14 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул хаçачĕ

Эпĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренетĕп. Нумаях пулмасть эпир Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Концерт лартрăмăр. Эпĕ юратнă анне пирки сăвă каларăм. Халь ачасен юратнă уявĕ — Çĕнĕ çул — çывхарать. Кашни шкултах, паллах, уява хĕрсе хатĕрленеççĕ.

14 Раштав, 2017

Кадетсен балĕнчи асамлă юмах

Хăш чухне самантлăха та пулин иртнĕ ĕмĕрсенчи илемлĕ балсене лексе курас килет. Кинофильмсенче вĕсене мĕнле хитре сăнлаççĕ-ха та… Телее, ку пурнăçланайми ĕмĕт мар. Шупашкарти Ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче çулсеренех Кадетсен Георгий балĕ иртет.

13 Раштав, 2017

Ырă сăнарĕ халăх асĕнче

Мана тĕнчери пĕрремĕш космонавта Юрий Гагарина курма тÿр килмен, çапах та вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿперен анса ларнă Саратов облаçĕнчи Смеловка ялĕ çывăхĕнче çар хĕсметĕнче тăнăшăн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Çавăнпах-ши космонавтсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсене пĕлнĕ çынсемпе кăсăкланатăп. Сăмахран, Юрий Гагаринпа çар чаçĕнче пĕрле пулнă Г.Горбунов пĕр вăхăт ман пекех Чăваш АССР ШĔМĕн аппаратĕнче ĕçлерĕ. Туслă лару-тăрура пулас космонавт пурнăçĕнчи темиçе саманта аса илнĕччĕ вăл.

13 Раштав, 2017

Ачисен ытамĕнче

Яманак — Трак тăрăхĕнче чи пысăк ялсенчен пĕри. Ваттисем каланă тăрăх, унта 300 яхăн кил.

Хветли кинемей йывăç çуртра ывăлĕн çемйипе кун кунлать. Ардальон Андреевичпа Екатерина Гавриловна Степановсем 1964 çултанпах мăшăр кăвакарчăн пек пурăнаççĕ. Вĕсем çав тери сăпайлă.

Çенĕк алăкне хуллен шаккарăм. Мана хирĕç кил хуçи тухрĕ. Хветли кинемей ывăлĕ пулчĕ вăл. Амăшĕ ăна юратса Артек тесе чĕнет. Хам мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтертĕм.

13 Раштав, 2017

Айăпли кам-ши?

Ял-хулара уйрăм çуртсенче пурăнакансем час-часах хăйсен çĕр чиккинчен тухса хуралтăсем çĕклеççĕ. Çапла майпа хушма хуçалăхне анлăлатасшăн-ши? Ирĕклĕ лаптăкпа никамран ыйтмасăр хуçаланни саккуна пăсни шутланать. Çитменнине, вĕсен çĕр докуменчĕ те çук. Апла пулсан кун пек хуралтăсене пăсма тивет.

13 Раштав, 2017

Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ

Республикăра усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 935,7 пин гектар йышăнать. Кăçал вăрах вăхăт усă курман 22972 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку палăртнин 93,6 проценчĕ пулать. Çав шутра 8289-шĕ çинче акса хăварнă, 418-шне кĕтÿ кĕртме уйăрнă.

12 Раштав, 2017

Людмила САЧКОВА: Унччен сăнанă çынсем халĕ хайлавăмсенче сăнарланаççĕ

Людмила Сачкова Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне кĕнĕ.

Pages