Клубĕ — çук, пултарулăхĕ — пур

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра культура вучахĕ хĕмленме пуçланăранпа 100 çул çитнĕ

Историйĕ пуян та кăсăклă унăн. Виçĕ чÿречеллĕ йывăç çуртра йăл илнĕ культура вучахĕ. Çуртăн малти пайĕнче вулавăш вырнаçнă, хыçалта — клуб. Унăн ĕçне И.Тябов йĕркелесе пынă. Вăл ертсе пынипех пултарулăх пĕрремĕш ушкăнĕ — агитаци бригади — çуралса аталаннă. Малтанхи концерт-спектакльпе колхозсен уй-хирне, фермăсене тухнă, аякри ялсене çитнĕ.

1967 çулта клуб çĕнĕ çурта, чиркÿ пулнăскерне, куçнă. Юсаса йĕркене кĕртнĕ хыççăн Мăн Вылăра культура вучахĕ çĕнĕ вăйпа ялкăшма пуçланă. Р.Савицкая ертсе пыракан хор ушкăнне 38 çын çÿренĕ. Клуб ĕçне тĕрлĕ çулта пултаруллă нумай ертÿçĕ йĕркелесе пынă: В.Семенов, Н.Федоров, С.Федорова, В.Лаврентьев, А.Петров. Вĕсем, юрă-кĕвĕ тĕнчине çывăхскерсем, хăйсем те ку енĕпе пултарулăхпа палăрса тăнă. Мăн Вылă клубĕн хор, драма ушкăнĕсем районта кăна мар, республикăра тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене йышăннă.
Тĕрлĕ çулта кунта культура енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, анчах та чунĕ-юнĕпе вĕресе-тапăртатса тăракан çамрăксем те вăй хунă: Е.Кириллова, Л.Щетинина, Ю.Никандров, А.Прокопьев, О.Андачков, В.Семенов, Ю.Васильев, И.Кириллов, А.Артемьев.
Драма ушкăнĕ клуб сцени çине тĕрлĕ спектакль кăларма мехел çитернĕ: «Икĕ каччăн пĕр шухăш», «Ялта», «Кай, кай Ивана», «Çĕрлехи çиçĕм», «Ничава Хветĕрĕ», «Пĕр çемьере» тата ытти те.
Шел, 1000 ытла çын пурăнакан салара паян клубăн уйрăм çурчĕ çук. Апла пулин те кунта культура пурнăçĕ вĕресе кăна тăрать. Культура тата сывлăх центрĕ, 14 пĕрлĕхе пĕрлештерсе тăраканскер, шкулта пÿлĕмсем тара илнĕ. Тен, çакă та витĕм кÿрет Мăн Вылăсене — культура пĕрлешĕвĕсене шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем валли эстрада, хор, ташă, театр ушкăнĕсем уçнă. Аслисем «Акăшпи» /театр/, «Выла ен» /фольклор/, «Шăпчăксем» /хор/ тата ытти ушкăнсене çÿреме кăмăллаççĕ. Спорт мероприятийĕсем йĕркелес явапа та хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать центр заведующийĕ Альбина Иванова. Ял халăхĕ пушă вăхăтне усăллă та кăсăклă ирттерме пултартăр тесе волейбол, шашка енĕпе тăтăшах вăй виçеççĕ, ăс çивĕчлĕхне палăртаççĕ.
Альбина Анатольевна, ку енĕпе ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илнĕскер, культура тытăмĕнче нумай çул вăй хурать. Центр ĕç-хĕлне 1993 çултанпа йĕркелесе пырать вăл. Пултарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Альбина Ивановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Кĕçех центра штат хушса параççĕ — Е.Васильева режиссер тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать.
Пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем нумай ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Тавралăха тирпей-илем кÿрес енĕпе те хăйсемех тăрăшаççĕ. Сцена çи-пуçне янтăласси те хăратмасть вĕсене. Ăсталăхĕсене хор, фольклор ушкăнĕсенче туптакансем, сăмахран, капăр кĕпесене, тĕрĕллĕ çи-пуçа хăйсемех туяннă, çĕлеттерсе хитре эрешпе илемлетнĕ. Спонсор пулăшăвĕпе усă курса та пуянлатса пыма тăрăшаççĕ вĕсем сцена тумтирне. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса гранта тивĕçни те палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшать. 2014 çулта район пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса кĕпесем çĕлеттерме май килнĕ.
Ташлас-юрлас енĕпе чăваша тĕлĕнтереймĕн — ку енĕпе пирĕн халăх питех те пултаруллă. Çав вăхăтрах сцена çине тухса артист пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ вĕсем куракана. Мăн Вылăри «Шанчăк» драма коллективĕ те — çак ретрен. 1993 çулта Альбина Иванова унăн ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе ярать. Виçĕ çултанах Мăн Вылă культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕ «Халăх театрĕ» ята тивĕçет. 2015 çулта репертуара çĕнетеççĕ. Республикăра иртнĕ «Мухтав ахрăмĕ» фестивале Г.Ирхи çырнă «Лар, аннеçĕм, юнашар» пьесăпа хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Ушкăн ертÿçи А.Иванова хĕрарăм рольне калăпланăшăн виççĕмĕш вырăна тивĕçет.
Ушкăна тĕрлĕ професси çынни çÿрет: сывлăх, вĕренÿ, суту-илÿ, ял хуçалăхĕ, культура тытăмĕнче вăй хуракансемпе пĕрлех тивĕçлĕ канурисем те пултарулăхне туптаççĕ кунта. Çак йыша театр искусствине юратни пĕрлештерсе тăрать.
Ачасен драма ушкăнĕ те аслисемпе тивĕçлипех тупăшать темелле. Республика шайĕнче иртекен «Мельпомена çутисем» смотрта 2013 çулта виççĕмĕш вырăн йышăннă вĕсем. Ытти конкурсран та тăтăшах дипломсемпе таврăнаççĕ шăпăрлансем.
Вырăнти культура вучахĕн витĕмĕпех çак енĕпе малалла вĕренмешкĕн талпăнаççĕ, ахăр, çамрăксем. Акă Соня Иванова, мĕн пĕчĕкрен сцена çинчен анса курманскер, юрлас пултарулăхне музыка училищинче малалла аталантарать. Соня — Альбина Анатольевнăн хĕрĕ. «Анне клуб тытăмĕнче ĕçленине кура ачаранпах ăна пулăшасси йăлана кĕнĕ, — аса илет вăл. — Мероприятисем йĕркелесе ирттерме çăмăлах мар. Малтанах ăна пулăшас килетчĕ. Çапла юрлас туртăм вăй илсех пычĕ. Культура авăрне мĕнле кĕрсе ÿкнине хам та сиссе юлаймарăм». Соня Иванова, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи, тен, тăван тăрăхах таврăнса амăшĕн ĕçне малалла тăсĕ? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ.
Мăн Вылă ял тăрăхĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.