Кăрккана картишĕнче уçăлтармалла

6 Нарăс, 2016

Кăркка - шултра кайăк: витере пĕрин пуçне сахалтан та 1 тăваткал метр лаптăк кирлĕ. Вăл 15 градусран пĕчĕкрех температурăна та çăмăллăнах чăтса ирттерет. Çав вăхăтрах витĕр çилпе нÿрĕк уншăн сиенлĕ.

Кăркка уринче юн тымарĕ нумай, çавăнпах ăна тăмашкăн ăшă вырăн кирлĕ. Шăнасран улăм, пăчкă кĕрпи е торф сарса памалла. Улăма - 10, пăчкă кĕрпипе торфа 3 эрнере пĕрре улăштармалла.

Енчен те витере чÿрече пур тăк - çамрăккисем валли çутă çутмасан та юрать. Шалта тĕттĕм пулсан - вĕсене талăкне 5-7 сехет çутă кирлĕ. Кăркка аçипе амине вара 14 сехете яхăн çутă çутса памалла. Хĕвеллĕ кун кайăк-кĕшĕке 2 сехетлĕхе урама кăлармалла - вара электроэнерги те перекетленет.

Çăмарта тума пуçличчен уйăх малтан хушма çутă пулăшнипе кун тăршшĕне майĕпен вăрăмлатмалла. Кăркка аçине те лайăх условисем кирлĕ. Тĕттĕмре тата сивĕре амине пусасшăн мар вăл.

Кăрккана хĕлле уйрăмах лайăх пăхмалла. Виçĕ хут çитермелле. Клетчаткăпа, углеводпа пуян сĕлĕ, тулă, куккурус памалла. Нÿретнĕ комбикорма та лайăх çиет вăл.

Кайăк-кĕшĕке сĕтеклĕ апат та - теркăланă кишĕрпе кăшман - кирлĕ. Вĕтетнĕ йĕкеле те юратать кăркка.

Симĕс ÿсен-тăранри витамин пирки те манмалла мар. Хĕлле курăк тупаймăн, çавăнпах вăрман пуянлăхĕпе усă курмалла. Хыр, чăрăш йĕппине пуçтармалла. Вĕсенче каротин тата С витамин нумай. Лăсăллă йывăçсен вĕтетнĕ йĕппине хупă валашкара 1 сехет тымалла. Унтан шывпа пăтратнă апата пĕр кайăк пуçне 10 грамм хушса памалла.

Каротинпа тата С витаминпа пуян пилеше те хушма апат вырăнне пама юрать. Пĕрне 10 çырла çитерни çителĕклĕ. Типĕтнĕ вĕлтĕренпе хурăн милĕкне те килĕштерет килти кайăк-кĕшĕк.

Витери кăрккан тĕкĕнче паразитсем йăва çавăрма пултараççĕ. Çавăнпах хăйăрпа кĕл лартса памалла. Чăх пекех ăна та вĕтĕ чул кирлĕ. Уйрăм валашкана пурă, йывăç кăмрăкĕ хурса пама манмалла мар.

Кăркка, ытти кайăк-кĕшĕкпе танлаштарсан, ытлашшипех мăнтăрланма пултарать. Çавăнпах ăна уçă сывлăша кăлармалла. Уйрăм вырăн хатĕрлени те пĕлтерĕшлĕ. Унти юра тасатса тăмалла. Хĕвел çинче пулни организма Д витаминпа тивĕçтерме те пулăшать. Сивĕре, картишĕнче сахал çÿренĕ вăхăтра, кашни кăрккана 2-шер грамм пулă çăвĕ памалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.