Канма кайнă та...

2 Çурла, 2014

Пионерсен хастарлăхĕ нихăçан та асран тухас çук. Вĕренÿре кăна мар, пур ĕçре те тĕслĕх кăтартнă вĕсем, çĕр-шыва юрăхлă пулма тăрăшнă. Çирĕп воспитани илнĕскерсем кайран та пурнăçра çухалса кайман.

Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекен Николай Савельева /сăн ÿкерчĕкре - варринчи/ Павлик Морозов ячĕллĕ отряд вожатăйне суйланăччĕ. Спектакльте вăл хăюллă та паттăр пионер сăнарне ăста калăпланă. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă арçын ачан çырас пултарулăхĕ те тапса тăнă. Çавна кура ăна класри стена хаçачĕн редакторĕ пулма шаннă. «Ленин çулĕпе» район кăларăмĕнче те унăн статйисем пичетленнĕ.

Комсомол ретне тăнă яш çар хĕсметĕнче пулнă. Унтан вăл ефрейтор званийĕпе, «Совет Çарĕн отличникĕ» кăкăр паллипе таврăннă. Инженер-строитель пĕлĕвне илмешкĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна кĕнĕ. Çемье те вăхăтра çавăрнă.

Николай Александрович 40 çул Шупашкарта строительство организацийĕсенче тăрăшнă. Ахаль рабочирен, каменщикран, пуçланă вăл ĕç кĕнекине. Унтан маçтăр-бригадир, аслă прораб, тĕп инженера çити ÿснĕ, тав хучĕсене тивĕçнĕ. Хулара пурăнать пулин те 60 урлă каçнă строитель тăван ялти ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çĕнетсех тăрать.

Шуркассинче çуралса ÿснĕ Ольга Андреевăна /сулахайри/ тĕп хулари строительство техникумĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăнах Воронежа ĕçлеме янă. Хастар комсомолка та тăрăшулăхĕпе палăрнă. Хитрескере вырăс каччи килĕштернĕ. Туслă çемье халĕ те асăннă хулара пурăнать. Галинăн шăллĕ, ашшĕ-амăшĕ те çĕре кĕчĕ. Вĕсен килне ялти Любовь Семенова туянчĕ.

Луиза Белова /сылтăмри/ - Яккушкăнь ял хĕрĕ. Мăн Ямаш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Çĕрпĕве çул тытрĕ, профтехучилищĕре çĕвĕç профессине алла илчĕ. Кайран Шупашкарти Мода çуртĕнчи цеха вырнаçрĕ.

Ĕç планне тултарса пынăшăн 1976 çулта ăна Азов тинĕсĕ хĕрринче канмашкăн тÿлевсĕр путевка панă. Çавăнта ăна Харьков облаçĕнчи каччă куç хывнă та хăйĕнчен вĕçертмен. Володьăпа çавăнтах мăшăрланнă вĕсем. Анчах çемье телейне арçын эрех-сăрапа туслашни, кĕвĕçÿ таптанă. Виçĕ çул пурăннă хыççăн упăшкинчен уйрăлнă Луиза. Хĕрĕпе Викторийăпа Шупашкара таврăннă. 9-мĕш класс хыççăн тĕпренчĕкĕ ашшĕ патне Украинăна кайнă. Унтах оператор-программиста вĕреннĕ, качча кайнă, ача çуратнă. Çамрăк çемье Киевра пурăнать.

Луиза пурнăçне тăван çĕр-шыврах, Шупашкарта, йĕркелерĕ, анчах урăх качча каймарĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех пир-авăр комбинатĕнче тăрăшрĕ вăл. Халĕ те ахаль лармасть, ача садĕнче кĕçĕн воспитательте, тепĕр çĕрте хуралçăра ĕçлет.

Луиза Николаевнăн ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хÿтĕлесе хăрах куçпа юлнă, сылтăм аллине амантса таврăннă. Сусăр пулсан та шут ĕçĕнче тăрăшнă вăл. Амăшĕн сăнарĕ, ултă ача ÿстернĕ йывăç пÿрт... Çулсем кайнă май пурнăç ÿкерчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ. Нимĕн те манăçмасть, пĕтĕмпех асра...

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.