Тăван Атăл, 5 №, çу, 2022 çул

30 Çу, 2022

Утмăлтурат

Калав

Изольда илемлĕ хулара тăваттăмĕш çул университетра вĕренет. Кунта вăл никамах та пĕлмен пĕчĕк ялтан килнĕ.

Канмалли кунсенче тăван яла кайсан аппăшĕ ăна тарăхтарса çитерет:

— Каччă тупрăн-и? Хăçан качча каятăн? Изольда вĕренни уншăн ниме те пĕлтермест. Хăй вăл вăтам пĕлӳ илсен секретарьмашинисткăсен курсне пĕтернĕ те тин çеç хĕсметрен таврăннă йĕкĕте качча кайрĕ. Йыснăшĕ аван çын. Агроном. Кил-çурчĕ чипер. Колхоз парнеленĕ. Хĕр пĕрчи садике çӳрет. Вĕсен «Жигули» автомобиль те пур. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ. Изольдăн хăйĕн те çапла пулсан мĕнле аван пулĕччĕ те.

Экзаменсем вĕçленнĕ ятпа хĕр-тантăшсем хулари хăйăрлăха хĕртĕнме каяс терĕç. Изольда, Венера, Галя хатĕрленсе урама тухрĕç. Çул тĕлне «Жигули» пырса чарăнчĕ. Чӳречерен йĕкĕтсен пуçĕсем курăнчĕç. Хыçалта тепĕр машина пырса чарăнчĕ. Пурин валли те вырăн çитменнипе малтан килсе чарăннă машина водителĕ пикесене лартса пыма ыйтрĕ.

— Лартатăп, лартатăп, — терĕ иккĕмĕш машина водителĕ. — Ав çавна утмăлтурат тĕслĕ куçлине.

Изольда водитель куçĕнчен пăхма васкамасăр ун çумне кĕрсе вырнаçрĕ. Салонра илемлĕ кĕвĕ шăранать. Хуларан тухсан вăрман пуçланать. Машинăсем пĕчĕк çуртсен умне çитсе чарăнчĕç.

— Çитрĕмĕр. Япаласене илсе тухăр. Кунта сĕтел лартăпăр. Кунтах шашлăк пĕçерĕпĕр. Пулă тытайсан шӳрпине те пĕçерме пулать. Ĕçе пуçăниччен чей вĕретсе ĕçĕпĕр, — терĕ Виталий — Галя йĕкĕчĕ.

Çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн пӳртсене кĕрсе çухалчĕç. Изольда, мăшăрсăрскер, пĕр вырăнта хытса тăчĕ.

«Иномарка водителĕ питĕ хӳхĕм каччă. Вăл ыттисенчен машинипе те, тумĕпе те, хура куçлăхĕпе те самай уйрăлса тăрать. Çук, эп ун валли мар. Эпĕ кам? Чухăн студентка», — явăнчĕç пуçра шухăшсем.

— Утмăлтурат, илсе кĕрĕр-ха çак апат-çимĕçе, — терĕ çак каччă хĕре пакет тыттарса.

Витĕр курăнакан пакетра ют çĕршыв апат-çимĕçĕпе тĕрлĕ сĕткен.

— Утăр, утăр малалла, — сĕнчĕ каччă хĕре. — Пурнăç малалла шăвать. Иккĕн пĕрле утсан вăл çăмăлтарах иртет тесе каламаççĕ-и-ха ватăсем?..

Кунĕ хĕвеллĕ. Хăйăр çинче хĕртĕнчĕç. Шашлăк, пулă шӳрпи пĕçерчĕç. Кăвайт йĕри-тавра ларса савăнчĕç. Пурте мăшăрăн-мăшăрăн ларса тухнă. <...>

Анна НИКОНОРОВА.

♦   ♦   


Анатолий СМОЛИН: Пире ырă сăмах кирлĕрех

Иртнĕ ака уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче Анатолий Смолин сăвăç çуралнăранпа 65 çул çитрĕ. Çак çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче унпа яланлăха сыв пуллашнăранпа — 10 çул. Кĕске пулчĕ ĕмĕрĕ, 55 çул çеç. Мĕн чухлĕ сăвви çырăнаймасăр юлчĕ пулĕ, юратнă халăхне калас сăмахĕ хĕрӳ чĕринчен тухса ĕлкĕреймерĕ. Унăн халăхпа куçа-куçăн тăрса калаçмалли пурччĕ. Килĕштеретчĕ пысăк аудитори умне тухса хĕрӳн калаçма, вирлĕн вулама хăйĕн е ытти поэтăн сăввине. «Анатолий Смолина пĕрре мар итленĕ эпĕ хĕлхемлĕ сассипе хăй сăввисене вуланине: пысăк аудиторисенче, Пушкăртстанри сăвăçсен конкурсĕсенче. Питĕ хастар, талантлă çын пек астуса юлнăччĕ ăна çавăн чухне», — çырать интернетра хăйне Влад Маскай тесе палăртнă чăваш 2019- 04-27, 03:40:08]. Çур çĕр иртсе виçĕ сехетре вуласа ларнă А.Смолин сăввисене! Тепри çырать 2018-04-15 02:55:43]: «Пĕрре итлесен ăна – нихăçан та манаймастăнах». Халăх хăçан сăвăç хăйĕн сăввине сцена çинче каланине итлет? Кăшкăрашса е хăлаçланса, артистланса вуланăран мар, сăввинче калас тени пур пулсан кăна. Анатолий Смолинăн хăйĕн пурнăçĕнче савăнăç-хаваслăхне те, телейне те, юлашки çулĕсенче уйрăмах хальхи саманан тӳнтерлĕхне, тĕрĕсмарлăхне, туслăхпа сутăнчăклăха та хăйĕн чунĕ витĕр кăларма тивнĕрен каламалли пурччĕ. 65 çулне унăн тăван Куславкка тăрăхне тухса каяс умĕн сăввисене пăхкаласа ларнă май çак сăвви уйрăмах чуна килчĕ:

А. Филиппов тусăма сума суса

Тăванăм, юлташăм, аташăм,
Пускилĕм, ĕçтешĕм — эсех,
Эпир пурăнмастпăр пайташăн,
Пире ыр сăмах кирлĕрех!
Пире кирлĕрех çирĕп туслăх
Тата пĕр-пĕрне ăнланни,
Ун чух пусас çук чуна тунсăх,
Пăчланмĕ пач пурнăç ани.
Тăрсассăн ирпе илĕм-тилĕм,
Хавассăн тухсассăн сада,
Тӳрех шутласа, тусăм, илĕн:
Мĕскер пире кирлĕ тата?!
Хĕвел хĕрӳрех пăхнăçемĕн
Савса çупăрланăн çĕре,
Чунра çуралать çĕнĕ çемĕ —
Чĕреçĕм чĕнет çĕн ире!
Пулсан та тĕнчи урлă-пирлĕ,
Калаймăп тата вирлĕрех:
Пайти те, паллах, пире кирлĕ,
Çапах ăш сăмах кирлĕрех!

Каллех вулакансен интернетри шухăш-кăмăлĕ патне таврăнатăп:

Витя /2009-04-10 15:54:30/: Тĕлĕнмелле лайăх çыратăр. Сирĕн ытти сăввăрсем те вăйлă. Чăнлăхлă вĕсем.

/Телефон номерне кăтартнă\/2018-04-15 03:03:46/: Эпĕ килĕшетĕп Витя каланипелен, туслăх халь ĕлĕкхи пекрех мар пек çав. Пайташăн анчах туслашни ытларах пек. Сăвă лайăх çырăннă. Ахальтен мар пуль çав… Кирлĕ сăвă. Чĕлхи илемлĕ, шухăшĕ вăйлă, содержанийĕ тарăн.

Галина Зотова /2022-04-01 14:29:21/: Тĕрĕс палăртать поэт: пурнан пурнăçра ăш сăмах кирлех! Ăш сăмах хавхалантарать, пурăнма вăй-хăват парать.

Пушăлăхра çуралмасть сăвă, чунран тухать. Сăвăç шухăшланă хамăрăн пурăнан пурнăç çинчен, чунне ĕçлеттернĕ. Хăйне те çитсех кайман-тăр çав ăшă сăмах. Кил-йышра мар, общество тенинче. Саманинче хăйĕнче. Анатолий Смолинăн мăшăрĕпе ывăлĕ пек хăйсен çывăх çыннишĕн тăрăшакан, унăн эткерне, ятне чыслăн упраса пурăнакан çыравçă çемйине тата хăшне асăнайăн? Людмила Валери-ановнăпа Евгений Анатольевич пуçарăвĕпех сăвăçăн тăван тăрăхĕнче çулсеренех «Анатолий Смолинăн вулавĕсем» иртеççĕ. Куславкка халăхĕ те, ертӳçисем те ырă, тава тивĕçлĕ те паллă ентешне хисеплеççĕ, чыслаççĕ. Унăн уявне районта ирттерекен пысăк уявсен шутне кĕртнĕ. Хальхи «Вулава» та район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Людков та, халăх депутачĕсен Пухăвĕн ертӳçи Владислав Шмелев та пынă. Лайăх сăмах каларĕç. Чăвашла. Сăвă вулакансене питĕ тимлĕн итлесе ларчĕç. Хăйсен çитĕнекен пулас паллă таланчĕсене асăрхарĕç пулĕ тетĕп. Ку паллах питĕ кăмăллă.

Ниепле те ерçеесси пулайманччĕ манăн ку «Вулавсене». Ăна кăçал тăххăрмĕш хут ирттерчĕç. Кашни çул районăн тĕрлĕ ялĕнче иртет вăл. Кăçал Пăрмасра пулчĕ. Ялти вĕр çĕнĕ те питĕ хитре, капмар клубра. Халăх йышлă пуçтарăннă. Смолин сăввисене вулакансен конкурсне тĕрлĕ шкултан, ялтан пуçтарăнаççĕ. Çамрăк талантсем çеç мар иккен, сумлă çултисен — хăйсен номинацийĕ. Тĕлĕнтĕм ачасен пултарулăхĕнчен. Сăвăсене питĕ ăнланса, çав тери маттур каларĕç, тепĕр чух артистсем кунашкал пултараяс çук пуль тесе лартăм. Ахăртнех, вĕсен йышĕнче ыранхи артистсем те, сăвăçсем те пулчĕç. Урăх пурнăç çулĕ суйласа илсен пултаруллă паллă ентеш сăвăçин хăйсем чунпа вуланă сăввисем вĕсен ăшĕнче литературăна хаклас, юратас туйăмсене яланлăхах хывса хăвараççех. Ку – чи хаклă пĕлтерĕш Анатолий Смолинăн сăввисен çак уявĕн.

Анатолий Семеновичшăн хамăн тепĕр савăнăç пирки уйрăммăн асăнса хăварасшăн. Вăл — ывăлĕ, Евгений. Чылайранпа курманччĕ ăна. Пĕчĕкрен пĕлеттĕм: пирĕн телевидение ача-пăча кăларăмне ертсе пыма хутшăнатчĕ. «Эревет» ансамбль концерчĕсенче те купăс каланине куркаланă. Халĕ ĕнтĕ сумланнă. Пӳ-сийĕпе, уттипе, сассипе, калаçăвĕ- манерĕпе каснă-лартнă ашшĕ. Уява пуçласа сăмах каларĕ вăл. Таса чăвашла. Вăл каланине туллинех илсе кăтартас килет: «Манăн сире питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет Анатолий Смолина чысланăшăн, манманшăн, ăна тата çӳллĕ шая çĕкленĕшĕн. Хăй вăхăтĕнче вырăссен паллă поэчĕ Евгений Евтушенко çавăн пек каланă: «Поэт в России больше чем поэт». Паллах вăл каласшăн ĕнтĕ поэтăн тивĕçĕ, пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк тесе. Поэт вăл халăх шухăшне уççăн калама пултаракан çын. Манăн шутăмпа, Анатолий Смолин хăй пурăннă чухне хăйĕн поэт тивĕçне пурнăçланă. Чăваш литературишĕн, чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунă. Конкурса хутшăнакан-сене питĕ пысăк ăнăçу сунас килет. Мана питĕ савăнтарать: конкурс çултан-çул аталанса, вăйланса пырать». <...>

Арсений ТАРАСОВ хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.