Тантăш 15 (4936) № 24.04.2025

24 Ака, 2025

Аякри тăвансем патĕнче хăнара

Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинче хальхи вăхăтра 300 пине яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 7 пин ытларахăшĕ — чăваш. Пĕтĕмĕшле илсен, нумаях та мар пек. Анчах та хăйсем чăн-чăн чăваш пулнине кăтартма, регионта культурăна, авалхи йăла-йĕркене, чĕлхене аталантарас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерме, чăвашлăха пур çĕрте те сарма пултарни юлашки вăхăтра яр уççăн курăнать. Кунта тахçанах «Сарпи» патшалăх ансамблĕ йĕркеленнĕ. Ĕпхӳри наукăпа технологи университечĕн Стерлитамакри филиалĕнче тутар тата чăваш филологийĕсен кафедри пур. Чылай çул ĕнтĕ кунта чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене хатĕрлеççĕ. Хулара тахçантанпах чăваш наци-культура автономийĕн правленийĕ ĕçлет.

АВАЛХИ ПИР КĔПЕСЕМПЕ

«Ачалăх тĕнчи»… Çакăн пек ятпа Пушкăртстанри Çтерлĕ (Стерлитамак) хулинче акан 17-мĕшĕнче кĕрлесе те шавласа, питĕ çӳллĕ шайра фестиваль-конкурс иртрĕ. Çĕр-çĕр ача çитнĕччĕ уява, вĕсемпе пĕрле воспитательсем, ашшĕамăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ… Пурте-пурте чăваш наци тумĕпе, чăнкăр-чăнкăр тенкĕллĕ тухья-хушпупа, тевет-масмакпа… Арчара çĕре яхăн çул выртакан авалхи пир кĕпесене те туртса кăларса тăхăннă уяв хăнисем. Фестивале кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата ятарлă çар операцийĕнчи салтаксемпе вĕсен çемйисене халалланă. Программăна çемье викторинине, «Салтак – хӳтĕлевçĕ» ӳкерчĕксен, «У войны не женское лицо» чăвашла видеороликсен тата илемлĕ сăмах, наци тумĕн конкурсĕсене кĕртнĕ. «Манăн паян чун савăнать. Зал тулли — чăваш чунĕллĕ, капăр чăваш тумĕллĕ шăпăрлансем. Çакăн чухлĕ ача пухăнасси, фестивале йышлăн хутшăнма мехел çитересси пирки шухăшламан та эпир. Иккĕленмесĕрех калас килет, чăннипех те, эпир пулнă, пур, пулатпăр. Кунта паян пĕри те ахаль çеç, ячĕшĕн мар, тăван чĕлхене юратакансем пухăнни палăрать. Çтерлĕ хулинче чăваш чĕлхи, культури, ӳнерĕ ĕмĕрĕмĕр пурăнасси куçкĕрет. Мăн асаттемĕрсен çепĕç те янăравлă чĕлхи яланах янăратăр тата тивĕçлĕн аталантăр тесен хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçлар. Ламран лама пытăрччĕ вăл», — çапла чĕнсе каларĕ пĕчĕк конкурсантсемпе ача сачĕсен воспитателĕсене фестиваль-конкурс йĕркелӳçи, жюри пайташĕн председателĕ, Çтерлĕ хулинчи Чăваш наци-культура автономи правленийĕн председателĕ Оксана Федорова.

КАШНИ КУНАХ ÇĔНĔ ЧĂВАШ СĂМАХĔ ВĔРЕНЕТ

Уява килнĕ Любовь Кудрявцева медсестра хăйĕн 5 çулти хĕрĕпе Александр Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвва чуна тыткăнламалла вуларĕç. «Эпĕ питĕ чăваш поэзине кăмăллатăп. Ачаранах сăвă вулакансен конкурсĕсене хутшăнаттăм. Хĕр пĕрчи те хам пекех. Йăлайĕркене çемьепе пĕрле упрамалла. Эпир мăшăрпа пĕр ялтан. Манăн хуняма «Палан» ансамблĕн ертӳçиччĕ, ача чухне ун патне ташлама çӳреттĕм. Аттепе анне питĕ юрра-ташша ăста, хĕрĕм вĕсенчен ырă тĕслĕх илет. Аслă ывăлăм чăвашла лайăх ăнланать. «Ачалăх тĕнчи» конкурса хатĕрленнĕ вăхăтра хĕрĕм те тăван чĕлхене ăша хывма пуçларĕ. Халь вăл урамра çынсене курсан вырăсла мар, пирĕн енчи пек чăвашла: «Аван-и?» — тесе сывлăх сунать. Кашни кунах çĕнĕ чăваш сăмахĕ вĕренме тăрăшать», — каласа кăтартрĕ амăшĕ. Тăватă çулти Роман Хасанов сцена çине амăшĕпе пĕрле купăспа тухрĕ. «Манăн асатте купăс лайăх каланă. Ялта ун пекки тек пулман та пуль. Романа халĕ манăн атте купăс калама вĕрентет», — терĕ амăшĕ. Çакăн пек фестиваль-конкурссене çемьепе хутшăнса ачасене ырă тĕслĕх кăтартатпăр, чăвашлăха малти вырăна хума, хаклама, аваллăха упрама хăнăхтаратпăр. Килте эпĕ чăвашла кăна калаçатăп. Роман ывăлăм мана ăнланать, акă часах вăл та пирĕнпе тăван чĕлхепе хутшăнма тытăнĕ», — терĕ Марина Хасанова. Нумай жанрлă фестивальконкурс темиçе номинацирен тăчĕ. Чăвашла хитрен юрларĕç, ташларĕç, Пушкăрт çĕрĕнчи паллă поэтсен сăввисене шăрантарчĕç, чăваш çи-пуçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Дефилене чи пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнчĕç. Сцена çине кукашшĕкукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ тата ачисем пуçтарăнса тухнине курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Пурте-пурте чăваш тумĕпе! Çакна асăрхаттарса хăварас килет: фестивале ял ачисем мар, хулара пурăнакан шăпăрлансем кăна хутшăнчĕç. Илемлĕ чăваш юрри-кĕвви темиçе сехете яхăн урамранах янăраса тăчĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.