"Кам тăрăшса ĕçлет - çав лайăхрах пурăнать"

21 Утă, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма еплерех пынипе паллашрĕ.

"Прогресс" АХО уй-хирĕсенче ĕç вĕресе тăрать: пĕринче комбайнсем кĕрхи тулла выраççĕ, тепринче хура пусă хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕнче пăрçа çулаççĕ. Ку хуçалăх республикăра чи малтисенчен пĕри вырмана тухнă. Михаил Игнатьев механизаторсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ, ĕç кал-кал пырасси çакăнтан та нумай килнине палăртрĕ. "Прогресс" АХО директорĕ Петр Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта 5025 гектар çинчи тĕрлĕ культурăна пухса кĕртмелле, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5% нумайрах. Чăн та, çумăр питĕ кирлĕ чухне çуманран тухăç малтан палăртнинчен кăшт сахалрах пулма пултарать. Республика Ертÿçи "Прогресс" районта çеç мар, республикăра та чи вăйлă хуçалăхсен йышĕнче пулнине каларĕ, вăл ытти чылай колхоз пек саланса кайманнине асăнчĕ. "Хальхи вăхăтра ял çыннин çывăрма вăхăт çук. Эсир халĕ мĕнле ĕçленинчен пĕтĕм çулталăк кăтартăвĕ еплерех пуласси килет. Кам тăрăшса ĕçлет - çав лайăхрах пурăнать", - терĕ Михаил Васильевич уй-хирте вăй хуракансене. Сăмах май, вырма вăхăтĕнче çынсене хире пырсах вĕри апат çитереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсем тупăшлă ĕçленине, аш-какай хакĕ пĕчĕк маррине палăртрĕ. "Паянхи кун сĕт те, какай та, çĕр улми те лайăх сутăнаççĕ", - терĕ. "Прогресра" 1600 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 4,5 пин пуç сысна усраççĕ. Унсăр пуçне вăл - хура-ула ăратлă мăйракаллă шултра выльăх тата Ландрас ăратри сыснасен репродукторĕ те.

Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин хуçалăхсен производствăна ÿстерсех пымаллине, вăл е ку отрасль тупăшлă мар тесе теветкеллĕ утăм тума хăрамалла маррине пĕлтерчĕ. "Юлашки вăхăтра нумайăшĕ çĕр улми лартма пăрахрĕ. Кăçал ав "иккĕмĕш çăкăр" хаклă. Паянхи кун унăн 1 килограмне 30 тенкĕпе сутаççĕ", - терĕ Николай Петрович. Михаил Игнатьев ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пĕрле тăрăшса пысăк суту-илÿ сечĕсене кĕмешкĕн тата вĕсенче хăйсен таварне сутма пуçламашкăн майсем шырама сĕнчĕ.

"Комбайн" ЯХПКра та кĕрхи тулă çулаççĕ. Хуçалăх ертÿçи Гурий Федоров каланă тăрăх - 672 га кĕрхи тата 1160 га çурхи культурăсене пухса кĕртмелле. Çĕнĕ тата хальхи йышши техникăпа усă курни ĕçе хăвăртлатма май парать. "Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ-и?" - ыйтрĕ хуçалăхра вăй хуракансенчен Михаил Игнатьев. "Вăхăтра параççĕ. Халĕ хулари пекех пурăнатпăр: пÿртех шыв кĕрет, таса марри юхса тухать, çут çанталăк газĕпе усă куратпăр", - терĕç ял çыннисем. Вĕсем сĕте "Комбайн" ЯХПК пуçтарнипе те кăмăллă, чăн та, унăн хакĕ çулла хĕллехипе танлаштарсан чакни шухăшлаттарать. "Ан кулянăр, сĕт хакĕ кĕркуннерен каллех ÿсме пуçлать акă", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. "Хальхи вăхăтра халăха 1 литр сĕтшĕн 12 тенкĕ те 50 пус паратпăр. Ку ĕçпе 2010 çултанпа, вырăнти çынсем питĕ ыйтнипе, аппаланма пуçларăмăр. Ун чухне, ас тăватăр ĕнтĕ, çулла питĕ шăрăх тăчĕ, выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн пурне те кансĕр пулчĕ. Хамăра та çăмăлах маррине пăхмасăр халăх ыйтăвне пурнăçларăмăр", - каласа кăтартрĕ Гурий Федоров.

"Победа" ОООра хĕрсех сенаж хатĕрлеççĕ. Ку хуçалăхăн тĕп çул-йĕрĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пулнăран вĕсем валли апат çителĕклĕ янтăлама тăрăшаççĕ. Общество директорĕ Николай Головин хуçалăхра 834 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 230 пуç сăвăнакан ĕне, тытнине пĕлтерчĕ. Витесене тĕпрен юсаса çĕнетнине, çĕнĕ технологисемпе ĕçленине палăртрĕ. Директор ĕç условийĕсем çăмăллансах, шалу виçи ÿссех пынине асăнчĕ. Дояркăсем, тĕслĕхрен, 25 пин тенкĕрен кая мар илеççĕ. Хуçалăх сĕт суса илес енĕпе республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Пысăк пахалăхлăскерĕн 1 литрне 14 тенкĕ те 50 пуспа ăсатаççĕ. Унсăр пуçне патшалăх та сĕт сутнăшăн субсиди парса пулăшать. "Победăра" çамрăксем пур-и?" - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев. Николай Головин хуçалăхра 35 çула çитменнисем те ĕçленине, кунта килес текенсем татах та пуррине каларĕ. "Çамрăксене ял хуçалăхне явăçтармалла, ĕçе илнĕ чухне чи тăрăшуллисене суйлама май пултăр тесе ăнтăлмалла", - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Çамрăксем тенĕрен - вĕсен хушшинче чăнласах та маттуррисем, нимĕнле йывăрлăхран та хăраманнисем пур. Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ Андрей Васильев шăпах çавăн пеккисен йышĕнчен. Вăл, Шупашкарта пурăнаканскер, Энтепери юхăнса кайнă фермăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, паллах, кредит илме тивнĕ. Михаил Игнатьев реконструкциленĕ сĕт-тавар комплексне пăхса çаврăнчĕ. Тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса çĕнетнĕ фермăра паянхи кун 375 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Унта вăй хуракансем валли те хăтлă условисем тунă: душ, хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕмсем, туалет, кĕпе çумалли машина. Кану пÿлĕмĕнче сĕтел-пукан, сăмавар пур, стена çинче - тĕрĕсем. "Энтепе" ОООра хальхи вăхăтра 20 çын вăй хурать. Вĕсем, паллах, тăван тăрăхрах ĕç пурришĕн савăнаççĕ. Михаил Игнатьев Елчĕк халăхĕ яланах ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе уйрăлса тăнине палăртрĕ, вĕсене малашне те умри тĕллевĕсене вăхăтлăн пурнăçласа пыма ăнăçу сунчĕ.

Патăрьел районĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Турханта йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ саккăрмĕш пленэра хупнă çĕре хутшăнчĕ. Малтан вăл унта килнĕ ăстасен картинисен экспозицийĕпе паллашрĕ, Алексей Кокелĕн музей-çуртĕнче пулса курчĕ. Михаил Игнатьев художниксемпе искусство ытти деятелĕ культура пуянлăхне упраса хăварас тата хушăнтарсах пырас ĕçе пысăк тÿпе хывнине каларĕ. "Эсир çĕнĕ талантсене тупса палăртатăр, тăван çĕр илемне çĕнĕлле курма пулăшатăр, çынсенче патриот туйăмне вăрататăр", - терĕ Михаил Васильевич. Вăл пленэр йĕркелÿçисене тав турĕ, Украина халăх художникне Виктор Ковтуна, Раççей халăх художникне Ревель Федорова, Алексей Кокелĕн тăванне Николай Сергеева республика гербĕллĕ сехет парнелерĕ. Виктор Ковтун та парăмра юлмарĕ, хăйĕн картинисене - "И.Е.Репинăн Чугуеври музей-мастерскойĕ", Тарас Шевченко çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă ĕçне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн портретне - парнелерĕ.

Çакăн хыççăн ĕçлĕ делегаци "Труд" ЯХПК уй-хирĕсене çитсе курчĕ, çурхи тулă, горчицăпа вика, çĕр улми аван ÿснине пăхса савăнчĕ. Хуçалăх ертÿçи Николай Михайлов 1591 гектар çинчи культурăсене пухса кĕртмеллине пĕлтерчĕ. "Исток" агрофирма" ОООра та хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать: кĕрхи культурăсене акма çĕр тата выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Михаил Игнатьев сахăр кăшманĕн, пăрçа тата çурхи тулă лаптăкĕсене пăхса çаврăнчĕ. Çĕр улми пуссинче пĕр тĕпне кăларса пăхрĕ, вăл йĕркеллех çитĕннине, Илен кунĕ тĕлне тата пысăкланассине палăртрĕ. "Исток" ертÿçи Александр Илюткин çĕр улмин хăш сорчĕсем тухăçлăраххи çинчен каласа кăтартрĕ. "Батыревский" АХОра сумлă хăнасем çĕр улмипе урпа хирĕсенче пулса курчĕç.

Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ аграрисем вырма ĕçĕсене çÿллĕ шайра тата вăхăтра вĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Саp.ru cайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем