Капот çинче - инспектор!

16 Пуш, 2015

Ку пăтăрмах кăçалхи февралĕн 12-мĕшĕнче каçхине пулса иртнĕ. Çак кунсенче следстви комитечĕн Мускав районĕнчи пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Çамрăк çын нумаях пулмасть суд умне тăнă. Ăна 15 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Çав каç Шупашкарти Мода çурчĕ патĕнче çамрăксем тытăçса ÿкнĕ. Унта самай пысăк йыш хутшăннă. Вырăна патшалăх автоинспекцийĕн темиçе экипажĕ пырса çитнĕ. Çакна кура тытăçакан çамрăксем тĕрлĕ еннелле тарнă. Пĕр ушкăнĕ Мускав кĕперĕпе хулан çурçĕр-хĕвеланăç районĕ еннелле чупнă. Вĕсене хайхи çамрăк çын ВАЗ-2115 автомашинăпа хăваласа çитнĕ те кĕпер çинчех чарăнса икĕ йĕкĕте салона лартнă. Транспорт хатĕрĕпе çул çинче чарăнма юрамасть - административлă правăна пăсни - куçкĕрет. Йĕркене пăснине кура тата тытăçупа çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе ПАИ сотрудникĕсем çав транспорт хатĕрне чарса унăн водителĕпе пассажирĕсен докуменчĕсене тĕрĕслес тенĕ.

Анчах водитель чарăнман кăна мар, служба машининчен тухнă полицейски çине пырса кĕнĕ, автомобиль хăвăртлăхне тăруках ÿстернĕ те пакунлă çынна капот çинче пĕр аллă метр малалла илсе кайнă. Çакăн хыççăн тин чарăннă.

Следстви шухăшĕпе - çамрăк çыннăн айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ. Кĕçех вăл суд умне тăрĕ. Полицейскин саккунлă требованине пурнăçламаншăн ăна маларах административлă явап тыттарнă ĕнтĕ - 800 тенкĕлĕх штрафланă. Çавăн пекех хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманшăн - 1 пин, çул çинче чарăнса транспорт юхăмне чăрмантарнăшăн 2 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ.

Рубрика: