Тантăш 28 (4949) № 07.08.2025

7 Çурла, 2025

«Чăваш Ен ахах-мерченĕ» фестиваль çĕнтерÿçисем

Пултарулăх çыннисем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ: чун туйăмĕн ирĕклĕхĕпе, вĕçевĕпе, шалти вăй-хăвачĕпе… Шупашкар округĕнчи ача-пăча пултарулăх центрĕн Ишлей шкулĕнчи хушма пĕлӳ паракан педагог Елена Федотова ташă ăсти хăйĕн чĕрĕлĕхĕпе, пултарулăхĕпе ыттисене те çунатлантарса, хавхалантарса яма пултарать. Акă 27 çул ĕнтĕ шкулти «Светлячок» ансамбле ертсе пыраканскер çĕр-çĕр ачана илемлĕ ташлама, тĕрлĕ хускану вăрттăнлăхĕсене вĕрентет вăл. Хăй мĕн пултарнине пĕтĕмпех ачасене парать, тĕрлĕ хулари тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсене хутшăнма, малти вырăнсем çĕнсе илме пулăшать.

Кÿршисене те юрласа-ташласа савăнтарнă

Еленăн пĕчĕккĕллех питĕ ташлас килнĕ. Çав туртăм ăна ялти культура çуртне çӳреме хистенĕ. Вăл кӳршисене те час-часах юрă-ташăпа савăнтарнă. Тăванĕсенчен кам та пулин хăнана килет — концерт лартнă. Яла артистсем çитсен вĕсен хусканăвĕсене астуса юлма тăрăшнă, кайран килте тĕкĕр умĕнче ташласа пăхнă. Çурхи ĕçсем вĕçленсен ирттерекен Акатуйран нихăçан та юлман Елена. Ял халăхне сцена çинче юрласа-ташласа савăнтарнă. «Пархикасси культура çуртĕнче пире Светлана Юркова вĕрентетчĕ. Вăл питĕ тӳрĕ, хитре утатчĕ. Пирĕн те ун пек пулас килетчĕ. Çакă та хистерĕ пуль хореограф профессине суйласа илме. Шкул саккинчен уйрăлсан Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн коллективне ташлама çӳреме тытăнтăм, Шупашкарти культура училищин хореографи уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Кунта пĕлӳ илнĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнас килчĕ. Ишлейри культура çуртĕнче «Рябинушка» ансамбль йĕркелесе ятăм. Кăштахран «халăх ташă ушкăнĕ» ята тивĕçрĕмĕр. Питĕ хавхалантарчĕ çакă. Ишлейри шкул директорĕ Лариса Филлипс ачасемпе ĕçлеме чĕнсен пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Акă 27 çул ĕнтĕ эпĕ «Светлячок» ансамблĕн ертӳçи», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Елена Петровна. Мускавпа Питĕрте те, Сочире те палăрнă «Светлячок» ансамбле паян çĕр-çĕр ача ташлама çӳрет. Ӳсĕмĕ — пĕрремĕш класран пуçласа вун пĕрмĕшсем таранах. Пĕр ушкăнра кăна — 20-шер вĕренекен. Репертуар питĕ пуян: чăваш, вырăс, тутар, чикан, узбек, казак ташшисем. Ăçта кăна тухса çӳремеççĕ-ши, ăçта кăна çĕнтермеççĕ-ши ачасем!? Мускавра та, Питĕрте те, Сочире те хăйсен ташшисемпе савăнтарнă, малти вырăнсене тивĕçнĕ. Кăçал та ав республикăри «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестивальте вăтам ушкăнрисемпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Утă уйăхĕнче Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнчи «Уява» çитсе килнĕ. «Хамăн та пĕр вырăнта ларма юрамасть. Кăçал республикăра хореографсен хушшинче иртнĕ конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрăм. Нумаях пулмасть Хусанта иртнĕ конференцие хутшăнтăмăр. Мускавран, Питĕртен килнĕ хореографсем питĕ усăллă та интереслĕ ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Çакăн хыççăн ансамбле татах та çĕнĕлĕх кĕртес шухăш пур. Пирĕн ашшĕ-амăшĕн комитечĕн тӳпи пысăк. Пур енĕпе те пулăшса пыраççĕ, сцена çине тухма илемлĕ тум çĕлеттереççĕ. Тĕрлĕ региона каймалла чухне те пулăшаççĕ. Çакă вăй парать, савăнтарать, малалла пысăк утăмсем тума хистет... Паян «Светлячока» хам вĕрентсе кăларнă ачасен ачисем çӳреççĕ», — хавхаланса калаçрĕ Елена Петровна. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Чăн-чăн геройсем юнашарах

Андриян Николаев ячĕллĕ Шупашкарти 10-мĕш шкулти 10-мĕш класс вĕренекенĕсем кăçалхи ака уйăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă тинĕс авиацийĕн летчикĕпе, «Союз добровольцев Донбасса» ертӳçин заместителĕпе Виталий Емельянов майорпа тĕл пулнă. Паттăрлăх урокне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене тата Шупашкар хули çĕнтерĕве пысăк тӳпе хывнине халалланă.

Виталий Иванович ачасене пирĕн салтаксем тăшмансемпе епле кĕрешнине, йывăр самантра пĕр-пĕрне мĕнле пулăшу кӳнине, пĕрле çапăçнă тусĕсене аса илсе вĕсем пирки каласа кăтартнă. Шкул ачисем тинĕс авиацийĕн летчикĕн наградисемпе интересленнĕ, тӳрех унăн çарти ăсталăхне асăрханă. Тĕлпулу питĕ хумханмалла, чĕрĕ, асра юлмалла иртнĕ. Паттăрлăх урокĕ Тăван çĕршыва тата та вăйлăрах юратма, унпа мăнаçланма хистет ачасене. Чăн-чăн геройсем юнашарах пурăнаççĕ çав. «Çакнашкал тĕлпулусем çамрăк ăрăва патриотлăх тата паттăрлăх пĕлтерĕшĕсене лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ, Тăван çĕршыва пĕчĕкрен тĕрев пама хӳтĕлеме хистеççĕ. Паттăрлăх вăл — палăртнă тĕллевсем патне çитме пĕлни, хамăр ума лартнă ыйтусене татса пама тăрăшни те. Ăс-хакăл енчен пуян, пысăк тавра курăмлă çын яланах çитĕнӳсем патне ăнтăлать. Хăюллă пулас тесен ура çинче ялан çирĕп тăмалла. Аталанăр, малалла ăнтăлăр пĕрмай», — тенĕ Виталий Иванович. Вут-çулăмран чĕрĕ тухмашкăн ĕненӳ те пулăшнине палăртнă салтак. Вăл каласа кăтартнисене шкул ачисем куç илмесĕр тимлĕн итленĕ. Тĕлпулу вĕçĕнче майор çамрăксене яланах Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулма, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартма, кашни кунах ырă ĕç тума чĕнсе каланă. Салтака тăтăшах тĕрлĕ шкула тĕлпулăва чĕнеççĕ. Виталий Иванович вĕсене яланах чун ыйтнипе, кăмăлтан ирттерет. — Çуркунне шкула килсе пире ырă тĕслĕх кăтартса, хавхалантарса хăварчĕ Виталий Иванович. Çапăçу вăхăтĕнчи самантсене интересленсех итлерĕмĕр. Паттăрлăх урокĕсем яланах асра юлмалла иртеççĕ. Пиччесем тăшмана хăвăртрах тĕп туса тăван тăрăха таса та сывă таврăнасса кĕтетпĕр», — терĕç Шупашкарти 10-мĕш шкулти халĕ 11-мĕш класа куçма ĕлкĕрнĕ вĕренекенсем. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Олег Газмановăн юррипе савăнтарнă

Шкул ачисене, уйрăмах кĕçĕн ӳсĕмрисене, патриот воспитанийĕ парасси — пĕрремĕш вы- рăнта. Тăван çĕршыва юратма, истори еткерлĕхне тата культурăна хисеплеме вĕрентесси — апла çĕршыв аталанăвĕшĕн тӳпе хывма хатĕр чăн-чăн гражданина хатĕрлени ку.

Патăрьелти 1-мĕш шкулти виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем ака уйăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă медицина службин подразделенийĕн командирĕпе Алексей Сорокинпа тĕл пулнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене тата Шупашкар хули çĕнтерĕве пысăк тӳпе хывнине халалланă. Алексей Иванович хăйĕн службăри çăмăл мар пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă, ачасем ыйту хыççăн ыйту панă, «вĕри точкăри» пурнăçĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ. Çакăн пек калаçу формачĕ ятарлă çар операцийĕнчи пурнăçа тата та лайăхрах ăнланма, Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен паттăрлăхне хаклама пулăшать. Ачасен кашни ыйтăвне туллин хуравланă Алексей Иванович. Çар операцине хутшăннă Алексей Сорокинăн, чăннипех те, аса илмелли, каласа кăтартмалли нумай. Шкул ачисем Алексей Иванович валли парне хатĕрленĕ. Вĕсем ăна Олег Газмановăн «Вперед, Россия!» юррипе савăнтарнă. Ачасемпе сыв пуллашиччен вăл лайăх вĕренме суннă, пĕр чăмăрта пулмалли хаклăхсене манмалла марри пирки каланă. Патриотлăх — Тăван çĕршывпа мăнаçланни кăна мар, ырă ĕçсем туса пулăшса пыни те. «Спортпа туслă пулмалла тата, паллах, лайăх вĕренмелле. Чунпа çирĕп пулса ниме пăхмасăр çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртме, юратнă профессие суйлама тăрăшăр. Йывăрлăха парăнтарас тесен яланах питĕ тăрăшса ĕçлемелле. Кирлĕ самантра туххăмрах тĕрĕс йышăну тума пĕлни, харпăр хăйне, тăванĕсене, çывăх çыннисене, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме пĕлни, яваплăха туйса мĕн пур вăйран ĕçлени те паха», — çапла каланă ачасене Алексей Иванович. Паттăр ентешĕпе иртнĕ урок яланлăхах ачасен асĕнче юлĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.