Хыпар

20 Нарăс, 2014

Дактилоскопи тума

Федерацин миграци службин республикăри управленийĕн Шупашкарти Калинин районĕнчи пайĕ граждансене хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацине тума чĕнет.

Ытлари кунпа кĕçнерни кун - 13-18, юн кунпа эрне кун - 9-15, шăмат кун 8-14 сехетсенче йышăнаççĕ. Тăхтав вăхăчĕ - 12-рен пуçласа 17 сехетчен. 8/352/ 63-03-82, 63-22-75 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

19 Нарăс, 2014

Чăваш Ен парăмлисен шутĕнче мар

Ĕнер Раççей транспорт министрĕ Максим Соколов селектор видеоканашлăвĕ ирттерчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский тата Конкуренципе тарифсен политикин патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хутшăнчĕç.

19 Нарăс, 2014

Кун хыççăн кун. Нарăс, 19.

Поэта асра тытса

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Наци библиотекинче çулленех Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин Асăну кунĕсем иртеççĕ. Кăçалхине Геннадий Николаевич çуралнăранпа 80 çул çитнине /1934-2006/ халалланă.

Мероприятисен ярăмĕнче - «Геннадий Айхин литература картти» курав. Ăна сайра тĕл пулакан фондăн «Айгиниана» коллекцийĕн материалĕсенчен хатĕрленĕ.

Pages