«Маншăн вăрçă окоп чавма ярсан пуçланчĕ»

14 Утă, 2020

Улатăрти тавра пĕлӳ музейĕнче çак тăрăхăн историйĕпе çыхăннă кăсăклă материалсем, документсем, япаласем, сăн ӳкерчĕксем упранаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕн залĕнче пĕлмелли, курса тĕлĕнмелли нумай.

Вăрçă вăхăтĕнче Улатăрта эвакуациленĕ предприятисем ĕçленĕ. Пăравус юсакан, çар завочĕ, йывăç тирпейлекен комбинат фронт валли продукци кăларнă. Хулари çĕвĕ артелĕсем фронт саккасĕсене пурнăçланă. Вăрçă çулĕсенче Улатăр хăш-пĕр çар чаçне йĕркелемелли вăхăтлăх вырăн пулса тăнă. Хулара 5 госпиталь ĕçленĕ, вĕсем аманнă 9 пин ытла салтакпа офицера сипленĕ, нумайăшĕ çакăн хыççăн çар стройне тăнă. Улатăрсем вăрçă хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, нумайăшне орден-медальпе наградăланă. 14 çын Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, 2-шĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Вăй питти арçынсемпе çамрăксем тăшманпа хăюллăн çапăçнă вăхăтра тылра юлнисем — ватăсем, хĕрарăмсемпе ачасем — ырми-канми ĕçленĕ. Вĕсем Сăр хĕррине окоп чавма та кайнă. Улатăрти тавра пĕлӳ музейĕ темиçе çул каялла «И стал тыл фронтом» акци ирттернĕ, çавна май районпа хулари тыл ĕçченĕсен калама çук нумай аса илĕвне пуçтарнă. Музей ĕçченĕсем хальхи вăхăтра çав аса илӳсенче Сăр хĕрринче окоп чавни пирки çырнă йĕркесене пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пуçтараççĕ. 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕлтернĕччĕ. «Шел, Сăр оборона линине туни пирки çак аса илӳсенче темиçе предложени çеç çырнă. Çапах вĕсем чуна пăлхантараççĕ, ачасемпе хĕрарăмсен, мучисен мĕн тери пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнине ăнланма хистеççĕ. Хальлĕхе тăхăр аса илĕве хатĕрлеме май килчĕ, вĕсенчен хăш-пĕрне хамăрăн музейĕн социаллă сетьсенчи страницисенче те вырнаçтартăмăр. Ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр», — пĕлтерчĕç тавра пĕлӳ музейĕнче ĕçлекенсем.

Çав аса илӳсенче вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсен пурнăçĕ сăнланнă. Хăш-пĕр сыпăкпа вулакансене те паллаштарас килет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.