Кĕнеке вулассипе - Раççейре 5-мĕш вырăнта!

10 Авăн, 2015

Кăçал Литература çулталăкĕ пулнине халалласа çĕршывра сахал мар мероприяти иртет. Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе «Чи нумай вулакан шкул ачи» конкурс йĕркеленĕ. Унта пирĕн ентеш Евгения Михайлова пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Канаш районĕнчи Кармами ялĕнче пурăнакан, Канашри 9-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Женя иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пурĕ 472 кĕнеке вуласа тухнă. Шкул сайтĕнче палăртнă тăрăх, хĕрача пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ чухнех шăкăртаттарса вулама пĕлнĕ. Ун чухнех уроксем хыççăн библиотекăна çул такăрлатма хăнăхнă вăл. Хастар вулавçă хăйĕн чун иленĕçĕпе пĕрле вĕренекенсене те кăсăклантарнă, тантăшĕсем те ун хыççăн тĕрлĕрен кĕнеке шĕкĕлчеме васкаççĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ Женьăна амăшĕпе пĕрле Мускава чыслава йыхравланă. Конкурсăн Раççей тапхăрĕнчи çĕнтерÿçисене сентябрĕн 2-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кĕнеке курав-ярмăрккине уçнă чухне саламланă. Ярмăрккăна уçаканĕ - РФ Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесене параканĕсем Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раççей Почтин гендиректорĕн заместителĕ Инесса Галактионова пулнă. Ачасем çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи литературăпа çыхăннă паллă вырăнсене курса çÿренĕ, Раççей патшалăх библиотекинче пулса курнă.