Кавалсен мухтавĕ

3 Ака, 2015

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи искусство центрĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕн Николай Садюковăн куравĕ уçăлнă.

Тăван тăрăхĕнчи авалхи йăмрасене, чăваш шăпăрĕн асамлăхне, кивĕ тата çĕнелсе пыракан Шупашкарăн иксĕлми илемне никам пек мар сăнласа чапа тухнă ÿнерçе пĕтĕмлетÿллĕ выставка уçăлнă ятпа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов саламларĕ.

Вăрмар районĕнчи Кавалра çуралса ÿснĕ ÿнерçĕн ăсталăхне курса савăнма тăванĕсемпе юлташĕсем, ĕçтешĕсемпе тантăшĕсем килсе çитнĕ. Раççей Федерацийĕн халăх художникĕ Ревель Федоров выставка çинчен: «Картинăсенчен йĕркеленĕ ахаль курав кăна мар ку, Николай Садюков художник хăйĕн чун-чĕрине, шалти тĕнчекурăмне сăрăсем урлă уçса пани те», - тесе каларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне культура енĕпе канаш парса тăракан Михаил Кондратьев профессор Кавалсем хăйсен ентешĕпе мухтанма тивĕç иккенне çирĕплетсех каларĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Рубрика: