Кил-çурт, хушма хуçалăх

21 Çу, 2015

Хĕвел евĕрлĕ хăлха çакки курaкĕ

Çуркунне çак пĕчĕк хĕвел евĕрлĕ чăмаккасене пур çĕрте те курма пулать: улăх-çаранта, вăрманта, хулара, çулсен çумĕпе, юханшыв хĕрринче тата харпăр хăй пахчинче. Вĕсене хăнăхса çитнĕ эпир, çавăнпа хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ илемне асăрхамастпăр та. Çитменнине тата ăна ниме юрăхсăр çумкурăк вырăнне хуратпăр, ăçта куратпăр, çавăнта кăкласа ывăтатпăр. Тĕнчере çак чечеке тивĕçлипе хисеплеççĕ. Голландире, Японире, Францире, Индире хăлха çакки курăкĕ пахчи-пахчипе, ăна ятарласа ĕрчетеççĕ. Çак ÿсен-тăран пысăк усă кÿнине унта лайăх пĕлеççĕ.

21 Çу, 2015

Вăрăмтуна тапăнасран

Çуллахи ăшă та тулăх кунсем, ÿсен-тăранăн çĕр-çĕр ырă шăршипе тулнă тавралăх - кам сивлетĕр ăна? Çак илемлĕ те канăçсăр кунсенче вăрăмтуна сĕрлени пуринчен те хытă тарăхтараканни пулĕ. Вырăссен аслă поэчĕ А.Пушкин та «Кĕркунне» сăввинче çавна асăнмасăр хăварман, çыртнă вырăн хытă кĕçĕтсе канăçсăрлантарнă ахăртнех.

14 Çу, 2015

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 19-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ.

Шупашкарти тĕп пасарти хаксемпе паллашма пулать хаçатн пĕрремĕш страницинче.

Çĕрулмине çулла лартни паха вăрлăхтума май парать.

Халăх меслечĕпе улма-çырла йывăçĕсене лайăх хÿтĕлеме май парать.

2-страницăра пахча тематикипе йĕркеленĕ. Редиска лайăх ÿстĕр тесен мĕн пĕлмелле.

Çĕмĕрт çеçки хитре çеç мар, сиплĕ те.

Шăнкăрч - хитре юрлакан кайăк. Унăн усси тата сиенĕ пирки пĕлетпĕр-и.

Тĕпел кукринче хамăра килĕшекен апатхатĕрлеме вăхăт тупмаллах.

14 Çу, 2015

Çĕрулми сортне лайaхлатма

Чăваш Республики çĕрулми туса илессипе Раççейри чи ăнăçлă регионсенчен пĕри. Ялта пурăнаканăн кашнин хуçалăхĕнчех хĕл каçмалăх çĕрулми лартса тăваççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр” тесе хисеплет ăна халăх. Пĕр-икĕ кун çĕрулми çимесессĕнех темĕн çитмен пек туйăнать.

14 Çу, 2015

Йывaç-тĕм чирлемĕ

"Эпĕ "Кил-çурт, хушма хуçалăх” хаçата тахçантанпах çырăнатăп, юратса вулатăп. Унта пурнăçра, хуçалăхра кирлине вуласа пĕлме пулать. Эпĕ те хам ĕçĕмпе паллаштарасшăн. Тен, кама та пулин пулăшĕ. Иртнĕ çул пахчари мĕнпур йывăç-тĕме чечек папкисем тухиччен çакăн пек хутăшпа сирпĕтрĕм.

Pages