Килекен чăваш ăрăвĕсен те чунĕ юрлатăр

27 Юпа, 2016

Иртнинче тĕл пулсан Анатолий Никитин композитортан чăваш мĕншĕн ялан — хурлăхра та, савăнăçра та — юрланин сăлтавне уçса пама ыйтнăччĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн витĕмлĕ хуравĕ мана нумай вăхăтлăха çунатлантарчĕ: «Мĕншĕн тесен чăвашăн чунĕ юрлама пĕлет». Тăванăмăрсем, чăнах та çапла-çке: халăхăмăр ырă çак йăлана ĕмĕртен ĕмĕре тытса пырать.

РФ Культура министерствин «Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ 400 ытла юрă кĕввин, «Пăлхарсем çинчен хывнă сăмах» симфони поэмин, квартет, трио валли хайланă музыка произведенийĕсен, романссен, «Ташă кĕввисем», «Эй, тăван, тус-тăван», «Туссем, юлар-ха савăнса» юрă пуххисен авторĕпе Анатолий Никитичпа тата унăн мăшăрĕпе, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн тăрăшнă, куракансен юратăвне тахçанах çĕнсе илнĕ Надежда Ивановнăпа хальхинче вĕсен пархатарлă проекчĕ тавра ытларах калаçрăмăр. Музыка искусствине чунпа парăннăскерсем Анатолий Никитин композиторăн юррисене шăрантаракан çамрăксен «Юрла, чăваш» пĕрремĕш телекурав конкурсне пуçарнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.