“Кармен” - чăваш сцени çинче

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче М.Д.Михайлов ячĕллĕ XXIV Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлчĕ. Ăна Жорж Бизен «Кармен» оперипе пуçларĕç. Паянхи кун çак постановка - чи паллисенчен пĕри. Композитор пурăннă вăхăтра ăна халăх йышăнманнине ĕненес те килмест. Ăна паян Раççейре кăна мар, ют çĕршывра та нумай лартаççĕ. Çавăнпа ăна çĕнĕрен те çĕнĕрен кăларма постановщиксене питĕ йывăр. Пĕрре вылянă пьесăра çĕннине кăтартма кашниех пултараймасть.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çине «Кармена» 1973 çулта РФ тата ЧР халăх артисчĕ Борис Марков кăларнă. 1996 çулта ăна çĕнетнĕ. Театр труппи ку спектакльпе Йошкар-Олара, Ульяновскра, Астраханьте, Саранскра, Ярославльте, Курганра, Оренбургра, Рязаньте, Калугăра, Пензăра, Ивановăра, Костромара, Махачкалара тата ытти хулара, ют çĕршывсенче пулнă.  Малалла вулас...

Алена ТИМКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.