Куславкка районĕнче велосипедист шывра путса вилнĕ

3 Утă, 2018

Патшалăхăн Чрезвычайлă лару-тăрусен Чăваш Енри комитечĕ юлашки икĕ эрнери хурлăхлă хыпарсене палăртнă. Шăрăх çанталăка пула республикăри пĕвесенче, юхан шывсенче инкек чылай пулнă. Ĕнер Куславкка районĕнчи пĕр ялта вилнĕ арçын кĕлеткине тупнă.

Тĕрлемес ялĕнчи пĕве хĕрринче унăн тумтирне тата велосипедне асăрханă. Водолазсем вырăна çитсе вăтам ÿсĕмри арçын кĕлеткине шывран кăларнă.

«Юлашки икĕ эрнере республикăра 12 çын шывра путнă. Шел, вĕсенчен 4-ăшĕ — 5-12 çулти ача. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ асăрхаса çитерейменнине пула инкеке лекнĕ, пурнăçран уйрлнă. Ачасен аслисемсĕр шыва кĕме юрамасть», — пĕлтернĕ патшалăхăн Чрезвычайлă лару-тăрусен Чăваш Енри комитечĕ.

Шывра путнă çитĕннĕ 8 çынран пиллĕкĕшĕ эрех-сăра ĕçни палăрнă. Çĕрпÿ, Канаш районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче — 2, Куславкка, Улатăр, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски райĕнĕсенче 1-ер çын путнă. Палăртмалла, юлашки икĕ эрнере Атăл урлă ишсе каçма шухăшланă 7 çынна çăлнă. Ÿсĕрскерсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче хăйсен вăйне шывра ишсе тĕрĕслеме шут тытнă.

Чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕ шывра путнин тĕп сăлтавĕсене палăртнă:

— ишме пĕлменни;

— эрех-сăра ĕçсе шыва кĕни;

— ачасене çыран хĕрринче пĕччен хăварни;

— шывра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни.

 

Рубрика: 

Комментари хушас