Кĕлетри тырă мĕнле упранать?

5 Çу, 2015

Çурхи кун çулталăклăх тенĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ паян та чакман-ха. Вăхăтра ака-суха тунине нимĕн те çитмĕ. Шел, хăш-пĕр чухне тар тăкса ĕçлени те харама каять. Акнă вăрлăх темшĕн шăтасшăн мар.

Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем тырă, унран хатĕрленĕ продукци хăрушсăрлăхне, пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Пахалăх, чĕртавар хăрушсăрлăхĕ ăна мĕнле упранинчен те килет. Хранилищĕре нÿрĕклĕхе, сывлăш температурине виçекен приборсем пулмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вара чылай çĕрте ăна асăрхаман.

Акă «Чăвашçăкăрпродукчĕ» пĕрлешĕвĕн Вăрнарти филиалĕнче тырă йышăнакан предприятире чĕртавар упрамалли çурт çивиттийĕ юсавсăр пулнă. Унта сывлăш температурине, нÿрĕклĕхе йĕркелесе тăракан приборсем те вырнаçтарман. Çитменнине, тырă хунă бетон урай та çуркаланнă.

Пĕрлешĕвĕн Вăрмарти филиалĕнче те çак çитменлĕхех: купа çинче ярлăк пулман, çурт çивиттине, урайне тахçанах юсаман. Тырăпа юнашарах çÿп-çап выртнă.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта управлени ĕçченĕсем 192,85 пин тонна тырă тата унран хатĕрленĕ продукцие тĕрĕсленĕ. Кунта та йĕркене пăсни палăрнă. Пысăкрах пасарсемпе лавккасене вара прокуратура органĕсен ĕçченĕсемпех çитме тивнĕ. Тĕрĕслев тăрăх 8 постановлени хатĕрленĕ.

ÇУЛРАН ÇУЛ ПĔР ŸКЕРЧĔК

Иртнĕ çул Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ тата право органĕ пĕрлехи рейдсем ирттернĕ. Таможня пĕрлĕхĕ «Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламентне пăхăнманни тÿрех куç умне тухнă. 81,74 тонна тулă, урпа тĕлĕшпе ятарлă деклараци, тĕпчевсен протоколне кăтартайман. Пĕлтĕр 137,225 пин тонна çакнашкал тавар тĕрĕсленĕ, çав шутра 6,475 пин тонни саккун ыйтнине тивĕçтермен.

Яваплă çынсем тĕлĕшпе 47 тĕрĕслев ирттернĕ, çавна май 86,576 пин тонна тырă «ала витĕр» тухнă. Çав шутра 2,231 пин тоннине декларацисĕр, тĕпчев докуменчĕсĕр сутнине палăртнă. Пуçлăхсене явап тыттарма 7 постановлени кăларнă. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕнче 2 çынна тырă тата унран хатĕрленĕ продукцие туяннă чухне саккуна пăснăшăн административлă явап тыттарнă.

Суту-илÿре уйрăмах йĕркене пăхăнманни сисĕнет. «Кăнтăр» пасарта, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕн территорийĕнче пайтаçăсем кĕрпесене документсăрах çынсене ярăнтарнă.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Рубрика: