Тантăш № 14 (4733) 15.04.2021

15 Ака, 2021

Команда ячĕ çĕнтерме пулăшнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1418 куна тăсăлнă. Çĕршыв историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене халалласа Раççейре шкул командисен хушшинче онлайн мелпе «1418» ăс-хакăлпа истори вăййисем иртрĕç. Чăваш Енре кăна унта 200 ытла ушкăн хутшăнчĕ, пĕтĕм Раççейĕпе вара — 1600 ытла. Канаш хулинчи 8-мĕш шкулта ăс пухакансен «21-мĕш регион» команди федерацин Атăлçи тăрăхĕнче çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Çĕршыв историне лайăх пĕлекенсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа тĕл пулчĕç, çитĕнӳ пирки каласа пачĕç.

Шкул историйĕ курăмлă

Канаш хулинчи 8-мĕш шкулăн историйĕ хăйне евĕрлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче унта барак евĕр çурт кăна пулнă. Вăрçă пуçланас умĕн çĕнĕ шкул хăпартнă. 1941 çулта пĕлӳ çуртĕнчен 22 ача вĕренсе тухнă. Шкул пĕтернĕ яшсем пурте салтак атти тăхăннă, вĕрентекенĕпе пĕрле тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Хăшĕ-пĕри çывăх çыннисене урăх тĕл пулайман та. Шкул çуртĕнчен эвакогоспиталь йĕркеленĕ, аманнă салтаксене сипленĕ. Пурĕ 16 пин çын сывалса тухнă унтан, çĕре кĕрекенсем те пулнă.

Пĕлӳ çуртĕнче ачасене патриотизм воспитанийĕ парас, çĕршыв историне тарăн вĕрентес ĕçе тимлеççĕ. Кунта кашни кĕтес Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине аса илтерет: эвакогоспитале халалланă мемориал хăма та, хаяр çапăçусенчен таврăнайман ентешсене халаллани те. Йăлана кĕнĕ тăрăх, пур мероприятие те кунта шкул картишĕнче, 1941 çулта хаяр вăрçа тухса кайнă çамрăксем лартса хăварнă хурăнсем ӳсекен вырăнта ирттерме хăнăхнă. Пĕлӳ кунĕнче те, Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче те вĕренекенсем паттăр ентешĕсене пĕр минут шăп тăрса аса илеççĕ.

— Ку вăййа пăхса тухрăм, вăл «Çĕнтерӳ диктантĕнчен» кăткăсрах. Эпĕ те, ятарласа истори пĕлĕвне илнĕ çын, 1-2 ыйту çинче чарăнса тăтăм. Эсир маттурсем, пĕр-пĕринпе канашласа, тачă çыхăнса ĕçлеме пĕлниех сире чи лайăххи пулма пулăшрĕ, — терĕ Андрей Александров пур шкул ачине те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне лайăхрах тĕпчеме сĕннĕ май. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Юная художница поедет в «Сириус»

Ученица Чебоксарской детской художественной школы №6 имени Акцыновых Анастасия Рахмина прошла конкурсный отбор на участие в программе «Основы многослойной акварельной живописи» образовательного центра «Сириус». К слову, центр был создан по инициативе Президента России В.В. Путина. Ежемесячно отбирают 800 детей со всех регионов России, которые проявляют себя в областях естественнонаучных дисциплин, искусства и спорта.

По итогам ежегодного конкурсного отбора к участию в майской образовательной программе в направлении «Изобразительное искусство» было приглашено 40 участников возраста 12 -17 лет. Настя, к примеру, представила 5 творческих работ для конкурсной экспертной комиссии.

Анастасия активный участник и дипломант различных конкурсов. За годы учебы в художественной школе она неоднократно становилась лауреатом городских, региональных и всероссийских конкурсов. В ее копилке – дипломы Межрегионального конкурса «Академический натюрморт», городского конкурса детского рисунка, посвященного памяти педагога-художника Н.В. Аксенова, Всероссийского конкурса детского рисунка «Леонардо», Межрегионального конкурса «Акварельная живопись», республиканского конкурса детского рисунка «Права человека – глазами ребенка», приуроченного ко Дню Конституции, а также городского конкурса рисунков «Открытка Победы». <...>

Подготовила Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Рыли окопы

Хочу рассказать о своих прабабушках Анне Семеновой и Марии Васильевой. Они родились в 1926 году в деревне Шихабыло Урмарского района. Родители работали в колхозе и с малых лет приучали детей к труду. Когда началась война, девочкам было всего по 15 лет.

По воспоминаниям ветеранов осень 1941 года была дождливой, стояла непролазная грязь. Затем ударили морозы. В ноябре 1941 года Анну Ивановну и Марию Васильевну вместе с матерью послали на строительство участка Казанского оборонительного рубежа, который проходил на территории Урмарского района.

Прабабушки в течение трех месяцев работали с шести утра до шести вечера. Они рыли окопы. Лопата и лом стали их главным орудием труда. Слой промерзшей земли доходил до полутора метров. Морозы достигали 45 градусов! Люди, чтобы защититься от лютого холода, одевались в самую теплую одежду. Во время перерывов грелись у костров, пекли картошку, пили чай, а вечером возвращались домой. В обратный путь выходили затемно, часто мела метель, поэтому, чтобы не потеряться, шли друг за другом. Придя домой, измученные, мокрые и голодные, в первую очередь в печурке сушили одежду, вязаные носки и валенки. <...>

Яна ХОДЯШЕВА, 3-й класс. Чебоксары, 59-я школа.

♦   ♦   ♦


Вулавăшра

Уроксем вĕçленнĕ хыççăн Татьяна Васильева класс ертӳçи пире ялти вулавăша экскурсие илсе кайрĕ. Светлана Ананьева библиотекарь ăшшăн кĕтсе илчĕ, пысăк çавра сĕтел тавра вырнаçтарчĕ. Вулавăшра хăтлă, илемлĕ. Малти пайĕнче вулакансем хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашма, компьютерпа усă курса интернетран кирлĕ информаци илме пултараççĕ. Пӳлĕм икĕ енĕпе кĕнекесен пуян сентрисем вырнаçнă: «Савнă Чăваш Ен», «Сире валли, ачасем, чăвашла кĕнекесем», «Çын ĕçпе илемлĕ», «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа — 80 çул» тата ытти те. Юнашар пӳлĕмре — 5 пин ытла кĕнеке. Вĕсене пĕтĕмпех алфавит йĕркипе тата пайсем тăрăх вырнаçтарнă. Шкул ачисен илемлĕ литературине уйрăммăн хунă, кашниех хăйне кирлине суйласа илме пултарать.

Пӳлĕмĕн пĕр енче — тавра пĕлӳ кĕтесĕ. Унта пирĕн асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн кулленхи пур нăçра усă курнă хатĕр-хĕтĕрĕ: пир-авăр, тумтир. Эпир вĕсемпе кăсăклансах паллашрăмăр.

Светлана Клементьевна пирĕнпе «Çунатлă туссен тĕнчинче» викторина вăйă ирттерчĕ. Пĕр-пĕринпе тупăшсах ыйтусене хуравларăмăр, презентаци пăхрăмăр, кроссворд шутларăмăр, кайăксем çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. <...>

Кристина АЛЕКСАНДРОВА. Канаш районĕ, Катек шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Вăрçă ачи

Манăн асатте, Илья Самаков, вăрçă нушине нумай курнă. Унăн ашшĕ, Алексей Семенович, ял çыннисемпе пĕрле фронта тухса кайнă. 7 çулти арçын ача амăшĕнчен юлмасăр хирти ĕçсене пурнăçлама кулленех уя тухнă. Шел те, 1943 çулта Алексей Самаков Беларуç çĕрĕ çинче паттăррăн çапăçса пуç хунă.

Ашшĕсĕр юлнă 9 çулти арçын ача «Ворошилов» колхозра ĕçлеме тытăннă. Вăкăр кӳлсе Карапай Шăмăршăран колхоз валли хăма, тырă çитĕнсен кĕлте турттарнă. Ку выльăха итлеттерме çăмăл пулман. Вырма пуçлансан йĕтем çинчен кунĕпе те таврăнман. Никама та çăмăл пулман ун чухне. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшне пурте савăнса кĕтсе илнĕ. Анчах вăрçă хыççăн ялта ĕç тата та нумайланнă. 14 çулти арçын ача Аслă Пăла юхан шывĕ çинче ГЭС тунă çĕрте тăрăшнă. Ун валли ытти ĕçлекенпе пĕрле Шăмалак вăрманĕнчен лашапа хăйăр, Тутарстанри Тăмпиел çырминчен чул, Пăваран цемент турттарнă. Улатăр районĕнче вăрман та каснă вăл. <...>

Сима САМАКОВА. Елчĕк районĕ, Кушкă шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.