Кăвакарчăн тытса Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илнĕ

5 Утă, 2018

«Иртнине ас туман халăхăн пуласлăхĕ çук», — тенĕ паллă ăсчах Михаил Ломоносов. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ. Халăх кун-çулĕнчи юнлă çав çулсене йăнăшсем тăвасран асра тытмалла. Вăхăта сая ямасăр çапăçусене хутшăннă ветерансен асаилĕвĕсене çырса юлмалла», — пуçлать видеосюжечĕсене Анастасия Кутузова.
Вăл – Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 3-мĕш курсĕнче вĕренекенскер технологипе экономика факультечĕн студенчĕ. Проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 300 пин тенкĕ грант тивĕçнĕскер «Астăвăм яланлăхах» ĕçе пурнăçлать. Унăн теми — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе кинофильмсем ÿкересси.

Истори урокĕсенче типĕ фактсем çеç
Зиновий Кутузов мăнукĕсене йĕри-тавра пухнă та ашшĕ пирки каласа кăтартнă. Фронтра паттăрлăх кăтартнă Михаил Илларионович Витебск çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Кутузовсем унăн ятне манмаççĕ. «Йăлтах çемьере вăй илет. Аслисем вăрçă çулĕсем пирки каласа кăтартатчĕç. Эпир тăшман ирсĕрлĕхĕ халăха мĕн тери пысăк хуйхă кÿнине пĕлсе, фронтран таврăнманнисене, тыл ĕçченĕсене, ветерансене хисеплесе ÿсрĕмĕр. Паллă хушамат та Тăван çĕршыв кун-çулĕпе кăсăкланма хистет», — терĕ Анастасия. Пĕррехинче пĕр мероприятире пике Вера Грачева ветеранпа тĕл пулнă. Кăкăрĕ тĕлне орден-медаль çакнăскер вутра çуннă çамрăклăхне куççуль витĕр аса илнĕ.
«Пирĕн батальона 1942 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăваш хĕрĕсенчен йĕркелерĕç. Вăрçă пуçлансанах эпир çар комиссариатне чупрăмăр. Пурте Тăван çĕршыва хÿтĕлесшĕнччĕ. Анчах пире: «Сирĕн вăхăт çитмен-ха», — тесе ăсатрĕç. 1942 çулта вара пурне те чĕнсе илчĕç. Комиссариатра нумай тытса тăмасăр Хусана ячĕç. 3 уйăх нимĕç тата пирĕн самолетсене тĕпчерĕмĕр. Унтан пире фронта ăсатрĕç.
Вокзала атте леçрĕ. Арçын ача евĕр макăрчĕ. Чăтаймарăм, вакунран тухрăм та: «Атте, сана намăс мар-и? Куççуль кăларса манăн ятăма яратăн. Эпĕ комсомолка, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каятăп. Фашиста çапса аркатăпăр та виçĕ уйăхранах таврăнăпăр», — терĕм. Виçĕ уйăх вырăнне виçĕ çул çурă çар ретĕнче тăтăм. Çĕнтерĕве туяттăмăр. Пирĕнпе юнашар летчиксен батальонĕ вырнаçнăччĕ. Вĕсем Берлина вĕçетчĕç. «Хĕрсем, часах вăрçă вĕçленет. Нимĕç тарать, пытанать», — терĕç вĕсем. Чăнах та, виçĕ кунран вăрçă вĕçленнине пĕлтерчĕç. Эпир макăртăмăр, пăшалтан петĕмĕр, ыталантăмăр, сиккелерĕмĕр. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ», — аса илнĕ Вера Павловна. Анастасия ветеранпа тĕл пулсан шухăша путнă. «Шел те, шкулти истори урокĕсенче типĕ фактсене çеç пĕлтереççĕ. Халăха вăрçă çулĕсем мĕнле шар кăтартнине, çапăçу хирĕнчи паттăрлăх пирки пĕлмесĕр юлатпăр. Çамрăк ăру вăрçă хăрушлăхне тавçăрмасть, ăнланмасть. Çĕнтерĕвĕн хакне те эпир чухламастпăр. Çавăнпа та уйрăм çын шăпи урлă историе пĕлес шухăш çуралчĕ», — сăмахне тăсрĕ проект авторĕ.
Юнашар урамра пурăнакан паттăр
Настя ветерансемпе тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарма тĕв тытнă. Хастар çамрăксен пĕрлешĕвĕнче тăраканскер шухăшне пĕлтернĕ. Пике проект хатĕрленĕ те ĕçе пуçăннă. Республикăра пурăнакан 22 ветеранпа видео ÿкерме палăртнă. Кĕске метражлă фильмсенче хисеплĕ ватăсем пилĕк ыйтăва хуравлаççĕ. Настя вăрçă пуçланнине ăçта тата мĕнле пĕлнине, хăш çарсенче служба тухнине тата мĕнле операцисене хутшăннине, асра яланлăхах юлнă пулăма, Çĕнтерĕве ăçта кĕтсе илнине каласа кăтартма ыйтать. Вĕçĕнче ветерансем çитĕнекен ăрăва мĕн суннине ыйтса пĕлет. Кĕске метражлă фильм 10-15 минут пырать. 11 ветеранпа тĕл пулнă, часах 6-мĕш видеопа ĕçлесе пĕтерĕç. Хальлĕхе вĕсене «Контактра» социаллă сетьре тупма пулать. «Проектпа килĕшÿллĕн ятарлă сайт хута ярăпăр. Унта кăмăл тăвакансем пирĕн ĕçпе, ветерансен асаилĕвĕсемпе паллашма пултарĕç. Кунсăр пуçне паттăрсем каласа кăтартнин пуххине пичетлĕпĕр», — терĕ Настя.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Настя Шупашкарти шкулсенче асаилÿ урокĕсем йĕркеленĕ. Тĕлпулусене ветерана чĕннĕ. Ачасем вăрçăра хутшăннă паттăрсен орденĕ-медальне кăсăкланса тишкернĕ. Ахаль чухне ларма-тăма пĕлменскерсем ветеран каланине шыв сыпнă пек шăп ларса итленĕ. Вăл юнашар урамра пурăннине пĕлсен хавхаланакан та тупăннă. Ăкă вăл, чăн-чăн паттăр! Такам шухăшласа экран çине кăларни мар, юнашар урамра пурăнаканни. «Вăрçă пуçланнине аса илнĕ самантра ветерансен сассинче тарăху, курайманлăх сисĕнет. Çĕнтерÿ çинчен сăмах пуçарсан «Кĕтсе илтĕмĕр! Тинех!» — тесе аса илеççĕ», — палăртрĕ студентка.
Ветерансен речĕ çултан-çул сайраланать. Анастасия ÿкерÿ ушкăнĕпе Вера Грачева патне çитесшĕн пулнă. Анчах связистка пулнăскерĕн сывлăхĕ хавшанă. «Шăнкăравлатпăр, тăванĕсемпе калаçатпăр. Ÿкерĕнме хирĕçлекенсем пулман. Чи пĕлтерĕшли — ветеран хăйне аван туйтăр. Утайманнисем патне киле çитетпĕр. Авăн уйăхĕн çурриччен ÿкерĕве вĕçлеме палăртрăмăр», — уçăмлатрĕ Анастасия. Районсене те çитеççĕ маттурсем. Планра — проекта тыл ĕçченĕсене явăçтарасси. Вĕсем те ырми-канми ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Кĕнекере ветеран асаилĕвĕ пулĕ. Истори пулăмĕсене пачах тепĕр май çавăрса хурассине ырлама çук. Вăрçа хăй куçĕпе курнисен асаилĕвĕ шкул ачисемшĕн кăсăклă пулĕ.
Çĕнĕ тăван тупать
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк шкулĕнче юлашки экзамен пулнă. Тепĕр кунне вăрçă пуçланнă. Петр Теплов шкул партти хушшинчен тухнă çеç... 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăл Мурманскри çар училищинче вĕренме пуçланă. Часах ăна фронта ăсатнă. Кабель ротинче тăнăскер связиста çеç ан яччăр тенĕ. Салтака шăпах яваплă çак ĕçе шанса панă. Çапăçу вăхăтĕнче пульăсем шăхăрса иртнĕ чухне пралук татăлнă вырăна тупса çыхăнтарма тивнĕ. Çыхăнăва йĕркелекенсем вуншар çухрăм утнă, упаленнĕ. «Хĕлле уйрăмах йывăрччĕ. Кабель юр айне пулатчĕ. Ăна тытса пынă чухне тăрук такам алли çакланчĕ. Çапăçура пуç хунă салтак кабеле татăлнă вырăнта тытнă та вĕçертмен», — аса илет Петр Николаевич.
Анастасия тĕл пулса калаçнă кашни ветеран пирки каласа кăтартаять. Анчах чи тĕлĕнмелли, асра юлнă самантсем Петр Николаевичпах çыхăннă. Чăваш связисчĕ Ложкин хушаматлă удмуртпа пĕр батальонра пулнă. Çав каччă кăвакарчăнсене тытма юратнă. Хайхискер вĕсене пĕçернĕ е какайне çатмара ăшаланă. Пĕррехинче Ложкин икĕ кăвакарчăн тытнă. Пĕри почтăпа вĕçекенни пулнă иккен. Унăн ури çумне çинçе чĕнпе çыру пĕтĕрсе çирĕплетнĕ. Ложкин дивизи командирĕпе çыхăннă. Штабра кĕске пĕлтерÿре мĕн çырнине палăртнă. Латвири Курляндире вырнаçнă ушкăн ертÿçи Гитлер патне çыру янă иккен. «Салтаксен кăмăл çирĕплĕхĕ чакрĕ. Хĕç-пăшал пĕтет, Германие çар карапĕсем çинче таврăнма ирĕк парсамăр», — тенĕ унта. Юнашар Балти тинĕсĕ-çке. Çав кун Ложкин Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе таврăннă.
Çĕнтерĕве Петр Николаевич Рига çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Батальон вăрманта тăнă. Лини татăлнă. «Тăруках тавралăх шăпланчĕ. Унтан «Вăрçă вĕçленчĕ!» — тесе хыпарларĕç. Ĕненессĕм килмерĕ. Пăшалтан, винтовкăран переççĕ. Çĕрĕпех çывăрмарăмăр...»
Ветерансем çамрăк ăрăва мĕн сунаççĕ-ши? Пурте тенĕ пекех çемьене, тăван çĕршыва юратма, хисеплеме сĕнеççĕ. Сиенлĕ йăласенчен писме, спортпа туслашма чĕнсе калаççĕ. Кĕске метражлă фильмсенче ветерансем чыс тунăшăн савăнни курăнать.
Анастасийăна та проект аталантарать. «Ку таранччен ÿкерĕнсе курманччĕ. Монтаж вăхăтĕнче йăнăшсене асăрхатăп. Тепрехинче хама урăхларах тытăп. Калаçу чĕлхине те якатма тивет, сăмахсене тĕрĕс каламалла, дикципе ĕçлемелле», — терĕ сăпайлă хĕр. Вăл ветерансемпе çыхăнăва татмасть. Шăнкăравлать, сывлăхĕпе кăсăкланать. Çапла хĕр çĕнĕ тăвансене тупнăн туять.
«Уявра ветерансене тĕл пулсан тав сăмахĕ калама ан именĕр», — терĕ Настя.
Ольга КАЛИТОВА.
Анастасия КУТУЗОВА архивĕнчи
сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.