Тантăш

9 Утă, 2015

«Ачусене вилĕмрен çăлнăшăн пысăк тав!»

Ленинград блокадине асаилни. Л.И.Загоровская

«1941 çул. Шăрăх та илемлĕ çулла. Эпир, ачасем, симĕс курăк тăрăх çарран чупатпăр. Тин çуса кайнă çумăра пăхмасăр йĕпе хăйăр тăрăх, шывра та качака путеккисем пек сиккелетпĕр. Çурт çывăхĕн-че хырсемпе хурăнсем ешереççĕ. Вĕсен тураттисене тытас тесе те тăрмашатпăр. Картишĕнчи ача-пăча питĕ хаваслă.

Сасартăк аслисем çуйхашма, кăшкăрашма пуçларĕç. «Вăрçă тухнă!» - тенине пĕрре мар илтрĕмĕр. Анчах эпир, «вăрçă» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланайманскерсем, çаплипех тринкки-транкки сикрĕмĕр.

2 Утă, 2015

Иртрĕ хĕрÿ вăйă, çуталчĕ питре кулă

Кăçал çамрăк çарçăсен республика финалĕ июнĕн 25-29-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕн уçланкинче иртнĕ. Çак ăмăрту вăл - пĕр вăхăтрах вăйă та, пĕлÿ те, пиçĕхлĕхе тĕрĕслекен кĕрешÿ те.

2 Утă, 2015

Çамрăк ентешĕмĕрĕн пурнăçне тăшман пульли татнă

Кăçал, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитрĕ. Ытла та йывăр килнĕ вăл. Миçе пин çынна асап кÿмен-ши, выçăпа нушалантарман-ши, миçе çемьене, ачана тăлăха тăратса хăварман-ши, миçе пин çамрăка вăхăтсăр çĕре кĕртмен-ши хăрушă вăрçă? Анчах мирлĕ пурнăçра та пирĕнтен çамрăк- лах уйрăлса каякансем чылай. Афганистан, Чечня... Ку сăмахсене илтсен чĕре ыратса каять, пырта тем капланса килет, куççуль тухать.

Хĕлле эпир Чечен Республикинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешĕмĕр, Владимир Анатольевич Антонов ячĕпе, асăну кунне ирттертĕмĕр.

Pages