«Капкăн» журналăн кăçалхи 8-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкана Александр Плехановăн «Ял хуçалăхĕн çыравĕ пуçланнă терĕç» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра капкăнçă курни-илтнинчен йĕркеленĕ кулăш ярăмĕ пур. Виççĕмĕш, вун иккĕмĕш, вун виççĕмĕш страницăсенче ял хуçалăх çыравĕ пирки хатĕрленĕ материалсем.
"Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Пулать вĕт", "Пултаракансемпе култаракансем" тата ытти рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кунта Лидия Саринен икĕ калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.






Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Ĕнесен пысăк пайне уйрăм хушма хуçалăхсенче кăна тытаççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене шанса ларнипе сĕт-турăх сĕтел çине килмесен те пултарать. Çавăнпа та уйрăм хушма хуçалăхсене ĕне выльăх ĕрчетме майсем туса памаллах-тăр. Анчах паянхи куна кунашкал пулăшу тÿнтерле пулса пынăн туйăнать. Сĕт-çу завочĕсем сĕте йÿнĕпе туяннăран. Тупăш илеймесен ĕне тытса нушаланнинче мĕн усă?






