Кăçал ырри нумайрах пултăр

18 Кăрлач, 2019

Йытă çулĕ ял-йыша кулянтарса хăварчĕ. Регион операторĕ — «МВК «Экоцентр» ООО — полигона коммуналлă хытă каяш турттаратăп тесе тăватă уйăхшăн кашни çемьене тăватă квитанци çитерчĕ.

Юпа-кăрлач уйăхĕсенче автомашинăпа ялтан пĕр витре хытă каяш турттарса кайман, контейнерсем çук, вĕсене лартма вырăн туман — халăхран укçа ыйтать. Тарăхтарчĕç пулин те 2018 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче, тĕн йĕркине çирĕп пăхăнса пурăннă Анна чăн çветтуй Турă амăшне Марийăна варта хăварнă кун, Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнчи хам укçапа юсаса уçнă клубра савăнсах Кĕр сăри ирттертĕмĕр — ташларăмăр, юрларăмăр, юмах ятăмăр, ырри çинчен çеç калаçрăмăр.
Самана ял-йыша тĕлĕнтерме пăрахмасть. Сăмахран, вырăнти влаç халăхран пĕрмай укçа пухать. Пушара сÿнтермелли автомашина туянма, ун валли гараж тума, кĕпер хывма ял çыннисенчен укçа пуçтарчĕç. Мĕншĕн хыснаран уйăрмаççĕ? Ăнланмастпăр. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Янăш, Мăн Шĕвĕш, Чăваш Сурăмĕн кĕперĕсем кивĕ — çĕнĕрен тумалла. Анчах кун пирки вырăнти влаç темшĕн шарламасть.
Иртнĕ çулсенче пассажирсене турттаракан автобус Элĕкрен Вăрнара, Çĕмĕрлене, Муркаша çÿретчĕ. Темле сăлтава пула çак рейссене пăрахăçларĕç, çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе тавăрасчĕ.
2019 çул, Сысна çулĕ, ял-йыша ан пăшăрхантартăр! Савăнтарасса, ырлăх кÿрессе питĕ шанатăп. 100 пин тенкĕ кредит илсе, ĕнепе хĕл каçарнă тынана сутса тунă нухратпа тата нумай çул пухса пынă пенси укçипе реконструкциленĕ хамăн клубра Раштав уявĕпе Сурхури ирттерсе çулталăка чыслăн пуçларăмăр — ташларăмăр-юрларăмăр. Унта Галина Волкова, Анфиса Ястребова, Зоя Ильина, Евгений Максимов, Светлана Соловьева, Анастасия Максимова, ыттисем хутшăнчĕç. Сергей Игнатьев купăсне чуна витермелле каларĕ. Клубăн кăçалхи ĕç планне çирĕплетрĕмĕр. Çăварние, Мăнкуна, Хĕрарăмсен кунне, ытти уява хатĕрленсе ирттерме палăртрăмăр. Чăваш автономи облаçне туса панăшăн, хамăр ялтан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 1941-1945 çулсенчи вăрçа тухса кайнисене тата политика репрессийĕсен тапхăрĕнче сăлтавсăр айăпланисене асăнса клуб умĕнчи Ленин палăкĕ тата стела умне чĕрĕ чечексем хурăпăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда АФАНАСЬЕВА.
Элĕк районĕнчи «Чăваш Ене — 30 çул» колхоз ветеранĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.