Спорт вăййисем

22 Нарăс, 2017

Хĕл вĕçĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ

Нарăс уйăхĕ ыттисенчен 2-3 кун кĕскерех пулин те кăçал вăл республикăри спорт аталанăвĕн историне ăмăртусенчен пуян пулнипе, чи вăйлă та çамрăк атлетсем çĕршыври тата Европăри турнирсем­пе чемпионатсенче пысăк çитĕ­нÿсем тунипе кĕрсе юлĕ.

15 Çĕртме, 2016

Пĕр аллинче - карттă, тепринче - компас

Спорт ориентировки — хăйнеевĕрлĕ спорт. Унпа кăсăкланаканăн тренировкăра ăсталăха туптама та вăхăт тупмалла, ăмăртусене хутшăнма та ĕлкĕрмелле, ятарлă карттăсем тума та ăста пулмалла, çав вăхăтрах хăй мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентмелле.

2 Утă, 2015

Иртрĕ хĕрÿ вăйă, çуталчĕ питре кулă

Кăçал çамрăк çарçăсен республика финалĕ июнĕн 25-29-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕн уçланкинче иртнĕ. Çак ăмăрту вăл - пĕр вăхăтрах вăйă та, пĕлÿ те, пиçĕхлĕхе тĕрĕслекен кĕрешÿ те.