Хыпар

6 Пуш, 2014

«Чăн-чăн хÿхĕм шуçăм»

Наци библиотекинче «Мерчен» музыка тĕпелĕ ĕçлеме пуçланăранпа часах икĕ çул çитет. Ăна республикăри чи пысăк вулавăшăн тĕп библиотекарĕ - музыкăпа нота пайĕн ертÿçи В.Архипова пуçарса янă. Пĕлтĕртенпе ĕç-хĕле Раççей Федерацийĕн Композиторсен союзĕн членĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ С.Макарова ертсе пырать.

6 Пуш, 2014

Калайкассисем Юрий Федотова манмаççĕ

Муркаш районĕнче çынсене спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. Çавна май кашни эрнере тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме тăрăшаççĕ. «Пирĕн тăрăхра спорта аталантарма услови çителĕклех.

6 Пуш, 2014

Пире тăван кĕтсе... тăмасть

Тăвансемпе, çывăх çынсемпе туслă пулмалла тенипе кам тавлашĕ? Шел, тепĕр чухне тăван та - тăван мар, çывăх çын та - курайми тăшман вырăнĕнче. Район прокурорĕн кулленхи ĕçĕнче тĕл пулакан çакнашкал тĕслĕх юлашки вăхăтра нумайланнăн та туйăнать - ытла та çине-çинех: мĕн пайлатпăр, çывăх çынсене лăпкă та шăкăл-шăкăл пурăнмашкăн мĕн çитмест?

6 Пуш, 2014

Вăрă вертолета куç хывнă

Вертолечĕ, чăн та, пассажирсене илсе çÿрекенни мар - пĕчĕкскер, радиохумсемпе ĕçлекенни. Анчах хакĕ пур - 60 пин тенкĕлĕх. Ăна Шупашкарти Ленин комсомолĕн урамĕнчи пĕр гаражран вăрласа кайнă. Шар курнă çын хаклă çак теттене маларах хăйĕн пĕлĕшне кăтартнине каярахпа тин аса илнĕ...

5 Пуш, 2014

Чун тени чул муклашки мар

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ял тăрăхĕнче пултăмăр. Кĕçĕн Тÿмерле ялĕн урамĕнче кашкăр пек йытăсене асăрхарăмăр та шикленнипе: «Шăлаварсăр хăвараççĕ, - терĕмĕр. - Ăçта пытанас?»

Юрать-ха, Римма Лукина ветеран пÿртĕнчен хăвăрт чупса тухса картишне кĕртрĕ. Йытăсем малалла вĕçтерчĕç. «Заря» ЯХПК çурчĕн алăкне уçрăмăр кăна - пирĕн çине пăру çÿллĕш йытă харлатса сикрĕ. Алăка вăхăтра хупса ĕлкĕртĕмĕр, Пушкăрт ял администрацийĕн çуртне кĕрсе тартăмăр.

Pages