«Кама вĕрентетĕн – çавна чунран юратмалла»

5 Раштав, 2017

Вĕсен хваттерĕ чун илемĕпе ăшă, унăн ылтăн алли ăсталанă япаласемпе хăтлă. Кам-ха вăл? Яла сĕре юратакан, хăйĕн профессине чунтан парăннă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан чăваш хĕрарăмĕ… Çепĕç те черченкĕ, çав вăхăтрах çав тери вăйлă та. Сăмахăм Вăрнар районĕнчи Çĕньял Хапăсра пурăнакан Раиса Гордеева пирки.

Вăйлă тенĕрен, Санарпуç тăрăхĕнче Раиса Геннадьевнăна ял уявĕсенче алă вăйĕпе пĕр хĕрарăм та çĕнтереймест. Этемлĕхĕн черчен çурри кăна-и? Хăш-пĕр енĕпе ăна арçынсем те çитеймеççĕ. «Пĕррехинче ялта Çĕр улми кунне йĕркеленĕччĕ. Эпĕ çĕр улми миххине йăтса 28 хутчен приседани тунăччĕ. Чăваш наци радиовĕнчен килнĕ Олег Прокопьев питĕ тĕлĕннĕччĕ. «Ак ку мĕнле япала тата? Арçыннисем йăтаймаççĕ, йăванса каяççĕ, ку хĕрарăм пурне те илет», — тенĕччĕ. Армспорт енĕпе ăмăртусене хутшăнса медаль, хисеп хучĕ тата диплом чылай çĕнсе илнĕ. Ачасем шкулта вĕреннĕ тапхăрта «Атте, анне тата эпĕ» тупăшусене тăтăшах хутшăннă», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Раиса Гордеева патĕнче эпĕ Амăшĕн кунĕ умĕн пулнăччĕ. Вăл, çак уява ялти хĕрарăмсемпе палăртма клуба кайма хатĕрленнĕскер, кукăль, хуплу, икерчĕ пĕçернĕччĕ. «Эпĕ маларах суйлав комиссийĕн председателĕнче ĕçленĕ. Халĕ, ав, çамрăксене çул патăм. Культура вучахĕнче пĕр вăхăтрисем пухăнса пĕр-пĕр пĕрлĕх йĕркелес тетпĕр. Пирĕн те пĕр-пĕринпе хутшăнас, ал ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашас килет», — чунне уçрĕ Раиса Геннадьевна.

Гордеевсен виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ картина галерейи пекех. Хĕресле тĕрленĕ тĕрĕсене рамăсене вырнаçтарса стенаран çакнă. Кухньăра чечексем вырăн тупнă, залра — лашасем, çывăрмалли пÿлĕмсенче — кушаксем. Хĕл кунĕнче мăкăньсем, лилисем, кĕл чечексем, хĕвел çаврăнăшĕсем хĕм сапаççĕ… Чи юратни лили пулас. Ара, ăста пахчара 20 тĕрлĕ лили çитĕнтерет те. «Тĕрĕсене 2006 çултанпа картина пек тăватăп. Халĕ вĕсен шутне те пĕлместĕп. Упăшка Лаша çулĕнче çуралнăран чĕлхесĕр янаварсене шутсăр юрататăп. Юратăва пир çине те куçаратăп. Урхамахсене ятарлă журналтан пăхса ÿкеретĕп. Кăларăма ятарласа çырăнса илетĕп. Çăмламас кушаксене те килĕштеретĕп. Пĕр ĕçпе вăтамран 3-4 эрне ларатăп. Леопард ÿкернĕ пысăкрах картинине 6 эрне тĕрлерĕм. Вăхăт тупăнсан ирхине те, кăнтăрла та алла тĕрĕ тытатăп. Тĕрлени мана киленÿ кÿрет. Тĕрленĕ картинăсене çынсене парнелетĕп те — еплерех савăнаççĕ! Вĕсене кура хам та хĕпĕртетĕп вара», — пытармарĕ Раиса Геннадьевна.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.