«Конвертпа» - саккунсăр!

20 Çурла, 2014

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури Кăнтăр пасарĕн территорийĕнче ĕçлекен предпринимательсем шалăва «конвертпа» тÿленин йышлă тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă.

В.Головин, М.Кушмарова, А.Николаева, С.Волосникова, В.Митин предпринимательсем хăйсен патĕнче сутуçăра ĕçлекенсемпе ĕç килĕшĕвĕсем туманнине палăртнă. Ĕçшĕн тÿлемелли вăрттăн схемăпа усă курни куç кĕрет. Урăхла каласан предпринимательсем ĕç укçин чăн виçине пытарнă, çавна май, паллă, налуксене, тĕрлĕ фонда хывмалли тÿлевсенчен пăрăннине тавçăрма йывăр мар. Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса район прокуратури ĕçлев çинчен калакан саккунсене пăсни пирки административлă ĕçсем пуçарнă. Çак материалсене тишкерсе Патшалăхăн ĕçлев инспекцийĕ предпринимательсене 4-шар пин тенкĕлĕх штрафланă.

Район прокуратури çак ĕçе малалла тăсĕ. Ытти районта та кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Тĕп хулари Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилемелли саккунсене пурнăçлассине çирĕп сăнаса тăрас тĕллевпе прокуратурăн «хĕрÿ линийĕ» пысăк усă кÿни çинчен пĕлтерчĕ. 62-25-51 телефонпа шăнкăравласа кашниех хăйĕн ĕçпе çыхăннă прависене, ĕçлев саккунĕсене пăсни çинчен евитлеме пултарать - район прокуратури тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕ.

Палăртни вырăнлă: 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕç паракансен ĕç килĕшĕвне кирлĕ пек çырманнипе çыхăннă яваплăхĕ çирĕпленет. Кунашкаллишĕн должноçри çынсене - 10-20 пин, юридици вăйĕнчи тытăм шутланман предпринимательсене - 5-10 пин, юридици вăйĕнчисене 50-100 пин тенкĕлĕх штрафлассине çирĕплетнĕ.

Унсăр пуçне налуксене, Пенси, Соцстрах, Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕсене куçармалли страховани тÿлевĕсене вăхăтра хывманшăн, çавăн пекех вĕсене шутласа палăртмалли никĕс виçине пĕчĕклетсе кăтартнăшăн тÿлемен налуксемпе страховани взносĕсен 40% чухлĕ штраф санкцийĕсемпе усă курма палăртнă. Штрафа татсан та ĕç параканăн бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене хывмалли укçана пур пĕр тÿлеме тивĕ.

 

Н.КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.