшнипех хутран аппликаци хатĕрлеççĕ. «Ĕçлес туртăмĕ пурри куçĕсенчен курăнать», — ăнлантарать специалист. Каникула кайиччен çамрăксем валли уяв йĕркеленĕ. Ташланине, юрланине, музыка инструменчĕпе каланине видео ӳкернĕ. «Амăшĕсем ачисен пултарулăхне курса тĕлĕнчĕç ĕнтĕ», — хушса каларĕ Светлана Леонидовна. Хавшак сывлăхлă çамрăксем специалистсене чӳречерен курсанах алă сулнине палăртрĕ. «Возрождение» проект вĕсене юлташ тупма пулăшнă. Çав вăхăтра амăшĕсем хăйсен ĕçĕпе ирĕккĕнех çӳреме пултараççĕ. «Малтанах хăшне-пĕрне урама тухнă чухне тумтир тăхăнма вĕрентрĕмĕр. Çав вăхăтрах вĕсене комплекслă центрăн ĕçченĕсем пулăшни килĕшет. Кунта çӳрекенсем ăшă кăмăлĕпе палăраççĕ, итлеççĕ», — сăнанă центр ĕçченĕ Татьяна Васильева. «Комплекслă центра 1-мĕш ушкăн инваличĕ Ирина çӳретчĕ. Амăшĕ ĕçе вырнаçсан ăна пĕр вăхăт илсе килекен пулмарĕ. Каярах социаллă ĕçченре тăрăшнă хĕрарăм ку яваплăха хăйĕн çине илчĕ. Хĕрĕн килте пĕччен ларма тивнĕ-çке. Халĕ унăн ыттисемпе хутшăнмашкăн май пур. Чĕлхи уçăлсах çитмен унăн. Çапах вăл темĕн те пĕр каласа парасшăн», — тет пай пуçлăхĕ Ирина Сапожникова. Çул çитмен ачасен вара çуллахи каникула комплекслă центрта усăллă та хаваслă ирттермешкĕн май пур. Светлана Милкина пĕрремĕш сменăна килнисене партнерсем парнепе хавхалантарнине аса илчĕ. «Центр ĕçченĕсем çавнашкалах республикăри канупа сывлăх лагерĕсене путевка илме пулăшаççĕ. Çак çăмăллăхпа пĕр пин ытла çын усă курчĕ ĕнтĕ», — палăртрĕ Светлана Николаевна. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Ачасем – манăн телей»

«Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вĕрет», — теççĕ халăхра. Çак сăмаха Елчĕк округĕнчи Шăмалак ялĕнче пурăнакан Галина Усанова пирки каланăнах туйăнать. Çынна кун-çул парнелесси те, ача-пăчана сывлăхлă ӳстересси те, кил-çуртри тирпейлĕхе, çемьери килĕшӳлĕхе упрасси те пĕтĕмпех хĕрарăмран килет.

«Шăллăмсене вĕрентме пулăшăп»

Галина Ивановна Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасри Иванпа Вера Воробьевсен çемйинче çуралса ӳснĕ. «Аттепе анне пурнăç илемне туйса пурăнакан çынсемччĕ, — аса илчĕ çывăх çыннисене хĕрарăм. — Колхоз уйхирĕнче ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн кил тĕрĕшре вăй хуратчĕç. Пӳрте кĕрсен атте купăсне алла илетчĕ те илемлĕ кĕвĕ калатчĕ. Çавна май ывăнни те иртсе каятчĕ. Анне вара хăйĕн çепĕç сассипе чăваш халăх юррисене шăрантаратчĕ. Эпир, ачисем, вĕсемпе пĕрле савăнаттăмăр. Ахальтен мар эпĕ халĕ те юрлама юрататăп. Пирĕн кил-çурт купăс сассипе янраса тăнă. Атте-анне ĕçкĕ-çике тăвансемпе пĕрле ирттеретчĕ. Вĕсем йывăр вăхăтра та, савăнăçра та ушкăнпа пулнă. Атте — ăста платникчĕ. Вăл ылтăн алăллă пулнипе таврара палăрнă. Анне те ĕçсĕр ларман. Кунсеренех колхозра вăй хунă. Пире, тăватă тĕпренчĕкне, юратса çитĕнтернĕ вĕсем. Шел те, халĕ иккĕшĕ те пирĕн хушăмăрта çук. Çапах та вĕсен ырă, ăшă сăнарĕсем пирĕн асăмăрта упранаççĕ». Воробьевсем ачисене пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Колхоз уйне çум çумлама çӳренине, çуллахи каникул вăхăтĕнче йĕтем çинче ĕçленине куç умне кăларчĕ Галина Ивановна. Пĕлӳ кунĕнче вара колхоз пуçлăхĕсем ытти ача-пăчапа ăна та савăнăçлă линейкăра парне панине пĕлтерчĕ. «Пĕчĕк парнешĕн те чунтан савăнаттăмăр. Шкул коллективĕ умĕнче чыслани темрен те пахаччĕ», — терĕ вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр Шупашкарти училищĕре çĕвĕçе вĕреннĕ. Пĕр вăхăт Мускавра, Чулхулара заводсенче ĕçленĕ. Пулас мăшăрĕпе Анатолий Усановпа Чулхулара паллашнă. Шăмалак каччи те ун пекех автозавода ĕçлеме кайнă. Çамрăксен хушшинче юрату туйăмĕ çуралнă. Галина йĕкĕте салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ. 1985 çулхи çурла уйăхĕнче вĕсем туй туса пĕрлешнĕ. «Питĕ хитре каçчĕ ун чухне. Хамăр та çап-çамрăкчĕ, вăй-хăват вĕресе тăратчĕ. Туйра шур акăшсем пек ташлани халĕ те куç умĕнчех. Мăшăрăм сăпайлă, тирпейлĕ арçынччĕ. Çавăншăнах килĕштертĕм эпĕ ăна, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Шел те, чир-чĕр ăна пурнăçпа киленме памарĕ. Ачасен телейне кураймарĕ, мăнуксене утьăкка сиктереймерĕ вăл. 48 çултах çĕре кĕчĕ. Аслă ывăл Ваня ун чухне салтакраччĕ, вăталăххи Женя техникумран вĕренсе тухнăччĕ, кĕçĕнни Алеша вара шкулта пĕлӳ илетчĕ. Пурнăç урапине пĕччен туртма йывăр пулчĕ мана. Юрать, ачасем ăнланатчĕç. Ваня салтака кайрĕ те контракт çырса унта юлчĕ. «Анне, пире вĕрентме йывăр пулать сана, пĕччен вăй çитереймĕн. Шăллăмсене вĕрентме хам пулăшăп», — терĕ вăл. Чăн та, сăмахне тытрĕ Ваня. Ĕçленĕ вăхăтрах хăй те Шупашкарти коопераци институтĕнче куçăн мар майпа юриста вĕренсе тухрĕ. Халĕ вăл РФ Хăрушсăрлăх службин чикĕ хуралĕн çарĕнче хĕсметре тăрать. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче малтанхи кунранах. Ывăлăм ырă-сывă таврăнтăр тесе кунсеренех кĕлĕ вулатăп. Турă пулăштăрах ăна». Улми йывăççинчен аякка ӳкмест Усановсен ачисем туслă çитĕннĕ. Паян та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, хастар. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Амăшне пĕрмаях пулăшаççĕ, пысăк ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. «Вĕреннĕ вăхăтра хам тĕревлерĕм, халĕ вĕсем мана пăрахмаççĕ. Шупашкара кайса çӳреме пире, Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене, аяккарах. Çавăнпа автобус водителĕсенчен апат-çимĕç парса яраттăм. Килте картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраттăмăр ун чухне. Тав Турра, вĕренсе тухрĕç, çĕршыва юрăхлă ачасем пулчĕç. Виççĕшĕ те салтака кайрĕç. Халĕ ура çинче çирĕп тăраççĕ: çемьеллĕ, пурте мăшăрĕсемпе икшер ача çитĕнтереççĕ, ĕçлĕ, çуртлăйĕрлĕ. Вĕсемпе чăннипех мăнаçланатăп», — чунри вăрттăнлăхне уçрĕ Галина Ивановна. Иккĕмĕш ывăлĕ Женя — полици ĕçченĕ, кĕçĕнни Алеша Çĕнĕ Шупашкарта пушар хуралĕнче вăй хурать. Галина Усанова колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕр вăхăт фермăра, столовăйĕнче, çĕвĕ фабрикинче тăрăшнă. Пĕтĕмлетсе каласан, ăçта хушнă — çавăнта кайнă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Çапах та «кĕрĕк арки йăваласа лармасть» «кĕмĕл» волонтер. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕ /ертӳçи Венера Усанова/ пуçарăвĕпе вĕсем ятарлă çар операцийĕнчи ентеш салтаксем валли маскировка тетелĕ хатĕрлеççĕ. Малтанах алса-нуски çыхнă, каярахпа сăваплă çак ĕçе тытăннă. «Хамăн Ваня, йăмăкăн ывăлĕ Роман унта пулни ку ĕçе тума хистет. Вĕсене мĕнпе те пулин пулăшас килет. Эпир çыхакан тетелсем ачасен пурнăçне упраса хăварччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн хĕрарăмсем питĕ маттур. Хӳтĕлев хатĕрне çыхма 50 çынран кая тухмасть. Унсăр пуçне эпир чиркӳ çума, масар тасатма, палăк таврашне тирпей-илем кĕртме хутшăнатпăр», — паллаштарчĕ Галина Ивановна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе. Сăмах май, маскировка тетелне Шăмалаксем Лаш Таяпари Силуан атте урлă салтаксем патне парса яраççĕ. Пачăшкă хăй те Украинăна темиçе хутчен те кайнă. Ял çыннисем туслă пулни савăнтарать. Укçа пухса салтаксем валли машинăсем те туяннă вĕсем. Хӳтĕлев тетелне çыхма та материалсене ялтан тухса кайнă, хальхи вăхăтра хулара пурăнакан çамрăксем туянаççĕ иккен. Хĕрарăмсем вара пуçтарăнса çыхаççĕ. Хальхи вăхăтра кил тĕрĕшре те, пахчара та чылай ĕç. Çапах та хĕрарăмсем тетел çыхассине пĕрремĕш вырăна хураççĕ. Вĕсене салтаксем кĕтеççĕ-çке. Эппин, пулăшмаллах. Сăваплă çак ĕçе 80-85 çулсенчи ватăсем те хастар хутшăннине палăртмалла: Вера Тарасова, Зоя Кулакова, Зоя Чернова, Валентина Сидорова, Нина Ермакова. Пĕтĕмлетсе каласан, утма пултаракансем пурте хӳтĕлев хатĕрĕ çыхма хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне Шăмалаксем гуманитари пулăшăвĕ пухассипе те хастар ĕçлеççĕ. Уйрăм курупкасене апат- çимĕç, япаласем тата ытти хатĕр-хĕтĕр тултарса салтаксем патне ăсатаççĕ. Чи кăсăкли — ял уявĕсене ирттерме чарăнни. «Ачасем киле таврăнмасăр савăнăçлă уявсем йĕркелеместпĕр. Вĕсене эпир куç пек кĕтетпĕр», — терĕ вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Венера Усанова. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Малашлăха — шанчăкпа

Шăпа… Пĕри ĕненет ăна, тепри аллипе сулса ирттерсе ярать. Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Нурăсра çут тĕнчене килнĕ Галина Урмакова хĕр чухне Михайлова , тĕрлĕ сăлтава пула Вăрнар районĕнчи халĕ округ Нурăс салине çитсе тĕпленнĕскер, пурнăçа ӳпкелемест. «Шăпи çапла пулчĕ-тĕр», — тет.

Ачалăх

Çĕр тăрăх çур ĕмĕр утса çӳрекенскерĕн чăнласах темĕн те курма, темĕн те чăтма тивнĕ. Анчах пăхаттир пек икĕ ывăлне ура çине пĕчченех тăратнă пулин те малашлăха шанчăкпа тинкерет хĕрарăм. «Турă парсан йăлтах пулать», — ачисене пилленĕ майăн лаштах сывлать вăл. Иосифпа Владислав паян амăшĕ çумĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ, хăйсен пурнăç çулне тупнă. Асли машинăсемпе çыхăнтарнă ĕçне. Кĕçĕнни сутуилӳ тытăмĕнче менеджерта вăй хурать. Çапах та мĕншĕн, мĕн сăлтавпа каласа кăтартас килет-ха вулакана çак çемье, унăн ăшшине упракан Галина Николаевна çинчен? Чи малтанах, Урмаковсен килĕнчи тĕрĕ музейĕ чуна тыткăнларĕ, куçа илемĕпе лăпкарĕ. Стена, чӳрече, алăк — йăлт тĕрĕпе витĕннине кура урăх мĕнле калăн çак кил-çурт çинчен? Апла, чи пуçламăшне, Галинăн ачалăхне таврăнар-ха. Ултă пепке — пилĕк хĕр те пĕр ывăл — ӳснĕ çемьере. Галина çак йышра тăваттăмĕш пулнă. Кил хуçи те, унăн мăшăрĕ те вырăнти хуçалăх ферминче вăй хунă. Йышлă ачисем вĕсене пулăшма тăрăшнă. Аслисем фермăна чупнă, кĕçĕннисем килти ĕç-пуçа тирпейленĕ. «Урам тăрăх чупса çӳреймен эпир, — каласа кăтартать Галина Николаевна, — çемье пысăк пулнине кура пурин те ĕçлеме тивнĕ. Пире кукамай вĕрентсе-кăтартса пыратчĕ. Çулла колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Улттăмĕш класс хыççăн каникул вăхăтĕнче анне мана столовăйне ĕçлеме илсе кайрĕ, эпĕ унта çĕр улми шурататтăм. Кĕр çитсессĕн ĕç укçипе анне пире шкула кайма хитре çи-пуç илсе паратчĕ. Мĕн тери савăннă уншăн! Çапла мĕн шкултан вĕренсе тухичченех çуллахи каникул вăхăтĕнче «Маяк» колхоз столовăйĕнче вăй хутăм». Вĕренмешкĕн ачасем юнашарти Ишлĕ Шетмĕ ялне утнă. Шкулта чăваш чĕлхи предметне килĕштернĕ хĕрача. Те çулласерен столовăйра ĕçлени витĕм кӳнĕ — повар пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та районта çак профессипе хатĕрлемен. Çавăнпа Галина çĕвĕçе вĕренме кайнă. Пăлапуç Пашьел ялĕнче практика тухнă. Ĕç вырăнĕ пулманнипе каярахпа хĕр ялах таврăннă, колхозра вăй хунă. Ах, юрату, юрату, çунтарать сан хăвату «Каччи хамăртан тăватă кил тăвалла кăна пулчĕ, — çамрăклăха аса илет Галина Николаевна. — Юрату суккăр… Малтан пăхкаланă пуль ĕнтĕ пĕр-пĕрин çине. Вăл манран икĕ çул аслăрахчĕ. Ялти ытти çамрăкпа пĕрле салтака ăсатрăмăр. Çыру вĕçтертĕмĕр. Кĕтсе илтĕм. Пĕр çемьене мĕнле чăмăртаннине сиссе те юлаймарăм». Галинăна, ялтан ниçта та ан кайтăр тесе, ашшĕ-амăшĕ çурт туянса панă. Çамрăксем çавăнта тĕпленнĕ те. Кĕçех çемьере йыш хушăннă, ывăл хыççăн ывăл çуралнă. Çапла вунă çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Кайран тем пăтрашăнма пуçланă… Пурнăç улшăннă. Хуçалăхсем арканма тытăннă. Ялта ĕç юлман. Шăп çакăн пек самантра арçынсенчен нумайăшĕ çухалса кайрĕ. Урмаковсен çемйинче те, шел те, шăпах çапла пулса иртнĕ. Çемье пуçĕ Алексей пурнăçра хăйĕн вырăнне шыраса тупайман. Ялта тупăнкаланă ĕçшĕн нумайăшĕ «шĕвĕ валютăпа» — сăмакунпа — татăлнă. Паян пĕр черкке, ыран — иккĕ… «Упăшкам питĕ ырă кăмăллăччĕ, сăпайлăччĕ. Çын çине алă çĕклеме мар, усал сăмахпа та вăрçăнса курман вăл. Çемьере те çаплахчĕ. Шел, «симĕс çĕлен» тыткăнĕнчен тухаймарĕ. Çаках тĕп турĕ пирĕн çемьене, — иртнĕлĕх халĕ те асап çуратать хĕрарăм чун-чĕринче. — Чăтса çитереймерĕм эпĕ, ачасене çавăтса килтен тухса кайрăм». Ашшĕ те, амăшĕ те Çак самантран вăл ачисемшĕн — ашшĕ те, амăшĕ те. Калама кăна лайăх, епле пулсан та вĕсене ура çине тăратмалла вĕт. Асли виççĕмĕш класа çӳрет, кĕçĕнни — пĕрремĕшне. Мĕн тумалла? Ăçта телей шырамалла? «Тен, мăнастирте?» — чăрсăр шухăш пырса кĕрет хĕрарăм пуçне. Çак шухăша, тĕрĕссипе, Николай атте сĕнет-ха вĕсене, Çĕрпӳ районне çитме хистет. Анчах та çывăх çыннисем хирĕçлеççĕ. Вара Галина Николаевна икĕ ывăлĕпе çав вăхăтра Элĕк тăрăхĕнче тĕпленнĕ йăмăкĕ патне çул тытать. Кунта унăн ывăлĕсене темĕн килĕшмест. Çывăхри Вăрнар тăрăхĕнче ĕç нумай, тен, çавăнта шырамалла телее? Каланă — тунă. Пысăках мар йыш Нурăс салине çитет. Кунта темшĕн йăлтах чуна çывăх пулса каять. Çапла тăванĕсем пулăшнипе малтанах хваттер тара илеççĕ. «Ачамсем хваттерте пурăнса курман. Туятăп, тем çырлахтармасть вĕсене. Асли салара пушă юхăнса ларнă çурт курать, мана çавăнта çитсе пăхма темиçе хутчен те сĕнет. Эпĕ малтанах Нурăс администрацине кайса пăхма тĕв турăм. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Людмила Николаевна ертӳçĕ вăл çурта мар, чиркӳ пулнăскерне сĕнчĕ. Сергий атте, шкул директорĕ Татьяна Павловна нумай пулăшрĕç, вĕсем ырă сăмаха тивĕçлĕ». Хайхи çурта курмашкăн пепкисемпе пĕрлех каять хĕрарăм. Унта вĕсене хăтлăх кĕтсе тăнă теме çук. Тăрринчен шыв анать, шăтăк-çурăкра çил ачисем пĕр-пĕрне тытмалла выляççĕ. Пурпĕрех чунра темĕнле ăшă пулса каять. Ывăлĕсем хваттере таврăнмассине, кунтах пурăнма юлассине калаççĕ. Мĕн тăвăн? Ачисемпе килĕшмех тивет хĕрарăмăн. Çулталăка яхăн хăтлăх çинчен манма тивет. Тимĕр кăмака вырнаçтарса, ăна хутса пӳлĕме ăшăтаççĕ. Таса простынь çинче выртса курманпа пĕрех, ăшă тумтире хывмасăрах çывăраççĕ… Юрать, тăванĕсем пур. Майĕпен-майĕпен пӳрте сăн, хăтлăх, ăшăлăх кĕрет. Ĕнтĕ çуртăн тепĕр енне юсамашкăн пикенет çемье — ăна аслă ывăлĕ Иосиф валли хатĕрлеççĕ. Ăшă батарейисем те лартнă, обой çыпăçтарса сĕтел-пукан вырнаçтармалли кăна юлнă… <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Олег Николаев: «Яла пулăшасси, туризма аталантарасси, патриотла воспитани парасси ял çамрăкĕсен «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕн тĕп темисем пулчĕç»

Яла аталантарма палăртрĕç

Çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен III слечĕ тата республикăн «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ иртрĕ. 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен III слечĕн пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Унта 14 регион делегацийĕ хутшăнчĕ. Пухăннисене республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламларĕ. «Чăваш Енре пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ — 407 пин çын — ялсенче тĕпленнĕ, — терĕ вăл. — Пирĕн пĕрлехи тĕллев — çамрăксене пурăнма тата ĕçлеме ялсенче хăварасси, хăйсем шухăшланине, мĕн пултарнине пурнăçа кĕртме, карьера тума тата çемьеленме май туса парасси». Парламент спикерĕ çамрăксене пулăшассишĕн, ял территорийĕсене аталантарассишĕн Чăваш Енре куллен пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Сарлакалатнă Правительство» картинче ялсенче тивĕçлĕ условисем тăвассишĕн ĕç тăвакан влаçпа депутатсен корпусĕ хăйсен вăйне пĕрлештереççĕ. Çамрăксем вĕсене асăрхаса аталанмалли майсене кураççĕ. Влаç юпписем алла-аллăн тытăнса ĕçлени пурнăçа саккунсемпе сыпăнтарса пыма та пулăшать», — терĕ Леонид Черкесов. «Çамрăксене ялсенче çирĕплетме пулăшакан тĕп условисенчен пĕри — вĕсене аталанма май туса пани», — терĕ Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев. — Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн округра интеллекта сарассипе, культурăпа спорта аталантарассипе, социаллă пурнăç ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă общество проекчĕсене пурнăçа кĕртетпĕр. Вĕсене ĕçе кĕртме ытларах пĕчĕк хула-ялта пурăнакансем хутшăнаççĕ. III слет тĕллевĕ — ялăн çивĕч ыйтăвĕсене палăртасси тата çамрăксен хастарĕсемпе пĕрле вĕсене татса памалли çул-йĕре уçăмлатасси. Эпир çамрăк парламентарисемпе депутатсен корпусĕсен представителĕсене кунта ахальтен пухмарăмăр. Вăл е ку сферăн кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сӳтсе явма, саккунсене кĕртмешкĕн пуçару тума йышăнăпăр. Çак ĕç федерацин Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен I слечĕ Киров облаçĕнче иртнĕренпе 3 çул пырать ĕнтĕ». Форума хутшăннисене Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов саламларĕ. «Слетра сӳтсе явни, тавлашни, пĕр-пĕрин шухăшне хирĕçлени усса каясса питĕ шанас килет. Халĕ эпир паха кăтартусем тума пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен ял çамрăкĕсем çивĕч ыйтусенчен пурнăçа кĕртмелли проектсем, шухăшран ĕç тума вĕренсе çитрĕç», — палăртрĕ вăл. Делегатсем ял предпринимательлĕхне пулăшмалли, инфратытăмĕсене тата цифрăлас ĕçе аталантармалли мерăсене сӳтсе яврĕç, аслăраххисем çамрăксене ĕçре вĕрентесси, ертӳлĕх тата пултарулăх пирки хăйсен шухăшне каларĕç. «Ял çамрăкĕсен майĕсене кăтартса парасси» стратеги сессийĕнче ял пурнăçне лайăхлатассишĕн пурнăçламалли тĕллевсене палăртса хучĕç. Вĕсен пуçарăвĕсем çаксем — ялти çамрăк специалистсене пулăшмалли программа хатĕрлесси, инфратытăма аталантарасси, обществăн ку чухнехи хутлăхĕсене йĕркелесси, цифра технологийĕпе ялта лайăхрах усă курасси. Çак тата ытти тĕллеве форум резолюцине кĕртсе йышăнчĕç. Сăмах каланисем Чăваш Енĕн ача сачĕсенче йĕркеленĕ агролабораторисен, вĕсене пулăшакан ял хуçалăх организацийĕсен ырă тĕслĕхĕпе ытти регионта та усă курмаллине палăртрĕç. Делегатсене Раççей ялĕн çамрăкĕсен союзĕн председателĕ Дмитрий Пекуровский саламларĕ. Пĕр çын салтак мар Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тăвай округĕнче республикăн «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ тата федерацин Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен III слечĕ шавласа иртрĕç. Вĕсем Чăваш Енри ялсенчен пуçтарăннă 1,6 пин тата Атăлçи округĕнчи регионсенчен килнĕ 70 яхăн çамрăка пĕрлештерчĕç. Çамрăксен организацийĕсен тата парламенчĕсен, влаç органĕсен представителĕсем регионсен патшалăх ялавĕсене çĕклесе «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илер» девиз мероприятийĕсемпе килĕшсе тăракан тумтирпе Атăлçи округĕнчи субĕ ектсенчен килнĕ делегацисен парадне хутшăнчĕç. Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев слетсене кăçал Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине халалланине палăртрĕ. «Çакă кăçал çĕршывшăн — тĕп пулăм, — терĕ вăл. — Вăрçă çулĕсенче мĕн пулса иртни, Çĕнтерĕве камсем туптани çинчен кунта калаçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр шухăшлă пулни пире астăвăма çирĕплетсе тăма пулăшать. Ăна çулсем витĕр малалла куçарса çĕнĕ ăрăва парса хăвармалла». IV агрослет делегачĕсем иккĕмĕш кун дискуссисене хутшăнчĕç, ял пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă шухăшсене сӳтсе явса резолюцисем хатĕрлерĕç тата йышăнчĕç. Агрослетра çавнашкал стратеги сессийĕсем ирттерме республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ, унăн пуçарăвне слет йĕркелӳçисем йышăннă. Сессисен тĕллевĕ — ял пурнăçне лайăхлатма пĕрлехи мерăсем туса хатĕрлесси. Вĕсене республика Правительствин членĕсем те хутшăнчĕç, патриотлăха вăйлатассипе, çемье пахалăхĕсемпе агроблогерлăха аталантарассипе, ял çамрăкĕсем муниципалитетсен депутачĕсемпе çыхăнса темăсене сӳтсе явассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. «Агрослетсенче чи лайăх командăсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Тен, вĕсем малашне ялăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама кăна мар, çĕршыв пуласлăхне те палăртма хутшăнĕç. Çак командăсенчен министрсем, ăнăçлă ĕçлекен предпринимательсем, халăха калаçтаракан, миллион çынна илĕртекен агроблогерсем тухĕç. Çапах та чи кирли — эпир Атăлçире пĕр шухăшлă çамрăксен сийне йĕркелеме тытăнни. Унсăр яла аталантарма йывăр. Çапăçу хирĕнчи пĕр çын салтак мар, слета пысăк йышпа пухăнсан çĕртме уйне те сухаласа пăрахăпăр, стартап кустăрмине те вырăнтан тапратăпăр, яла та пулăшу кӳрĕпĕр!» — терĕ Правительство Председателĕ Сергей Артамонов. Пирĕн пуçарусене «çӳлте» йышăнаççĕ Яла пулăшасси, туризма аталантарасси тата патриотла воспитани парасси IV агрослетăн тĕп темисем пулчĕç. Унта хутшăннă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çамрăксен уявне пуçтарăннисене саламларĕ. «Агрослета ирттерме Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Анатольевич Комаров пулăшни, унта федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксем тата Раççей ял çамрăкĕсен союзĕн ертӳçисем хутшăнни пирĕн пуçарусене çӳллĕ шайра йышăннине çирĕплетет. Ку пирĕн ял пурнăçĕн философине халаллакан, çĕршывра сайра тĕл пулакан лапама шута кĕртнине пĕлтерет. Çавна тĕпе хурса ăна йĕркелесе ирттермелли проекта ӳлĕм те аталантарăпăр, ку енĕпе паха опыт пухăпăр», — терĕ вăл. Агрослетра çак ыйтусене уççăн сӳтсе яврĕç: ял территорийĕсене аталантарас ĕçри маларах пурнăçламалли мероприятисем, çемьен хаклă пахалăхĕсене çирĕплетме, ламран лама куçарма пулăшасси, çамрăксене ертсе пыма явăçтарасси, вĕсем çĕршыв аталанăвне хывакан тӳпене палăртасси, патриотла воспитани парасси, ял пурнăçĕн ырă тĕслĕхĕсене социаллă сетьсем урлă сарасси. Ыйтусене сӳтсе явма çамрăксемпе пĕрлех влаç органĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем те хутшăнчĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хире тухсан кăмăл тулать»

«Пурнăçри ĕç-хĕле тепĕр хут суйласа илме май пулсан эпĕ ялтах вăй хунă пулăттăм. Маларах тунă йăнăшсене вара тӳрлетсе пырăттăм, — терĕ Патăрьел округĕнчи Çăл Атăк ялĕнче пурăнакан Борис Емельянов фермер. — Пĕр вăхăт пĕлĕшĕмпе Мускава ĕçлеме кайрăм. Кăрлач уйăхĕнче будкăра пурăнма тӳр килчĕ. Ĕçрен хăрамастăп эпĕ, пурăнмалли условисем тивĕçтермерĕç мана. Çавна май ялта тĕпленнине, çĕр çинче ĕçленине нимĕн те çитмест тесе шухăшларăм».

Ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ

Борис Петрович çĕр ĕçне кăмăллать. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче Мускав облаçĕнчи Коломнăри ял хуçалăх техникумĕнче /халĕ Н.Козлов ячĕллĕ аграри колледжĕ/ агроном профессине алла илнĕ. Мĕншĕн унта çитех кайнă-ха чăваш каччи? Асăннă хулара унăн тăватă аппăшĕ пурăннă иккен. Шел те, пĕри иртнĕ çул вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Емельяновсен ачисем çав тери туслă çитĕннĕ. Раиса Ивановнăпа Петр Алексеевич 5 хĕрпе 1 ывăл çуратса ӳстернĕ. Хăйсем те ача-пăчаллах хăр тăлăха юлнăран çăкăр хакне лайăх ăнланнă. Ачисене те пĕчĕкренех ĕçпе çитĕнтернĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне юлташсем вырсарникуна питĕ кĕтетчĕç. Эпĕ вара çак куна кăмăлламастăм. Пурте урамра вылянă вăхăтра манăн аннене пулăшма фермăна каймаллаччĕ», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Борис Петрович. Турханти вăтам шкул хыççăн ют тăрăха кайма шухăшламан каччă. Пĕртен-пĕр ывăл ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ пулмаллине, тĕп килте юлмаллине чунпа йышăннă. Çавна май пĕр вăхăт вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ, унтан — вĕреннĕ. Колхозра агрономра, ял тăрăхĕнче çĕр виçекенре тăрăшнă вăл. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче, колхозсем саланнă вăхăтра, фермер ĕçне пуçăнма шут тытнă. «Ун чухне самана çапларахчĕ: хуçалăх хавшаса пырать, пахча ĕçĕсене тума техника çукчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ трактор туянтăм, каярахпа вара — плуг, ытти хатĕр-хĕтĕр. Çур гектар çĕртен ĕçе тытăнтăм. Лаптăка ерипен ӳстерсех пытăм. Малтанласа çĕр улми лартрăм. Ку культурăна туса илме техника кăна мар, çын алли те кирлине ăнлантăм. Агрегатсене пĕтĕмпех пухса çитернĕччĕ. Тухăç аван пулсан «иккĕмĕш çăкăра» упрама путвал е управ та кирлĕ. Кĕркунне сутни тупăш кӳмест. Çак пахча çимĕç хăй хаклăхне аран саплаштарса пынине туйрăм. Çавна май вара тыр-пул çитĕнтерме шут тытрăм. Сăмах май, çĕр улмине халĕ хушма хуçалăхра çеç туса илетпĕр. Ытлашши пулсан — сутатпăр. Кăçалхи çуркунне пахча çимĕç хакĕ аван пулчĕ. Ака-çу уйăхĕсенче çĕр улмине 40-45 тенкĕпе /1 кг/ туянчĕç. Халĕ çак культурăна хуçалăхсем лартми пулчĕç, мĕншĕн тесен ăна çитĕнтерме çăмăл мар. Техника çителĕклĕ пулсан та логистика хака хăпартать», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи. 2007 çулта Борис Петрович хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак çул вырăнти «Знамя» хуçалăх саланнă май унăн тыр-пул управĕсене, йĕтеме туянма май килнĕ. Паллах, хуралтăсене юсама тивнĕ. Техника паркне те çĕнетме шухăшланă: комбайн, сортировка, тырра кĕлете кĕртмелли пневмотранспортер туяннă. Халĕ мĕн кирли пурте пур унăн. Икĕ трактор çумне пĕлтĕр тепĕр «хурçă ут» хушăннă. «Çĕр лаптăкĕ пысăкланнă май уй-хире сухалама вăйлăрах техника пултăр терĕмĕр», — пĕтĕмлетрĕ шухăшне фермер. Çĕр «тухтăрĕ» Хуçалăх çултан-çул ерипен аталанать. Паянхи кун Емельяновсен çемйи 170 гектара яхăн çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет, çав шутра арендăна вăрах вăхăта илнĕ çĕр лаптăкĕсем те, ял халăхĕн пай çĕрĕсем те пур. Ытларах тулă, урпа, сĕлĕ акаççĕ. Кĕрхи туллăн тухăçĕ самай пулнине кура уй-хире кашни кĕркуннех шуратса хăвараççĕ. «Кĕрхисем кăçал аван шăтрĕç. Паллах, вырăн-вырăнпа вăй илейменнисем те пур, — ĕç- хĕлпе паллаштарма васкарĕ Борис Петрович. — Иртнĕ çулхи вăтам тухăç пĕтĕмĕшле кашни гектартан 30 центнера яхăн пулчĕ. Хăш-пĕр лаптăкра — сахалрах, тепринче 40 центнера яхăн. Тухăç япăхах мар темелле. Паллах, вăл çĕр пахалăхĕнчен те нумай килет. Акă кăçал пĕр лаптăка викăпа сĕлĕ акрăмăр. Унта вара хăмăш вăйлă ӳссе кайрĕ. Çитес вăхăтра ăна çĕнĕрен сухаламалла пулать. Ку ӳсен-тăранăн тымарĕ тарăн каять, вăл питĕ ĕрчевлĕ. Унпа тĕллевлĕ кĕрешмесен пĕтерме май çук. Çавăнпа та çине тăрса ĕçлемелле». Малалла калаçнă май вăрлăх пирки сăмах хускатрăмăр. Халĕ акнă тыр-пул пĕтĕмĕшле репродукципе килĕшӳллĕн пулнине палăртрĕ арçын. Виçĕм çул кĕрхи туллăн элита вăрлăхне Вăрнар тăрăхĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхран туяннă. Вăрлăхсене çĕнетсе тăнине палăртрĕ вăл. Паллах, тухăç унран та чылай килнине лайăх ăнланать фермер. Çитменнине, вăл агроном-çке. Çакна та палăртма кăмăллă: Борис Петрович çĕр «тухтăрĕ» пулнă май ытти çĕр ĕçченне те сĕнӳ-канаш парать. «Агроном профессине алла илни ĕçе тухăçлă йĕркелеме пулăшать. Пĕлӳ нихăçан та ытлашши мар, вĕренни хамшăн пулнă. Кăçалхи çуркунне юлташсем çур акине маларах тухрĕç. Акса пĕтернĕ хыççăн мана: «Мĕншĕн васкамастăн эсĕ?» — терĕç. Вĕсем ĕçе манран вунă кун маларах пурнăçларĕç. Эпир ывăлпа васкамарăмăр, культурăсене им-çамласа акрăмăр, технологипе килĕшӳллĕн катокпа пусăрăнтартăмăр. Те ĕç йĕркине пăхăннăран калчасем халĕ вĕсеннипе пĕр шайра ӳсеççĕ. Çум курăкран та им-çам сапрăмăр. Шăрăх çанталăк каярахпа тыр-пул пучахне «пĕтĕрсе» илмесен кăçал тухăç, ман шухăшпа, аванах пулмалла». «Тыр-пул енĕпе кăна ĕçлени фермершăн тупăшлă-и?» — ыйтрăм кăсăкланса. «Хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх та тытатпăр. Сăвакан икĕ ĕне, пĕр пушмак пăру, самăртакан вăкăрсем пур. Çавăнпа та пĕр енĕпе ĕç-пуç каймасан, теприн тĕлĕшпе ăнăçу пулатех тетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх усрани вăл перекет банкĕнче укçатенкĕ тытнипе пĕрех. Хăть хăш вăхăтра сутатăн та нухратпа усă курма пулать. Пĕлтĕр ĕççи вăхăтĕнче халăха тытса ĕçлеттерме кансĕр пулнипе жнейка транспортерĕсем туянтăмăр, çавăн пекех культурăна акас умĕн им-çамламалли хатĕр те илтĕмĕр», — хуравларĕ арçын. Паллах, пысăк хуçалăха тытса тăма çăмăл мар. Çемйипех ĕçлеççĕ вĕсем, çав шутрах амăшĕ Раиса Ивановна та. Вăл сакăр теçетке çултан иртнĕ пулин те ачисене килтĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшать, пахчара та тăрăшать. Туслă йыш Ывăлĕ Дима ашшĕн сылтăм алли вырăнĕнчех. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех техника енне туртăннă вăл. Çитĕннĕ май «тимĕр ута» шанса панă ăна Борис Петрович. Халĕ çур акинче те, вырмара та пĕрле ĕçлеççĕ вĕсем. Кĕрхи çĕртме те тăвать. Агрегатсене улăштарса çеç тăрать. Сăмах май, Емельяновсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Надя Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче ĕçлет. Калаçăва малалла тăснă май кил хуçи уй-хир илемĕ пирки сăмах хускатмасăр пултараймарĕ. «Çутçанталăк хăть хăш вăхăтра та илемлĕ. Хире тухсан чун савăнать, кăмăл тулать. Сăмахран, паян хупхура ана выртать, ыран сип-симĕс калча ешерет, унтан сап-сарă тырă пусси çилпе хумханать… Арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсемпе хăй вăхăтĕнче чылай ĕçлерĕмĕр. Шăтса тухнă йывăçсене пĕтĕмпех кăкласа темиçе хут сухаларăмăр, çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Вăл вăхăтрипе танлаштарсан халĕ уйхирте тыр-пул çитĕнет, чун савăнать. Калча шăтса тухсан ывăлпа хирсене пăхса çаврăнатпăр. Сухаланă, акнă-лартнă чухнехи шăйрăксене сăнатпăр. Тепрехинче вĕсене тӳрлетме тăрăшатпăр. Дима комбайнпа та хăех ĕçлет. Ĕççи вăхăтĕнче ĕлкĕрсе пырайманран ял çыннисене явăçтаратпăр», — малалла тăсăлать калаçу. Паллах, тупăш илес тесен иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле. Çакă Емельяновсене нимĕн чухлĕ те хăратмасть. Ĕçсĕр пурăнма пултараймаççĕ вĕсем, çулталăкри 365 куна ахаль ирттермеççĕ. «Ялта кану кунĕ çук пирĕн. Калăпăр, хăнана каятăн-и е уяв ирттеретĕн — тепĕр кун ирех тăмалла. Выльăхсем кĕтеççĕ: тислĕк тасатмалла, шăвармалла, апат памалла, кĕтӳ хăваламалла, сĕт памалла…» — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Алена Валентиновна. Сăмах май, ку тăрăхра сĕте халĕ 25 тенкĕпе /1 литр/ пуçтараççĕ. Юлашки çулсенче кĕтӳре ĕне шучĕ чакни пăшăрхантарчĕ кил хуçине. Çапах кăçал 40-45 ĕнене çитни шанăç кӳнине палăртрĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пылак» калаçаççĕ, именмесĕр шар кăтартаççĕ

Телефонпа шăнкăравласа çынсенчен пин-пин тенкĕ ыйтса илме пултаракансене çак ăсталăха кам тата ăçта вĕрентет-ши? Е çакă çутçанталăк панă хăйне евĕрлĕ пултарулăх-ши? Куллен асăрхаттарсан та телефон ултавçисен серепине лекекенсен шучĕ пурпĕр чакмасть…

«Шанчăкли» ултавлă

Акă Шупашкарта пурăнакан 21 çулти Наталья ултавçăсене 300 пин ытла тенкĕ панă. …Хĕр патне телефон компанийĕнчен шăнкăравланă, сим-карта килĕшĕвĕ вĕçленни пирки пĕлтернĕ. Документа малалла тăсма смс-хыпарпа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă. Ĕçрен ывăнса таврăннăскерĕн, ахăртнех, тимлĕхĕ çухалнă. Хăй ултавçăсен аллине лекесси пирки шухăшласси те пулман. Çийĕнчех цифрăсене пĕлтернĕ. Çакăн хыççăнах шăнкăравланă çын хăй Патшалăх ĕçĕсен порталĕн специалисчĕ пулни, ултавçăсем унăн «ĕç пӳлĕмне кĕни» пирки каланă. Вĕсем счет çинчи укçана вăрлама тата кредит илме пултарасси çинчен пĕлтернĕ. Преступниксен сиенлĕ витĕмне кĕрсе ӳкнĕ хĕр çийĕнчех укçи-тенкине «шанчăклă» счет çине куçарса хунă. Нумай та вăхăт иртмен — хĕр ултавçăсен аллине лексе пĕр пуссăр тăрса юлнине ăнланнă. Вăхăтра «вăраннă» Телее, Шупашкарти тепĕр хĕрарăм хăй ултавçăсен вăлтине çакланнине банка çитиччен ăнкарса илнĕ. 25 çулти хĕр хăй улталанни пирки Шупашкар хулинчи полицин 6-мĕш уйрăмĕнче каласа кăтартнă. Мессенджерта ун патне налук службинчен çыру килнине пĕлтернĕ, бот урлă паспорт даннăйĕсене пĕлтерме ыйтнă. Смс-хыпарта килнĕ кода пĕлтерсен «Сирĕн аккаунта Киевран кĕнĕ. Çав çын эсир мар тăк — çак телефонпа шăнкăравлăр…» тесе çырнă. Ултавçăсен серепине лекесси пирки шухăшламанскер шăнкăравланă, «Патшалăх ĕçĕсен порталĕн» ĕçченĕпе калаçнă. Çакăн хыççăн ун патне шăнкăравлакансем татах пулнă: Раççейпе туслă мар çĕршыва укçа куçарнăшăн уголовлă ĕç пуçарассипе хăратнă… Калаçу икĕ куна тăсăлнă. Паллă мар çынсем хушнине пурнăçлас тĕллевпе хĕр банка çул тытнă. Унăн мĕн пур укçана «шанчăклă» счет çине куçарса хумалла пулнă. Телее, кредит учрежденийĕ патне çитиччен вăл шăнкăравлакансен телефон номерĕсене тĕрĕслеме шут тытнă. Унсăрăн… Паллă: пĕр пуссăр тăрса юлатчĕ. Машина туянма ĕмĕтленнĕ Муркаш округĕнчи хĕрарăм вара, тахçанах машина туянма ĕмĕтленнĕскер, пĕр миллион ытла тенкĕ çухатнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл интернетра ют çĕршывра кăларнă автомашина сутни пирки пĕлтерӳ вуланă. Санкт-Петербургра вырнаçнă фирма «иномаркăна» Польшăран илсе килме шантарнă. Хĕрарăм суту-илӳ компанийĕпе килĕшӳ çирĕплетнĕ, ĕçшĕн 65 пин тенкĕ куçарса панă. Чылай кун иртсен те саккас пирки сас-хура пулманран сутуçăсем патне шăнкăравланă. Лешсем автомобиль таможньăра тытăнса тăни пирки пĕлтернĕ, 600 пин ытла тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Кăшт вăхăтран тата 400 пин тенкĕ куçарма ӳкĕте кĕртнĕ. Хĕрарăм тĕрлĕ счет çине 1 миллион ытла тенкĕ ăсатнă, анчах машинăна кĕтсе илеймен. Ку тĕслĕхпе Муркашри полици уйрăмĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ пысăк виçепе улталанă преступниксене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Хваттерсĕр тăрса юлнă Тĕп хулара пурăнакан пенсионерка вара ултавçăсем хушнине 40 кун пурнăçланă. 60 çулти хĕрарăм çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти полици уйрăмне пынă, хăйĕнпе пĕр уйăх ытла пулса иртни пирки каласа кăтартнă. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче ун патне хăй малтан ĕçленĕ предприяти ертӳçинчен смс-хыпар килнĕ. Унта вăл организацире ĕçлекенсен даннăйĕсене вăрлани пирки пĕлтернĕ. Çавна май пенсионерка та хăрушлăха лекнĕ. Ăнланманлăхсем сиксе тухасран ФХС сотрудникĕпе калаçма сĕннĕ. «Хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ» нумай кĕттермен — шăнкăравланă. Хайхискерпе мессенджер урлă калаçнă май хĕрарăм унăн ячĕпе кредит илме 14 заявка панине пĕлнĕ. Вĕсене пăрахăçлаттарас тесен Росфинмониторинг представителĕ хушнисене пурнăçлама сĕннĕ. Ултавçăсем хĕрарăма пĕр уйăх çурă хăйсен вăлтинче тытнă. Пулса иртекен ĕçсем пирки çынсене каласа кăтартма чарнă. Унсăрăн уголовлă ĕç пуçарассипе хăратнă. Çавăн пекех ăна Украина гражданинĕ унăн ячĕпе кредит илесшĕн пулнине пĕлтернĕ. Илчĕ тĕк — яваплăх тата пысăкрах: патшалăха сутнăшăн айăплĕç. Унтан хĕрарăм патне хваттерне туртса илес текенсем тупăннине çирĕплетекен документсем ярса панă. Çавăнпа ăна суя килĕшӳсем хатĕрлесе хваттерне вăхăтлăха урăх çын çине куçарма сĕннĕ. Чăннипе вара вăл хваттерне ултавçăсене сутса янă. Кунсăр пуçне тата кредит илнĕ. Пĕтĕмпе преступниксене 3 миллион та 600 пин тенкĕ ытла панă. Ку тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Пысăк тупăш илес тенĕ те… Маркетплейссемпе усă куракансем те, шел те, ултавçăсен аллине час-часах лекеççĕ. Çапла майпа преступниксенчен шар курнă тепĕр çын — кулинари лавккинче ĕçлекен 33 çулти хĕрарăм. Ун патне мессенджерта маркетплейс лапамĕсенче ĕçлесе илме май пурри пирки пĕлтерекен çыру килнĕ. Надежда сĕнӳпе килĕшнине пĕлтернĕ хыççăн менеджер шăнкăравланă, ăна ĕç чатне кĕртнине пĕлтернĕ, çак ушкăнта кăтартнă таварсен айне «килĕшет» тесе çырмалли пирки каланă. Пĕрремĕш хушăва пурнăçланă хыççăн Надеждăн картти çине шалу куçнă: 300 тенкĕ. Çакăн хыççăн менеджер тупăша ӳстерме май пурри çинчен пĕлтернĕ: тавар туянмалла. Хĕрарăм ăна ĕненнĕ, ултавçă каланă сайтра регистрациленнĕ хыççăн ĕçе пуçăннă. Унăн тивĕçĕ питĕ ансат пулнă: ултавçă каланă счетсем çине укçа куçармалла. Икĕ кунра Надежда 17 пин ытла тенкĕлĕх тавар «туяннă». Виççĕмĕш кунне 80 пин тенкĕлĕх илме хушнă. Анчах та банк укçа куçарттарман, счета хупса хунă. Çакăн хыççăн хĕрарăм ултавçăсемпе хутшăннине ăнланса илнĕ. Хальхи вăхăтра право хуралĕн органĕсем уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ. «Никама та калама юрамасть» 71 çулти пенсионер пĕр самантра 2 миллион та 500 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă. Шупашкар хулинчи полицин 4-мĕш уйрăмĕнче каласа кăтартнă тăрăх, арçынна мессенджер урлă ун тĕлĕшпе урăх çĕршыва укçа куçарнăшăн уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтернĕ. Саккунпа урлă пуласран асăрханса мĕн пур укçине «шанчăклă» счет çине куçарма хушнă. «Эпĕ вĕсемпе видео урлă калаçрăм. ФСБ тата Росфинмониторинг сотрудникĕсен удостоверенийĕсене кăтартрĕç. Мĕнле ĕненес мар?» — чĕререн пăшăрханса калаçнă ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе пухнă укçине банкоматпа усă курса тĕрлĕ счетсем çине куçарнă пенсионер. Ватă çынна улталас тесе преступниксем никама та нимĕн те пĕлтерме юраманнине ĕнентернĕ. Банк ĕçченĕсем ыйтсан укçа автомобиль туянма кирли пирки калама хушнă. Ултавçăсем хушнине пурнăçланă хыççăн пенсионер ывăлĕпе канашлама шут тытнă… Анчах та кая юлнă. Полици ĕçченĕсем хальхи вăхăтра пенсионерăн укçине вăрланă çынсене явап тыттарассишĕн тăрăшаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Яваплă хушусене пурнăçланăшăн

2024 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу Пăрачкав районĕнчи Коровино ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Ксенофонтовăн кăкăрĕ çине Раççей Федерацийĕн Геройĕн «Ылтăн Çăлтăр» медальне çакса янă.

Çак саманта 1-мĕш телеканалăн «Вăхăт» программинче кăтартнă. Владимир Соловьев тележурналист 25-мĕш бригада командирĕ Алексей Ксенофонтов полковник çинчен «109-я неделя СВО» документлă фильм ӳкернĕ, ăна телевизорпа 2024 çулхи ака уйăхĕнче кăтартнă. Соловьев Ксенофонтовпа фронтăн Хĕрлĕ Лиман енчи пайĕнче тĕл пулнă, Алексей хăйĕн пурнăçĕ, хальхи вăрçăн хăйне евĕрлĕхĕ, пирĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен лайăх енĕсем çинчен каласа панă. Интервьюн пĕр пайне 25-мĕш бригадăн команда пунктĕнче илнĕ, унта СССР патшалăх оборона комитечĕн председателĕ И.Сталин портречĕ çакăнса тăрать. Тележурналист хăюлăхпа паттăрлăхшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕ боецсемпе калаçнă, пирĕн салтаксемпе офицерсен чун хавалĕ вăйлă пулнăран Раççей çарĕ çĕнтерсех пынине палăртнă. «Вĕсем пĕрмай çапăçса кăмăла çирĕплетеççĕ, — тенĕ А.Ксенофонтов. — Эпĕ вĕсен хушшине питĕ кирлĕ чухне çеç кĕретĕп. Боец хăех лăпланать, таçтан вăй тупать, шухăшлама, пĕлме тытăнать. Ку çапăçура чи кирли». Фильма пăхсан чи лайăх боец Рэмбо мар, вăтанчăкрах çамрăк çын пулнине ăнланса илетĕн. Паллă журналист интервью илнĕ хыççăн та Героя ырă сунман çынсенчен, чăнлăхпа килĕшсе тăман информаци саракансенчен хӳтĕлерĕ. Эпир, Алексей Владимирович ентешĕсем, çавăншăн Соловьева тав тăватпăр. А.Ксенофонтов тăван ялне отпуска 2024 çулхи авăн уйăхĕнче килни, хăй вĕренсе тухнă Анастасово шкулĕн педагогĕсемпе, ачисемпе тĕл пулни паллă. Çав çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче кунта 25-мĕш бригада делегацийĕ килнĕ, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă, Çар мухтавĕн музейне — экспонатсем, фронта кирлĕ материал хатĕрлеме оборудовани парнеленĕ. Хуçисем хăнасене маскировка тетелĕ, ăшă тумтир, пылак çимĕç парса янă. Ачасем бригада боецĕсемпе интернет урлă çыхăну тытаççĕ. Раççей Геройĕ А.Ксенофонтов çинчен Улатăрти технологи колледжĕнче вĕренекенсем те пĕлеççĕ. Çапах та ун пирки республикăра информаци питĕ сахал. Мĕн пуррипе те пулин вулакана паллаштарас килет. А.Ксенофонтов çут тĕнчене 1985 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче килнĕ ª40 çул тултарнă май саламлама манар марº. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех офицер пулма ĕмĕтленнĕ, чи килĕштерекен кинофильмĕ те — «Офицерсем». Алексейĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллевне амăшĕ — хирĕç, ашшĕ майлă пулнă. Вăл 2003 çулхи çурла уйăхĕнче, 18 çул тултарсан, Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе çар тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Каярахпа Хĕç-пăшаллă вăйсен Смоленск хулинчи сывлăшран тапăнакансенчен хӳтĕленекенсен çар академийĕн десант уйрăмĕнче вĕреннĕ, службăна 106-мĕш сывлăш-десант дивизийĕнче пуçланă. Çапла зенитчикран десантник пулса тăнă, Тула хулинчи 51-мĕш тата Рязаньти парашютдесант полкĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Аслă лейтенант ракета батарейин командирĕ пулнă. Пĕр хушă Калининградри чаçре тăнă. 2014 çулта ăна Крым çур утравĕ хăйĕн ирĕкĕпе Раççее кĕнине тивĕçтерессипе çыхăннă задание пурнăçланăшăн «Крыма тавăрнăшăн» медальпе наградăланă. СВОра Ксенофонтов хăйĕн подразделенийĕн боецĕсенчен хĕрхенӳсĕр тата çирĕп ыйтнипе палăрса тăрать. 2022 çулта вăл, зенитка дивизионĕн командирĕ, çар тивĕçне ятарлă çар операцийĕнче пурнăçлама тытăннă, тăшмана хирĕç çапăçăва Харьков облаçĕнче кĕнĕ. Часах — рота, каярахпа батальон командирĕ пулнă. Донецк Халăх Республикинчи Отрадное поселокĕнчен хĕвел анăç енчи позицие неонацистсенчен хӳтĕленĕ. Унта Донецк Халăх милицийĕн стрелокĕсен полкĕ тăнă, А.Ксенофонтовăн пĕрлештернĕ батальонĕ ăна пулăшассишĕн таврари поселоксенчен тăшмана Харьковăн çавра трасси таранах хăваласа кăларнă. Ксенофонтов полковника мотострелоксен гварди 25-мĕш бригадине ертсе пыма 2024 çулта шаннă. Çак звание Алексее çирĕплетсе хунă вăхăт çитиччен панă. Хушма ячĕ «Тигр», ăна тăшман шутсăр кураймасть, кăшласа çисе яма хатĕр, раççей офицерĕн таса ятне варалассишĕн интернет урлă суя информаци пĕрмай сарать, снайпер-диверсант ăна леш тĕнчене ăсатассишĕн кашни утăмне йĕрлеме тăрăшать. 25-мĕш бригада тăшмана сиен чылай кӳнĕрен, хăйне пăхăнакансене тĕрĕс ертсе пынăран, ВСУ чаçĕсене Донецк Республикинчен хăваласа кăларма хастар хутшăннăран Алексей Владимировича «Çапăçусенче палăрнăшăн», I тата II степень «Çарти хастарлăхшăн» медальсемпе, Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Вăл «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медале, Раççей Геройĕн ятне çапăçусенчи уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн, çар заданийĕсене пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Сергей Шойгу министр ятĕнчен ăна пистолет та парнеленĕ. Алексей çемьеллĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ ача çитĕнтереççĕ, ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ канура. Çемье пуçĕ СВОччен пушă вăхăтра мотоциклпа ярăнса çӳреме кăмăлланă. «Анастасово шкулĕн аслă класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пултăм, СВОна епле кайса килни, Раççей Геройĕпе Алексей Ксенофонтовпа тĕл пулни çинчен каласа кăтартрăм, — пĕлтернĕ республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виктор Горбунов, Пăрачкав районĕнче çуралнăскер. — Алексей Ксенофонтов — ырă ячĕ анлă сарăлнипе палăрнă полковник, бригада командирĕ, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн тата паттăрлăхшăн Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ, чăннипех те сайра тĕл пулакан, сăпайлă, пултаруллă çын. Хăй вĕреннĕ шкул музейне çитерме бригада боецĕсем персе антарнă дронсем, вĕсем СВОра мĕн çисе пурăннине кăтартма типĕ апат пакечĕсем парса ячĕ». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ачасемпе çамрăксемшĕн — ырă тĕслĕх

Интернет сечĕсенче Етĕрне округĕнчи Тури Мучар ялĕнче 1985 çулта çуралнă, СВОра паттăрлăх кăтартнă Александр Конорева Раççей Геройĕн ятне пани çинчен çырнисем пур. Вăл СВОра 2022 çулта пуç хунă.

Пурăннă чухне ăна Етĕрне округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Офаринов та пĕлнĕ. — Владимир Леонидович, эсир Александрпа ăçта паллашнă? — Етĕрнере, тротуарпа пынă чухне. «Эсир питĕ çирĕп çын- çке, утнинченех палăрать», — сăмах хушрăм юнашар пыраканскере. Сăмахне хĕрхенмерĕ. «Çар хĕсметĕнче тăратăп вĕт», — хуравларĕ вăл. Отпуска таврăннине пытармарĕ. Александр çар тивĕçне пурнăçланине таçтан туйрăм. Хам Ригăри Совет Союзĕн маршалĕ С.Бирюзов ячĕллĕ çарпа политика аслă училищинчен вĕренсе тухнăран-ши? Калаçрăмăр, пĕрпĕрне ырă сунса уйрăлтăмăр. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Нихăçан та тĕшмĕртмен шăпа мана унпа тепре тĕл пултарасса. А.Конорева Раççей çарне 2003 çулта илнĕ, Конституцире палăртса хунă тивĕçе вăл Сахалинра пурнăçланă, хĕç-пăшалпа усă курма, тăшманпа çапăçма вĕреннĕ. Çавăнпа ăна çар тивĕçне малалла пурнăçлама хапăл тусах илнĕ. 2009 çулта вăл Оборона министерствипе контракт çирĕплетнĕ, Чечняри террористсене хирĕçле операцие хутшăннă, Çурçĕр Кавказ çар округĕнче разведчик тата санитар пулнă. Контракта 2012 çулта малалла тăснă, служба тивĕçне РФ Шалти ĕçсен министерствин шалти çарсен ятарлă тĕллевĕсене пурнăçлакан уйрăм бригадинче пурнăçланă. 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен Сирире разведка отрячĕн йышĕнче тăрса заданисене пурнăçа кĕртнĕ. А.Конорев СВО пуçлансан, 2022 çулхи пуш уйăхĕнче, унта хутшăнма контракт çирĕплетнĕ. Гранатометчиксен взвочĕн наводчикĕ, разведчикĕ, саперĕ пулса çапăçнă. 2022 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Донецк Халăх Республикинчи Краснополье ялĕ патĕнче ВСУн 15-е яхăн салтакне, çав шутра пулемет расчетне, пĕтернĕ. Александр çывăхнех мина ӳксе çурăлнă, ванчăкĕсем ăна пырса тăрăннă. Паттăра утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне округĕнчи Тури Мучар ялĕнче пытарнă. — Эпĕ Етĕрне округĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлеттĕм, — аса илчĕ округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Офаринов. — Александр ӳтне тăван ялне илсе килме Йошкар-Ола хулине водительпе пĕрле кайрăмăр. Виç çĕрмĕшсене тултарнă самолет унта анса ларнă вăхăт тĕлне аэропорта çитрĕмĕр, документсене пăхса А.Конорев ӳтне хунă тупăка автомашина кузовне лартрăмăр. «Ну, Саша шăллăм, майĕпен Чăваш Ене таврăнма çула тухар. Тăван ялна кăнтăрла хыççăн çитĕпĕр», — тесе вырăнтан тапрантăмăр. Авă пирĕнтен пĕр çухрăмрах анлă Атăл. «Саша, акă Шупашкар ГЭСĕ, унтан республикăн тĕп хули инçе мар. Тури Мучара çитме нумай юлмарĕ», — терĕм. Паттăрпа калаçса Етĕрне округне таврăнтăмăр. Ывăлĕн ӳтне амăшĕ Альвира Александровна, паттăр йăмăкĕ Ирина Владимировна, тăванĕсем, округ пуçлăхĕ Станислав Трофимов, республикăн çар комиссариачĕн представителĕ Павел Васюков, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕ Александр Прокопьев, Сывлăш-çар десанчĕн ветеранĕсен союзĕн округри организацийĕн ертӳçи Алексей Тепляков, ял-йыш, шкулта Александрпа пĕрле вĕреннисем кĕтсе илчĕç. Паттăра Тури Мучар çăвинче хурлăхлă музыка çемипе пытартăмăр, икĕ ачи тăван ашшĕсĕр юлчĕç. Раççей Президенчĕ çав çулхи юпа уйăхĕнче Александр Конорева СВОра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденĕпе наградăласси çинчен указ кăларнă (вилнĕ хыççăн). Ăна амăшне панă. А.Конорев пирĕн округра пурăнакан ачасемпе çамрăксемшĕн — Тăван çĕршыва, Тăван çĕршыв умĕнчи тупа сăмахĕсене парăннине çирĕплетекен ырă тĕслĕх. А.Конорев паттăрлăхĕпе кăсăкланнă май «Гербовый курьер» журналăн 2023 çулхи 1-мĕш номерĕнче СВОна хутшăннисем 2022 çулта Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне тивĕçнисен списокĕпе паллашрăм, унта çак йĕркесене вуларăм: «Александр Владимирович Конорев /1985-2022/ — кĕçĕн сержант, корпусăн çар служащийĕ. 2022 çулхи утă уйăхĕнчи указ. Вилнĕ хыççăн. Чăваш Республикинчи Етĕрне округĕнчи Тури Мучар ялĕнче çуралнă». СВОна хутшăннă ентешĕмĕрсенчен А.Конорева та Раççей Геройĕн ятне панă тесе савăнтăм. Çапах ку шухăш пуçра çирĕпленмерĕ, çак ыйту канăç памарĕ: Раççей Президенчĕ Конорева Раççей Геройĕн ятне парасси çинчен указ кăларнă-ши? Ăна шырама тытăнтăм — тупăнмарĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.