Клуб суту-илÿ вырăнне çаврăнчĕ

1982 çулта Çĕнĕ Лапсарта культура çурчĕ хута кайнăччĕ. «Акаци» ят пачĕç ăна. Акă вăл уçăлнăранпа кăçал 35 çул çитрĕ.

Малтанхи çулсенче çĕнĕ керменте директор тивĕçĕсене Ф.Куренин туса пычĕ. Вăл йĕркеленипех клубра пĕрремĕш концерт иртрĕ. Эпĕ те çавăн чухне Анатолий Моисеев баянистпа пĕрле юрланăччĕ. Çав кунранпа унти сцена çине пĕрре мар тухнă.

1991 çулта клуба Антонина Федулина ĕçлеме килчĕ. Питĕ пултаруллă та маттур çынччĕ вăл. Çав тапхăрта культура çуртĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлетчĕ. Ветерансем валли те уйрăм кружоксем пурччĕ. Эпир унта юрлама-ташлама кăна мар, шашка-шахматла, волейболла выляма та çÿреттĕмĕр, шейпингпа аэробика секцийĕсем те пурччĕ. Драмкружок ĕçне йĕркелесе янăччĕ. Кашни эрнере мероприятисем иртетчĕç.

Çав вăхăтри ырă кунсене культура çуртĕнче пĕр тапхăр ĕçленĕ Светлана Семенова ăшшăн аса илет. «Эпĕ унта ĕçлеме пынă чухне питĕ çамрăкчĕ. Мана ташă кружокне ертсе пыма шанчĕç. Мĕнле кăна мероприяти ирттермен пулĕ. Кунĕн-çĕрĕн клубраччĕ. Хамăн ачасем те «Акаци» хÿттинче çитĕнчĕç», — терĕ Светлана Геннадьевна. Каярахпа вăл Çĕнĕ Лапсарти ÿнер шкулне куçрĕ, унта чылай çул директорта ĕçлет.

Ф.Куренин ĕçрен кайсан клубри ĕç-пуç хавшама пуçларĕ. Кружоксен шучĕ çултан-çул чакса пычĕ, мероприяти сахалланчĕ. Пÿлĕмсене арендăна пама пуçларĕç. Юлашки çулсенче клуб суту-илÿ вырăнне çаврăнчĕ. Поселок халăхĕ те клуба çÿреме пăрахрĕ. Шел те, культура учрежденийĕнче халĕ ватă çынсем валли нимĕн те ирттермеççĕ.

Нина ГРЕЧКО, Çĕнĕ Лапсар поселокĕ.

Вулакан çырăвĕпе «Акаци» культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн ертÿçине Алевтина ЩЕТИНИНĂНА паллаштартăмăр. Акă мĕнле хурав пачĕ вăл:

Чăваш халăх юррисене шăрантаракан «Укăлча» 1988 çулта йĕркеленнĕ. Унта аслă ÿсĕмри 14 çын çÿрет, вĕсенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Çавăн пекех «Укăлча» çумĕнче вырăс халăх юррисене юрлакан дуэт пур. Çывăх çулсенче эпир уйрăм коллектив йĕркелеме палăртатпăр. Эрнере икĕ хут пухăнатпăр. Уявсенче куракансене илемлĕ юрăсемпе савăнтаратпăр. Аслисенчен çамрăксем те тĕслĕх илеççĕ. Клубра «Сывлăм» ача-пăча ансамблĕ пур. Ватă çынсем çавăн пекех клуба эрнере пĕрре ташă каçне килеççĕ. 50 çултан иртнисем валли аэробика секцийĕ ĕçлет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.