Кашни ĕç уншăн - çĕнĕлĕх

23 Кăрлач, 2015

2014 çул вĕçнелле «Хыпар» Издательство çуртĕнче улшăнусем пулса иртрĕç. Вулакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăмсен малашнехи ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе ертсе пыма çĕнĕ çынсем килчĕç. Эпир, Тутарстанри чăвашсем, хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ çак çынсен йышĕнче хамăр ентеш те пулнăшăн питĕ савăнатпăр. Вăл - Сергей Степченко, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместителĕ. Сергей Петрович Шупашкарта нумаях пулмасть тĕпленнĕ те - тен, çавăнпа сирĕн патăрта вăл хальлĕхе питех палăрса та ĕлкĕреймерĕ пулĕ-ха, эпир вара, Хусан чăвашĕсем, ăна чылайранпа пĕлетпĕр, хисеплетпĕр. Мĕнле кăмăлпа пуçăннă вăл çĕнĕ ĕçе - ку пирĕншĕн, паллах, интереслĕ. Çавăнпа унпа тĕл пулса калаçас килчĕ. Хаçат вулаканĕсене те ку пирĕн курнăçу унпа паллашма май парĕ терĕм.

- Эпĕ Тутарстан Республикинчи Çарăмсан районне кĕрекен Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 8 класс хыççăн пĕлĕве ÿстерме Хусана кайма шухăш çуралчĕ. Икĕ çул юханшыв техникумĕнче вĕрентĕм. Анчах та атте-анне сăмахне сума хума, итлеме хăнăхнă çын пулнипе шухăш улшăнчĕ - атте ялхуçалăхра ĕçленĕ май мана та пурнăçăма ялхуçалăхĕпех çыхăнтарма сĕнчĕ. Çапла эпĕ пĕр техникумран теприне куçрăм, Мензелинскри ялхуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном дипломне илтĕм, хамăр ялти «Дружба» колхозра тĕп агрономра ĕçлеме пуçларăм. 1982 çулта Çара илсе кайрĕç, Венгрире пултăм. Хĕсметрен таврăнсан КазХимНИИре тĕп строительствăн уйрăмĕнче дизайнер пулса тăрăшрăм. Çав вăхăтрах Хусанти строительство техникумĕнче вĕрентĕм. Унтан вĕренсе тухсан тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тÿр килчĕ. Паллах, хамăн профессипе. Прорабран пуçласа. Участок начальникĕ, маркетинг уйрăмĕн начальникĕ те, коммерци директорĕ те, строительство компанийĕн директорĕ те пултăм.

2003 çулта «Казань» ту йĕлтĕрĕн спортпа сывлăха çирĕплетекен комплекс уçăлчĕ. Мана çав комплекс директорне лартрĕç.

2004 çулта Тутар республикинче ирттернĕ «Çулталăк ертÿçи» конкурсăн «Услуга тата сервис сферинчи чи лайăх ертÿçĕ» номинацийĕпе лауреат та пулнă Сергей Петрович. Унтан ăна Мускава Раççей Федерацийĕн Парашют спорчĕн федерацине ертсе пыма чĕнсе илнĕ. Çавăнтах Раççейри Социаллă-гуманитари академийĕнче экономиста вĕреннĕ.

- Федерацирен мана ДОСААФăн Авиаци департаментне куçма сĕнчĕç. Аталану енĕпе директор пулса ĕçлерĕм унта. Контракт срокĕ вĕçленсен Хусана таврăнтăм. Манăн тĕп специальность - экономика. Кирек мĕнле ĕçре те хăвна шанмалла, пултарнипе пултарайманнине хакласа пăхмалла, мĕнлерех пăтăрмахсем пулассине тата тăкаксем çинчен манмалла мар. Паянхи кун рынока мĕн кирлине те шута илмелле. Çавăнпа та экономист, ман шутпа, кирек мĕнле ĕçре те - профессионал. Хам пурнăçра эпĕ ăçта кăна ĕçлесе пăхман-ши! Виçĕ профильпе вĕренсе диплом илнĕ. Пĕр дипломĕ те ытахальлĕн выртман. Ялхуçалăх техникумне пĕтерсен - агрономран пуçласа колхоз председателĕн заместителĕ таранччен ĕçлесе пăхрăм. Строительство техникумĕнчен вĕренсе тухсан - организаци директорне çитрĕм. Кашни ĕçĕ маншăн çĕнĕлĕх пулнă. Эпĕ юрататăп çĕннине пĕлме, вĕренме. Астăватăп, мана Мускава вĕренме ячĕç, унта эпĕ РФ Ту йĕлтĕрĕн федерацийĕн президенчĕпе паллашрăм. Шăп унăн хуçалăхĕнче пысăк кану комплексĕсен бизнесĕн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех пулмаллине пĕлсе çитрĕм. Чи кăсăкки, искусствăлла майпа мĕнлерех юр тумаллине те вĕрентĕм. Хусана таврăнсан спортпа сывлăха çирĕплетекен комплекса хута яма пĕр уйăх кăна пурччĕ. Чи малтанах, паллах, пултаруллă, хастар ĕçлекенсене пуçтартăм. Тĕрĕссипе каласан, йывăрлăх, кăткăслăх нумайччĕ. Вĕсене çĕнтерме пултарни вăй парса тăратчĕ. Халĕ хам та унта канкалатăп. Йĕлтĕрпе ярăнатăп. Тĕрĕссипе, эпĕ ĕçленĕ чухнехинчен унта нимĕн те улшăнманпа пĕрех. Апла, комплекс структурине питĕ тĕрĕс тунă. Парашют спорчĕн федерацийĕнче ĕçлесси те маншăн çĕнĕлĕх пулнă. Парашютне унта кăна пĕрремĕш хут курнă. Пуçтарма вĕрентĕм, сиксе те пăхнă. Авиаци департаментĕнче аталану енĕпе директор пулнă чухне авиаци бизнесĕпе ĕçленĕ. Пирĕн пурĕ 150 аэродром пулнă, пĕтĕм тĕнчипе 3 пин самолет вĕçнĕ.

- Сирĕншĕн çĕнĕ ĕçе пуçăнасси эппин кăмăллăрах.

- Эпĕ кашни ĕçе çĕнетÿрен пуçланă. Сăмахран, КазХимНИИне эпĕ çамрăк каччă чухне килнĕ. Институтăн генеральнăй директорĕ Шарнин профессор мана пĕрремĕш кунтанах хăйĕн кабинечĕн проектне тума задани пачĕ. 1980 çулсенче дизайнер профессийĕ çинчен ытлах пĕлсех те кайман - çĕнĕлĕх пулнă-ха. Эпĕ ăна хам унăн кабинетне мĕнле «курнине» ÿкерсе патăм. Ăна килĕшрĕ. Мана пĕр сăмахсăрах института дизайнер пулма илчĕ. Колхозра ĕçленĕ чухне çĕнĕ «Дон» комбайнсем илсе килчĕç те ăна тăкаксăр ĕçлеттерес майсем çинчен мĕнле кăна шутламан-ши? Çапла пурнăçра яланах çĕнĕлĕхсем шыранă, экономи тума тăрăшнă.

- Эсир ялан ертÿçĕ те пуçлăх пулнă. Сирĕн шухăшăрпа, ертÿçĕ мĕн çине ытларах витĕм кÿмелле?

- Кирек мĕнле пуçлăхăн та чи малтан предприятин мар, коллектив ертÿçи пулмалла. Коллективпа пĕр сăмахлă пулса унпа ĕçлеме пĕлмелле. Енчен те çынсене тытса пыма вĕрентĕн-тĕк предприятие тытса пыма пултаратăн. Çынна сăнама, ăнланма, унăн умне тĕллевсем лартма пĕлмелле. Вара кирек хăш ĕç те ăнса пырать, пурнăçланать.

Сергей Петровичпа калаçса ларнă чухне унра темле вăй, хăват туйса тăратăн. Тÿрех паллă, пуçланă ĕçе вĕçне çитеретех вăл. Çурма çулта чарăнакан йышши мар. Тата çав ĕçе мĕнле кирлĕ, çавăн пек тăвасса ĕненетĕн. Тĕплĕ çын.

- Кашни çын хăйне тĕрлĕ ĕçлет, паллах, - тет вăл куларах.

- Сергей Петрович, Эсир чăвашлăхшăн тăрăшнине сахал мар сăнанă эпĕ. Уйрăмах ку Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш наципе культура центрне ертсе пынă вăхăтра паллă пулчĕ.

- Общество ĕçĕ хăйнеевĕрлĕ сфера темелле. Кун çине пачах та урăхла пăхмалла. Ман шутпа, пирĕн чăваш культурине, йăла-йĕркине, чĕлхине тытса пырасси, ăна манмалла марри çине витĕм кÿмелле. Ку ĕçре ирĕксĕрлеме юрамасть, паллах. Çынсене ăнлантарма пĕлмелле - хăйсем туйса илччĕр мĕншĕн кирлине. Обществăлла центрсен тĕллевĕ - культура. Унта бизнес, политика ыйтăвĕсемпе ĕçлемелле мар пек туйăнать мана. Кун пек ĕçре тăруках нимĕн те улăштарма пулмасть. Ăна пĕчĕккĕн аталантарса пымалла. Обществăра ним пайламалли те çук, унта пурте пĕр ĕç туса пĕр-пĕрне сума суса, пулăшса тăмалла. Ытти халăх сăнаса, тĕслĕх илсе тăтăр.

- Каçарăр та, питĕ кăсăк ыйту парас килет: Сирĕн хушаматăр пĕрре те чăвашсенни пек мар. Мĕншĕн çапла?

- Тем вăрттăнлăхĕ çук унта. Манăн асанне çамрăк чухне Инçет Тухăç енне ĕçлеме кайнă пулнă. Унта вăл çар çыннипе - Сергей Степченкопа - паллашнă. Çемье çавăраççĕ. Атте манăн унта çуралнă. Вăрçă хыççăн, асатте вилсен, асанне тăван ялне, Тутарстан республикинчи Çарăмсан районне кĕрекен Йăвашкелне, таврăнать. Мана вара асатте ятне панă. Çавă çеç.

-Тавтапуç сире, Сергей Петрович. Эсир январĕн 24-мĕшĕнче, эппин ыран, çуралнă иккен. Саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çĕнĕ ĕçĕрте коллективпа килĕштерсе, пĕр сăмахлă пулса ĕçлемелле пултăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.