Качака уксахлать

21 Чÿк, 2014

Çулла качака туяннăччĕ. Çăвĕпех уйра кăкарăнчăкра пулнă, каçпа сарайне хупаттăм. Халĕ тăтăшах хупăнса тăрать, картишне уçăлма кăна кăларатăп. Çакна асăрхама пуçларăм: качака утнă чухне уксахлать, тăнă вăхăтра вара хăрах ури çине тĕревленесшĕн мар. Мĕн пулчĕ-ши качакапа?

Юлия Иванова. Çĕрпÿ районĕ.

Кирек епле выльăх уксахлама пуçласан малтан унăн урине пăхмалла. Чĕрни ÿссе кайман-и? Кĕтÿре çÿренĕ вăхăтра, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кăкарнă чухне вăл çийĕнсе ытла нуша кăтартмасть. Сахалтарах çÿретме пуçласан вара хытах ÿссе кайнипе качакана йĕркеллĕ утма чăрмантарать. Сăлтавĕ çакăнпа çыхăннă пулсан ÿссе кайнă чĕрнене сад пахчинче усă куракан секаторпа е чĕрне касмалли ятарлă хатĕрпе касмалла. Чĕрĕ тĕртеме сиенлесрен асăрханса ĕçлемелле. Хĕл умĕн сарайне хупиччен тата çуркунне кĕтĕве кăлариччен качака чĕрнине лайăх тĕрĕслемелле, касмалла.

Ытлашши ÿссе кайнă тата тĕрĕс мар аталаннă чĕрнене пула тепĕр чухне выльăхăн шăмă сыпписем те ыратаççĕ. Качакан ура сыпписем шыçăнса, тăртанса, вĕриленсе тăнине асăрхасан ăна ветеринара кăтартмалла.

Выльăх тăракан сарайĕнчи урай хăми сĕвек е çав тери хытă ?бетон% пулни те уксахлаттарать, чир-чĕре ярать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.