Каллех — экзамен

2 Çурла, 2016

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ППЭ/ тата вĕренсе тухакансен патшалăх экзаменĕ /ВТПЭ/ кăçалхи авăн уйăхĕнче икĕ предметпа — вырăс чĕлхипе тата никĕс шайĕнчи математикăпа — иртĕç.

РФ Вĕренÿ министерстви çак тĕрĕслевсен расписанине çирĕплетнĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх — авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе /ППЭ тата ВТПЭ/ экзамен пулать. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче — никĕс шайĕнчи математикăпа ППЭ тата математикăпа ВТПЭ. Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче — вырăс чĕлхипе /ППЭ тата ВТПЭ/, никĕс шайĕнчи математикăпа ППЭ тата математикăпа ВТПЭ.

Çак кунсенче 11-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕнче пулманнисем тата асăннă предметсенчен пĕринпе е пуринпе те питĕ япăх паллăсем илнĕ çамрăксем экзамен тытма пултараççĕ. Иртнĕ çулсенче шкул пĕтернисене, кăçал аттестат илнĕ май унти чи япăх мар паллăсене лайăхлатас кăмăллисене авăн уйăхĕнчи ППЭне хутшăнтармаççĕ. Экзамен тытма ыйтса çырнисене çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Рубрика: