Лицей шăпи калаçтарать

4 Нарăс, 2014

2012 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕ 490-мĕш хушу кăларчĕ. Юсав ĕçĕсем тăватпăр тесе Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейне вăхăтлăха ĕçлеме чарчĕç. Лицейра вĕренекен 380 ачаран 200-ĕшне ял шкулĕсене ăсатрĕç, 100 яхăн ача хула шкулĕсенче вĕренме юлчĕ. 1963 çулта тунă лицей çурчĕсене тахçантанпах тĕплĕ юсаман. Вĕсене хăтламалла тенипе эпир килĕшетпĕр. Лицей ĕçлеме чарăннăранпа кĕçех 2 çул çитет. Сĕтел-пукана общежитисенчен тахçанах кăларса хунă. Шкул класĕсенчи компьютерсене пĕлтĕр çулла урăх çĕре илсе тухса кайнă. Çулталăк ытла ахалех лартăмăр, лицейра нимĕнле юсав ĕçĕ те ирттермерĕç. Çак тĕллевпе пĕр пус та бюджета хывман, çавăнпа нимĕн те тумаççĕ. Тĕрĕссипе - 2014 çулта юсама палăртнă хула шкулĕсен списокне лицее кĕртмен те.

2013 çулхи кĕркунне лицее пыракан сивĕ шыва тата çуртсене ăшăтакан вĕри шыва чарма хăтланса пăхнă, анчах лицей çурчĕсем айĕпе иртекен пăрăхсем шкулпа юнашар ларакан çуртсемпе çыхăннă иккен. Сивĕ тата вĕри шыва чарсан çав çуртсем хĕн курассине, лицее шывсăр хăварни мĕн патне илсе пыма пултарассине ăнланса илнĕ тÿре-шаран ку шухăша пăрахăçлама тивнĕ. Ирĕксĕрех 2014 çулта шкулăн коммуналлă ыйтăвĕсене тивĕçтернĕшĕн укçа тупма тивнĕ вĕсен.

Лицейăн виçĕ тĕп çуртне хальлĕхе ватман-ха, вĕсем тÿре-шарана ĕненсе хăйсене юсасса кĕтеççĕ. Сăмах панине 3 çул кĕтеççĕ теççĕ ваттисем. «Тепĕр çулталăк тăхтама тивет пуль», - хаш сывлаççĕ шанчăка çухатман, лицейран ĕç кĕнекине илсе каймасăр урăх шкулсенче вăхăтлăх ĕçлекен учительсем. Шаннă йăвара кайăк çук иккен.

Пултаруллă ачасен шкул çуртне хальхи наци интернат лицейĕ /Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 54 çурт/ вырнаçнă çĕрте мар, пачах урăх вырăнта - Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищи çумне хушса тума палăртнă. Çав шкулăн йĕркелÿçи /учредителĕ/ ЧР Культура министерстви пулать. Çĕнĕ шкулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ панисĕр пуçне музыкăна тĕплĕн вĕрентмелле теççĕ. Ăна та пулин - 9 класс таран анчах. 10-11-мĕш классене вĕрентсе патшалăх укçине тăкаклас темеççĕ - вăл ÿсĕме çитнĕ ачасене тÿрех музыка училищине йышăнма тĕв тăваççĕ.

Çĕнĕ шкул лицей шайлă шкул мар, музыка шкулĕ пулать иккен. Çакăн пек мелпе кÿршĕри Мари Элта ĕçлеççĕ. Кунашкал сĕнĕвĕн тĕшши пурри куç кĕрет, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче музыка училищинче вĕренме кăмăллакансен йышĕ самаях чакнине пĕлетпĕр.

Тутарстанра вара урăхларах, тухăçлăрах ĕçлеççĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх - Хусан хулинче наци 5-6 шкулĕ пур. Вĕсенче тăрăшсах наци элитине хатĕрлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикинче Чăваш-турккă лицейĕ, Етĕрне наци гимназийĕ, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ, Шупашкарта Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕ пурччĕ. Эпир мĕн пуррине упрама пĕлеймерĕмĕр. Тĕрлĕ сăлтав тупса малтан - пĕрне, унтан теприне хупрĕç. Хупма çăмăл, уçма вара... Хальхи вăхăтра çĕнĕ шкул тума татах та йывăр пулать. Хак кунсерен ÿссе пырать. 2014 çулта музыка çĕнĕ шкулĕн проектне тума - темиçе миллион, шкулне хăтлама вара 420 миллион тенке яхăн укçа кирлĕ теççĕ. Апла-и е капла-и - музыка çĕнĕ шкулне хăçан та пулин пур пĕрех тăвĕç.

Пире вара, учительсене, ашшĕ-амăшне - паянхи кун тăлăххăн ларакан лицей çурчĕсен шăпи шухăшлаттарать, кулянтарать. Хальлĕхе иртен-çÿрен сăтăрла ĕçсем тумасть-ха. Хÿтлĕхсĕр юлнă çуртсене усалсем куç хыврĕç тĕк?.. Пирĕн шухăшпа, лицей шăпине паянах - тĕплĕн виçнĕ хыççăн - татса пама тăрăшмалла. Халăхăн шухăшне ыйтса пĕлмелле, шута илмелле. Чăваш Республикинче тăван чĕлхепе культурăна аталантарас тата наци вĕрентĕвне çĕнетес шухăшлисем чылай. Чăвашăн пулас элитине хатĕрлессине Шупашкарта Чăваш наци лицейĕ ĕçленипе тÿр килтерекенсен йышĕ те самаях. Чăвашлăха тытса пыракан, наци кадрĕсем хатĕрлекен шкул кирлех.


Геронтий Никифоров,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ

Редакцирен: Лицей шăпи республикăра пурăнакан чылай çынна пăшăрхантарнăран вăл малашне мĕнлерех пулассине пĕлме тăрăшрăмăр.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Ен прокурорĕ Владимир Метелин вĕрентĕвĕн асăннă заведенийĕ тĕлĕшпе акă мĕн палăртнă: унăн шухăшĕпе - лицее хупни патшалăх политикин вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕллевĕсене, çемье хаклăхĕсене мала хурас тата пултаруллă ачасене аталанма пулăшас ăнтăлăва хирĕçлени. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн прокуратура Шупашкар хула администрацине саккуна пăснă самантсене сиресси çинчен представлени тăратнă. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ патне те информаци çитернĕ. Çырура лицей Чăваш Енри тата унăн тулашĕнчи ял ачисене йышăнакан интернат типлă нумай профильпе вĕрентекен пĕртен пĕр инноваци учрежденийĕ пулнине палăртнă.

Представление пăхса тухнă хыççăн Шупашкар хула администрацийĕ ЧР Министрсен Кабинетне асăннă заведение муниципалитет харпăрлăхĕнчен республикăнне куçарма ыйтса çырнă. Паянхи кун тĕлне лицее хупма йышăнман-ха. Учрежденире юсав ĕçĕсем ирттерсе вĕренÿ занятийĕсене малалла тăсасса кĕтесси çеç юлать...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.