Тантăш

18 Авăн, 2014

Валя Зенкина – пĕчĕк санитарка

Валентина Ивановна Зенкина Брест крепоçне хÿтĕленĕ çĕре хастар хутшăннă, фашист тыткăнне те çакланнă. Тыткăнран пур пĕрех тарнă вăл, партизан отрядне кĕрсе фашистсене хирĕç çапăçнă. Вăрçăран чĕрĕ-сывă çăлăнса юлнă. Çапăçусен вăхăтĕнче вара çак пĕчĕк те черченкĕ хĕр ача аслисене хăюлăхĕпе тата паттăрлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çавăншăнах ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Вăрçă

11 Авăн, 2014

«Тантăш» 37 (4399) №, авăн 11

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш ятне уçлăха çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Тĕплĕнрех – 3-мĕш страницăра.

«Пĕррехинче» рубрикăра Луиза Васильевăн калавĕсене пичетлерĕмĕр.

11 Авăн, 2014

Ырă кăмăллăхне вăл йывăçсенчен, ÿсен-тăранран илнĕ

Юмахри пек сарă кун тăрать. Çакна май Кольăн чун-чĕрине çутă-çутă хаваслă туйăм хăпартлантарать. Вăл автобус чарăнăвĕ енчен васкамасăр килĕ еннелле утрĕ. Хитре вăхăт, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хавхалантарса та çĕклентерсе, ырă тĕлĕке аса илтерчĕ ăна. Хулари тĕтĕмлĕ, тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнта – тăван кĕтеспе – утма мĕн тери аван! «Уйрăмах тата тăван ялта, тăван килте кĕтекен анне пулсан», – терĕ вăл хăй ăсĕнче.

11 Авăн, 2014

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа – 85 çул!

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Виççĕмĕш космонавта, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне асăнса шкулсенче уçă уроксем иртрĕç, класс сехечĕсем тата ытти кăсăклă мероприяти пулчĕ.

11 Авăн, 2014

Кил илемĕ – килĕшÿ

«Çурта лартнипе çурт лартаймăн», – тенĕ ĕлĕкех хисеплĕ шур сухалсем. Чăнах та, çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл ĕç шутланман. Хăтлă та илемлĕ пÿрт хуçи пуличчен самаях тар тăкмалла. Юрать-ха, халăхра пĕр-пĕр-не пулăшас йăла пур. Унсăрăн тата та тертлĕ килмелле. Телее, хăш-пĕр тăрăхра ниме йĕркине халĕ те пăрахăçламан. Ку, паллах, савăнтарать. Ырă тĕслĕхе ыттисем те тĕпе хурсассăн, паха йăлана каялла тавăрсассăн тем пекех аванччĕ... Хавхаланса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене парăнтарма, тăрăшуллăрах пулма хистет-çке-ха. Кил илемĕ – килĕшÿ.

Pages