Пушар хуралĕнче ĕçлекен донор

10 Утă, 2025

 Шалти службăн аслă лейтенанчĕ Сергей Захаров пушарпа кĕрешекенсен профессине суйласа илекен чи паллă чăваш ялĕнче, Вăрмар округĕнчи Энешпуçĕнче, çуралнă. Ку тăрăхран вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ çак сăваплă ĕçре вăй хурать. Сергей вара пиччĕшĕн тĕслĕхĕпе пушар хуралне çул тытнă.
Пиччĕшĕн çулĕпе
- Эпĕ мĕн пĕчĕкрен вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕн уйрăмлăхĕсене ăса хывнă.  Пирĕншĕн хисепе тивĕç, пирĕншĕн тĕслĕх, çак профессие суйласа илме хавхалантаракан çынсем пулнă. Раççей МЧСĕн Хисеплĕ ветеранĕ, Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерĕ, шалти службăн оставкăри полковникĕ Василий Нягин та эпĕ çуралнă ялтанах. Маншăн ырă тĕслĕх пичче Андрей пулнă. Вăл пушар хуралĕнче 21 çул ĕçленĕ, халĕ вара тивĕçлĕ канура. Эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне пичче Санкт-Петербургра аслă пĕлÿ илетчĕ. Ун çине пăхса хавхаланаттăм, пушарнăй пулма ĕмĕтленеттĕм, - пуçларĕ калаçăва Сергей Анатольевич.
- Анчах та пĕр вăхăт ĕмĕт пирки манма тиврĕ. 2000-мĕш çулсенче пушар хуралне ансатлатасси пирки сас-хура çÿретчĕ. Ку профессире ĕçлекенсем шалти службăн сотрудникĕсем пулма пăрахасси, пакунсене илесси, çăмăллăхсене пăрахăçласси çинчен калаçатчĕç. Пушар хуралĕшĕн çăмăл мар вăхăтсем пулнă. Çавăн чухне аттепе тата пиччепе калаçрăмăр. «Пушар хуралне кирек мĕнле вăхăтра та вырнаçма пултарăн. Гражданла пĕлÿ илни ытлашши пулмĕ. Каярах хăвна килĕшекен ĕç суйлăн», - терĕç çывăх çынсем. Вĕсен сăмахне итлерĕм. Атте пек электрик пулма шухăшларăм. Çапла 11-мĕш класс хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн радиоэлектроника тата автоматика факультетне вĕренме кĕтĕм. Юлашки курсра вĕреннĕ вăхăтрах пĕр предприятире ĕçлерĕм. Кĕркунне салтака кайма вăхăт çитрĕ.
Служба вĕçленсе пынă май ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртсе пушар хуралне вырнаçма йышăнтăм. Манăн ку профессире тивĕçлĕ пĕлÿсĕр малашлăх çуккине пĕлеттĕм. Салтакран таврăнсан тепĕр çулталăкран Ивановăри пушарпа çăлав академине куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Унта 6 çул ăс пухрăм, - малалла калаçрĕ шалти службăн аслă лейтенанчĕ.
Паян Сергей пушар хуралĕнче 12 çул вăй хурать. Ĕç çулне вăл пушарнăйĕнчен Шупашкарти 6-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче пуçланă, хыççăн Пысăк пушарсене сÿнтерекен спецализациленĕ чаçре маçтăр-пушарнăйĕнче 2 çул тăрăшнă. Каярах газпа тĕтĕмрен хÿтĕлекен службăн аслă инструкторĕнче тимленĕ. 2021 çултан ăна 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн караулне ертсе пыма шаннă.
Виçĕ çынна çăлнă
Сергей Анатольевич 2 медале тивĕçнĕ. Пĕрремĕшĕ - «Службăра палăрнăшăн» III степеньлĕ медаль. Ăна пурте тивĕçеймест. Наградăна Сергей Захаров МЧС тытăмĕнче 10 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн илнĕ. Иккĕмĕшĕ - «Пушарта çын пурнăçне çăлнăшăн» медаль. Ку наградăна Сергей Захарова кăçал панă. Ăна вăл 2023 çулхи чÿк уйăхĕнче Шупашкарта пулнă пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Сергей инкекре виçĕ çынна çăлнă.
- Эпĕ вăл вăхăтра Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче стажировка иртеттĕм. Ирхи 4 сехетре Иван Яковлев проспектĕнче 5 хутлă общежитире пушар тухни çинчен шăнкăрав çитрĕ. Вырăна ытти подразделени чаçĕсенчен те çитнĕччĕ.  Пурĕ 6 пушар машини вут-çулăмпа кĕрешнĕ. Эпир çитнĕ тĕле пĕри вырăнтатчĕ. Хăшĕ-пĕри хваттерсенчен хăйсем тĕллĕн çăлăннă, иккĕмĕшĕсене пирĕн ĕçченсем илсе тухнă, виççĕмĕшĕсене пусма тăрăх антарнă.
Эпир службăн аслă пулăшуçипе тĕтĕмленнĕ зонăна кĕрсе кайрăмăр. Пирĕн умĕнче вут-çулăм тухнă 2-мĕш хутри пÿлĕмсене тĕрĕслес енĕпе тĕллев тăчĕ.

Малалла вулас...Шалти службăн аслă лейтенанчĕ Сергей Захаров пушарпа кĕрешекенсен профессине суйласа илекен чи паллă чăваш ялĕнче, Вăрмар округĕнчи Энешпуçĕнче, çуралнă. Ку тăрăхран вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ çак сăваплă ĕçре вăй хурать. Сергей вара пиччĕшĕн тĕслĕхĕпе пушар хуралне çул тытнă.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.