Колоние - 10 çуллăха

16 Ака, 2015

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ çак хулара пурăнакан 30-ти арçын айăплине туллин çирĕплетнĕ, темиçе преступлени тунăскере çирĕп режимлă колоние 10 çуллăха ăсатма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Яковлев проспектĕнчи пĕр çуртри хваттерте 76 çулти йывăр аманнă кил хуçине тата унăн 61-ри пĕлĕшĕн виллине тупнă. Хваттер хуçин арăмĕ çакна курсанах полицие, васкавлă медицина пулăшăвне пĕлтернĕ. Ватă арçынна больницăна илсе кайнă, медицина пулăшăвĕ панă. Следстви тишкернĕ, суд пăхса тухнă тăрăх, мартăн 15-мĕшĕнче çÿлерех асăннă çамрăк арçын вĕсем патĕнче хăнара пулнă, пĕрле эрех-сăра ĕçнĕ. 50 çулти арçын хваттертен тухса кайма тăрсан çамрăк хăна спирт шĕвекĕ туянма укçа ыйтнă. Хирĕçлесен урсах кайнă - кĕленче савăтпа пуçĕнчен çапнă, карас телефонне, ылтăнпа витнĕ кĕмĕл çĕррине туртса илнĕ. Çавăнтах çывăрма юлнă. Тепĕр кунхине малтанхи каç хур кăтартнă арçыннăн хут уйăрттарман арăмне, 36 çулти хĕрарăма, тăнне çухатмаллах хĕненĕ. Унтан вара аллинчи кĕмĕл çĕррине хывса илнĕ. Мартăн 16-мĕшĕнче каçхине вăл, пĕрмай эрех ĕçнĕрен урăлса та çитменскер, 61-ри тепĕр арçынна хытах "патак çитернĕ", шар курнин пуç мими те чĕтреннĕ, каярахпа шыçнă та. Пуçтах арçын кунпа лăпланнă тетĕр-и? Çук. Тепĕр кунхине çак хваттере татах пынă та ватă кил хуçипе сусăр юлташĕнчен укçа ыйтнă. Лешсем тупса паманран тимĕр касмалли хачă ярса тытнă та старике ăçтан килнĕ унтан каснă, шăтарнă... Унчченех йывăр аманнă 61 çулти арçыннăн чĕри вара мартăн 19-мĕшĕнче ирхине тапма чарăннă.

Рубрика: