«Кăшт савăнсассăн та - йĕрсе кулатăп...»

28 Авăн, 2017

Чăваш литературинче тепĕр пысăк çухату — авăн уй-ăхĕн пуçламăшĕнче чăваш халăхĕн паллă поэчĕ, прозаикĕ, публицисчĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР Писательсен союзĕн пайташĕ Энтип Ваççи /Антипов Василий Иванович/ пурнăçран уй-рăлса кайрĕ.

Энтип Ваççи 1937 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Хура шыв ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти клуб заведующийĕ, чукун çул çыхăнăвĕн юсав бригадин бригадирĕ, слесарь пулнă. Чăваш çĕршывне куçса килсен Çĕнĕ Шупашкарта стройкăра ĕçленĕ, каярах нумай тиражлă хаçатăн тата вырăнти радиовещани редакторĕ пулнă. 1974-1977 çул-сенче Энтип Ваççи Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тата тĕп редак-торĕнче вăй хунă. Каярах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универ-ситетĕнчен тата СССР Писательсен союзĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕ-нчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн Чăваш Республикин Писательсен союзĕн литконсультанчĕ тата правлени председателĕн çумĕ пулнă, Чăваш Республикин Вăрман министерствинче ĕçленĕ.

Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çăлкуç» /1974/, «Алăри асамат» /1976/, «Туслăх кăшăлĕ» /1977/, «Пыл çунă ир» /1979/, «Юрату юрри» /1984/, «Самана» /1967/. Поэт публицистика жанрĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ.

Ĕçтешĕмĕрĕн ячĕ яланлăхах пирĕн асăмăрта юлĕ. «Тăван Атăл» журналăн черетлĕ кăларăмĕнче вулакансене Энтип Ваççин хăш-пĕр сăввипе паллаштарăпăр.

Мĕн пулчĕ-ши мана?

Мĕн пулчĕ-ши мана? —

Эп тĕлĕнетĕп:

Усал — хурлантарать, ырри — йĕртет...

Шăла çыртса хура-шура çĕнетĕп,

Хаваслăх хĕмĕ куçăма вĕтет...

Нуша— иртет, хавал — çитет тени те

Хăш чух йăпатаймасть пек ăсăма.

Тата мĕскер куç курĕ, чунăм илтĕ?

Мĕн юлĕ каçарусăр асăма?

Сĕм тĕттĕм каç ÿкет те сывлăм — вучĕ

çиçме пуçлать хĕвел тухсан

анчах...

Тата ак тĕлĕнетĕп: темĕн пулчĕ —

Чун çемçелет... Тен, эп

ачаш ачах?..

Пит йÿн-шим хура-шур вăл? —

шухăшлатăп, —

Пит хаклă-шим ырри çак

çĕр çинче?

Кăшт савăнсассăн та — йĕрсе

кулатăп,

Вĕри шевле çиçет куç тÿпинче.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.