Лява Платунĕн инкеклĕ шăпи

31 Утă, 2015

Вулакана каласа парас текен çын Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче 1892 çулта çуралнă. Унăн несĕлĕ - тĕне кĕмен чăваш Савар - хăйĕн çуртне кунта 300 çул каялла туса лартнă. Ачисем, мăнукĕсем унтах çуралса ÿснĕ. Пирĕн сăмахăмăр çак йăхри Платон Захаров /Львов/ - Лява Платунĕ - çинчен.

Вăл пурĕ те 49 çул çеç пурăннă. Çак пысăках мар тапхăрта тем те пулса иртнĕ: пĕрремĕш тĕнче вăрçи, граждан вăрçи, Чăваш автономи облаçĕ чăмăртаннă, Атăлçи тăрăхĕнчи выçлăх, экономикăн çĕнĕ политики, ЧАССР йĕркеленнĕ, колхозсем аталанма пуçланă, ГУЛАГăн тискер лагерĕсем...

Платон Захарович Львов политикăра хастарлăхĕпе палăрнă, пултаруллă журналист, куçаруçă, литератор, предприяти ертÿçи, общество ĕçченĕ пулнă. Вăл Чăваш автономи облаçĕпе РКП/б/ обкомĕн хаçачĕсене - «Известия рабочих, крестьянских и красноармейских депутатов Автономной Чувашской республики», «Чувашский край», «Канаш» - редакциленĕ. Унăн çивĕч ыйтусемпе çырнă статйисем, очеркĕсем асăннă хаçатсенче тата «Ана», «Сунтал», «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Львов общество-политика ĕçĕнче те палăрнă, Чăваш Писательсен союзĕн бюро членĕ пулнă.

«Раççейре пролетари революцийĕ 1917 çулта пулса иртнĕ, чăваш халăхĕшĕн вара çак кун 1918 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче кăна - «Канаш» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă кун - çитнĕ», - çапла калама юратнă П.Львов. Çак куна вăл инкекре нушаланнă халăхăн çуралнă кунĕ, чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе хăй хастар кĕрешме пуçланă самант пек йышăннă.

Ун чухнехи самана çынсен шăпине çиçĕм хăвăртлăхĕпе улăштарнă. Сăмахран, 1937 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх издательствинче иртнĕ парти пухăвĕнче издательство заведующийĕ пулнă, Чăваш главлит заведующийĕн Платон Захарович Львовăн персона ĕçне пăхса тухнă. Унăн пурнăçĕнчи юлашки 17 çулĕ шăпах Патшалăх издательствипе çыхăннă. Юлташĕсем, ĕçтешĕсем Платон Захарович ăнлантарса панине тĕрĕс тесе йышăннă, çавăнпа ăна выговор панипех çырлахнă. Анчах та партин хула комитечĕ пуçламăш организацин йышăнăвне пăрахăçланă, Платон Львова ВКП/б/ ретĕнчен кăларнă.

Пĕр сехет хушшинче Чăвашгиз ертÿçи «халăх тăшманĕ», «шурă гвардеец» пулса тăнă. Платон Захарович хăйĕн чысне хÿтĕлеме хăтланнă, çапах та вăйсем танлашайман. 1937 çулхи декабрьте ăна арестленĕ, 1941 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче вара вăл Улатăрти лагерьте вилнĕ. Ăна ăçта пытарнине халĕ те никам та пĕлмест.

Станислав ОТРЫВАНОВ.

Хусан хулине ĕлĕк вырăс чиновникĕсем таврари халăха патша ирĕкне пăхăнтармалли крепоç тесех йышăннă пулас. Кунта та пултарнă чиновниксем, хăйсене кура мар, чăнах та питĕ чее, питĕ куçлă çынсем пулнă, мĕншĕн тесен Хусан, ĕлĕк-авал таврари халăхсемшĕн ытла тăван хула пулман пулсан та, пурăна киле пуриншĕн те çывхарса пынă. Малтан Хусантан патша çар пуçлăхĕсем таврари халăха хĕçпăшалпа пăхăнтарса тăнă, унтан пупсен, миссионерсен чее, суя илĕртĕвĕ Хусантан тухса таврари халăха хуланалла туртса тăнă. Таврари тĕттĕме юлнă халăх хăранипе те, илĕртнипе те Хусан хули еннелле сукмак хунă, ют, сивĕ хулана ăшăтма хăйĕн юлашки туприне ирĕксĕрех хурса тăнă. Айван халăх сивĕ хулана ăшăтсан вăл сахалтарах çыртĕ, сахалтарах тытĕ тесе шухăшланă пулас. Таврари халăхшăн Хусан Киреметсенчен те аслăраххи пулса тăнă, ăна хура халăх чÿклесе те çитереймен. Çитменнине тата çити-çитми пурнăçран Хусаналла туртнă тупра халăха пушшех Хусанпа çыхнă, ăна çак хуланалла ратнеленĕ.

Чее патша чиновникĕсем Хусан патша политикĕшĕн çав тери кирлине, пысăккине кура ăна таврари халăхшăн татах та киреметрех тума тăрăшнă. Хусанпа Мускав хулисен хушшине чукун çул хурса пĕтĕçтернĕ, Хусанта пысăк заводсем, фабрикăсем уçнă, ăна кĕпĕрне хули туса хунă. Ку та сахал: Хусан урлă Çĕпĕре чукун çул хурса унти вак халăхсене те, унти ырлăх-пурлăха та патша ури кĕлли патне пырса хунă чее чиновниксем...

Çапла, патша кăмăлĕпе чапа тухнă Хусан хули халĕ те таврари халăхшăн Киреметех пулса тăрать. Чăвашсен хăйсен республики пур, çармăссен - хăйсен. Кашниех вĕсен тĕп хулисем пур: чăвашсен - Шупашкар, çармăссен - Краснококшайск. Вăл хуласенче - çывăхри вак халăхсене пĕрлештерсе тăракан, вĕсен пурнăçĕсене юсаса, йĕркелесе тăракан влаç. Çитменнине ку вăл пĕр йĕркене упраса тăракан влаç çеç мар, вăл хура халăха вăй çитнĕ таран пулăшакан влаç.

Çапах та... Çапах та, çармăссем Краснококшайск урлă Хусана туртăнаççĕ, чăвашсем Шупашкар урлă çавăнтах туй тăваççĕ. Сăмахран, усламçăсене илер. Вĕсем тавар шыраса Шупашкара пымаççĕпе пĕрех - пурте Хусаналла! Усламçăсенчен ялти кооперативсем те юлмаççĕ: вĕсен Обл­союз та, Внуторг та çукпа пĕрех. Хусан усламçисем, Хусан пасарĕсем вĕсене эрешмен карти пек сырса тăраççĕ. Ку ĕç çапла кутăн тăнăшăн эпир усламçăсене, ялти кооперативсене пĕтĕмпех айăпламастпăр. Ят Облсоюзпа Снабторг таврашне ытларах тивет, мĕншĕн тесен вĕсем тавар тĕлĕшĕнчен сÿрĕкрех ĕçленипе çеç Чăваш Республикинчи халăх халĕ те Хусана аслă Киремет вырăнне шутлать.

Урăх енчен пăхсан та Хусан чăвашсемшĕн илĕртÿллĕ хула. Акă, пичет-штемпель ĕçнех илер. Кăçал çуркуннеренпе Чăваш кĕнеки уйрăмĕ пичет-штемпель тума тапратнă. Кун çинчен хаçат урлă та пĕлтерÿ тунă. Анчах Чăваш Республикинче пĕр волĕçтăвком çеç мар пичет-штемпĕле халĕ те Хусанта тăвать, вĕсем йышлăн. Çитменнине, Шупашкар патĕнчи волĕçтăвкомсем те /акă Тутаркас вол./ штемпель тума Хусана çÿреççĕ. Ĕçлекенсемпе хресченсен инспекцийĕн мĕн майпа çак волĕçтăвкомсем çывăхри Шупашкара пăрахса Хусана штемпельсем тутарма çÿренине тĕрĕслесе пăхасчĕ. Çул çине ÿкнĕ тăкак штемпель хакĕсенчен те пысăкраххишĕн кам айăплă-ши, çак тăкак кам çĕтĕк кĕсйинчен тухса Хусанăн тутă хырăмĕ кулли пулать-ши?

Эрне, Шупашкара картмасăр Хусана çÿрекенсене пурне те тĕрĕслесе çитерес çук. Эпĕ Хусанта чухне /çувăн 25-31 числисенче/ Хусанта Шупашкарти ĕçлĕ çынсем теçеткен-теçеткен ĕçсĕр аптраса пурăннине куртăм. Хăшĕн ĕçĕ те пĕр кунлăх çеç, анчах вăл 3-4 кун хушши цирксене, киносене кайса çÿресе ирттерет. Тата Чăваш Республикинчи ĕçлĕ çынсен акă мĕнле чир пур: каяççĕ Йĕпреç уездне, анчах вырăна çитиччен малтан Хусанта пурăнса ĕшенеççĕ. Куславккапа Тĕрлемес хушшинче тухнă тăкак Хусанта 3-4 кун пурăнса тăкака кĕнинчен пысăкрах-ши вара?

Кам укçи каять-ши вара, Йĕпреçе кайнă чух Хусанта кăна пулнă вăхăтри тăкака саплама?

Чăваш Республики пуррине, чăвашсемшĕн Хусантан Шупашкар хаклăрах пулассине пĕр хамăр республикăри çынсем çеç мар манаççĕ. Акă, Мускаври пĕр пысăк чăваш учрежденинчен чăваш хушшинчи Советпа партин ĕçне сăнама, тĕрĕслеме пысăк ĕçлĕ çын тухнă. Вăл Атăл тăрăх килнĕ, анчах Шупашкартан иртсе кайса тÿрех Хусана килсе кĕнĕ. Уншăн Шупашкар чăвашĕсем çукпа пĕрех пулас. Ерне, вăл тĕрĕслекен çын, Шупашкартан иртсе кайса тÿрех Хусана анни Чăваш Республикинчи влаçшĕн, парти организацийĕшĕн питĕ лăпланмалла япала иккен, чăваш ĕçĕ калама çук яка. Анчах вăл Шупашкара кĕрсе унти ĕçсемпе паллашнă пулсан, республикăна кĕреймен чăвашсене те авантарах пулĕччĕ тесе шутлатăп.

Вăл пынă çĕре Хусанти обкомăн Чăваш секцийĕнчи ĕçсем çапла пулнă: ялпа секцийĕн çыхăнăвĕ пĕлтĕр-виçĕмçулхи пекех япăх, ялти нушасене нумайăшне секци учета илеймен /Мускавран килнĕ юлташ сăмахĕ тăрăх/. Çаксене юсама Мускавран килнĕ юлташ питĕ сума сунă Чăваш секцине...

Çапла, çăва тухсан Хусана йăпăр-япăрах çÿрекен чăвашсем сахал мар. Ку тĕлĕшрен ĕçлĕ çынсем те, усламçăсем те, ахаль пурăнакан чăваш та пĕр хаклă: пĕрне ырласа, тепĕрне хурламалли çук. Тен, чылайăшĕ чăнах та ĕçпех çÿреççĕ пулĕ? Анчах, епле пулсан та, Чăваш Республики Хусана Шупашкартан маларах хунине мухтамаллах мар. Кунта мухтани, колонизацине мухтанинчен инçех мар. Хамăр ĕçсене эпир Шупашкарта Хусантинчен сахалтарах тăватпăр пулсан, пире Шупашкар мĕн тума кирлĕ темелле те пулать.

Çапла калама никам та ан пултартăр тесен, Чăваш обкомĕпе ĕçтăвкомĕн хăйсен аллинчи ĕçлĕ çынсен ĕçĕсене питĕ асăрхамалла, республикăн интересне, унăн тивĕçне питĕ упрамалла, Хусана ĕçсĕр çÿрекенсене чармалла, ĕçлĕ çÿрессине те чакармалла. Сăмахран, ялти кооперативсене Облсоюз куçĕнчен пăхтармалла, Снабторг аллинченех тăрантармалла. Çапла тăвас пулсан, Облсоюзпа Снабторга çивĕчрех ĕçлеттермелле, таварсене йÿнĕрех тыттармалла, тата таварсем тĕрлĕрен, йышлă пулмалла. Чăваш Республикинче Хозторгпа Внуторг çакăн пек шухăшланă-ши? Е пĕр Облсоюз магазинĕнчи çынсемпе ялти кооперативсем эрнере икĕ хут Хусана çÿремелли положени йышăннă?

Çакăн пекех штемпельсене Хусанта тутаракансем те. Кунта, Шупашкарта тусан, штемпельсем чăвашла та, вырăсла та пулаççĕ. Хусанта пичет штемпелĕсене чăвашла кам туса парĕ? Вĕсем, ĕнтĕ, вырăсла кăна пулаççĕ. Кама килĕшет-ши вара, чăваш чĕлхине реализациленĕ вăхăтра вырăсла штемпельсемпе аппаланни? Хусанта Шупашкартан картланса çÿрекенсем эпĕ çакăн çине тарăхнинчен тĕлĕнсе кĕтсех тăраççĕ! Анчах, куншăн вĕчĕхмен çын, ман шутпа, Совет влаçĕн вак халăхне упракан политикăна пĕлмен, пат ютшăнман та именмен çын. Чăнах та, мĕн вăл пирĕншĕн, вак халăхсемшĕн, Хусан? Пĕр енчен - вăл пирĕн çири помещик, тепĕр енчен - хамăр ăшăтнă, сăн-сăпат кĕртнĕ идол /кĕлетке/. Апла та, капла та эпир Хусанăн чурисем иккен. Анчах, революци хыççăнхи ирĕкре те эпир Хусана чÿклесрен хăтăлайманни, эпир пуçĕпех чурана кайнине кăтартать. Эпир ирĕклĕ çын шухăшĕсене, унăн пултарулăхне те йышăнасшăн мар. Хамăр чура чунлă натурăпа Хусаналлах туртăнатпăр, хамăра юпа уйăхĕнчи революци сĕнсе панă Шупашкарпа /Шупашкар - чăваш халăхĕн ирĕклĕхне систерет/ ниепле те явăçаймастпăр.

Чăвашсене автономи панă чухне Хусан чăвашĕсене мĕнпе те пулин маларах пулăшнă пулсан, тата ăçта каймастчĕ-ха, ăна чÿклеме те пулатчĕ. Анчах, чăвашсем авалхи Хусана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăйсен çити-çитми халĕпе илем кĕртме тăрăшнă пулсан та, вĕсем Хусан мулне пысăклатма нимĕн шеллемесĕр тăрăшнă пулсан та, автономи тума Шупашкара куçнă чухне Хусантан мĕнпурĕ те 3 шкаф, 8 сĕтел, 16 пукан çеç аран-аран илсе килнĕ. Çитменнине, чăваш шрифтне илес тесен те, Чăваш облаçĕ мăшкăл çеç курнă: ун чухне чăваш шрифчĕсене тыткалама пултарнă çын, хăй чăваш пулсан та, Шупашкара юрăхсăр шрифт çеç парса янă. Хусан пурлăхĕнчен Чăваш Республикине урăх ним те куçман /ĕçлекенсене эпир шутламастпăр та, мĕншĕн тесен Хусанта ĕçлесе пиçнĕ юлташсем Шупашкара куçсан, ĕçĕ юрăхсăр пулнипе, вĕсене чăвашсем питех те йышăнман/.

Çапла, хамăр асаттесем, ватă пулхăрсем тата хамăр та пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех пуçтарса пынă Хусан мулĕнчен Чăваш Республики нимĕн усси те курманнине пăхса тăрса, Хусана чÿклекен чăвашсем çине те вĕчĕхмесен, вара чăваш ячĕ çĕрсех лармĕ-ши? Чăнах та, çĕрет! Çитменнине тата, Хусана йăпăр-япăрах вĕркени чăвашăн çĕтĕк кăсйине питĕ сисĕнтерет: унта кайса килме сахалтан та кашнинех 30-40 тенкĕ кирлĕ. Çитменнине тата, тепĕр учрежденинчен пĕр ĕçпех ик-виç çын пĕр тăруках Хусанта çăварсене карса çÿреççĕ. Кун чухне расходсем татах пысăкланаççĕ. Кама кирлĕ çак тăкаксем? Вĕт, пирĕн бюджет ахаль те кĕске çанăллă мар-и?

Çаксене пурне те асра тытса, атьăр Шупашкара Хусантан ăмăртса юсама тытăнар, хамăр ирĕке систерекен авалтанпа чăваш хули Шупашкарăмăра чаплантарса ярар, Хусана кайса çÿресе тухнă тăкаксене чăваш нацийĕн муллăхне çирĕплетме хурар!

Лява Платунĕ

/«Канаш». 1925. 19 июнь/

 

«Канашăн» ĕмĕрĕ

1918 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Хусанта «Канаш» хаçат тапранса кайнă. «Канаш» та, пур Совет хаçачĕсем пекех, пăнтăхнă ватă тĕнче ишĕлчĕкĕсем çинче шăтса тухнă. Унăн ватă тĕнчен юлашки сĕрĕмĕсемпе çамрăк, коммунизмлă пурăнакан ирхи хĕлхемĕсем тапăçнă чухне ĕçлеме тивнĕ. Вăл саманасем иртни халĕ сакăр çул çитрĕ. Коммунизмăн шурăмпуçĕ ватă тĕнчен кăн-кăвак сĕрĕмĕсене ун чухне çĕнтерсе пыма «Канаш» хаçат пулăшнинчен те нумай килнĕ. Ахаль мар çав, «Канаш» тухма тапратсанах, чăваш ĕçхалăхĕн тăшманĕсем ăна çăтса яма хăтланчĕç тата ĕçлекенсене юнама тытăнчĕç. Шăл çыртнă пулсан, вĕсем «Канашра» ĕçлекенсене тулласа пăрахма та тытăнса тăман пулĕччĕç...

«Канаш» тухма тапратнăранпа 8 çул çитрĕ. Вăл сахал мар. Анчах, вăл саманана эпир халĕ те палламан, ун чухнехи пысăк ĕçсене халĕ те тусан айĕнчех тытатпăр. Аçа-çиçĕм пек хăвăрт туса пымалли паянхи ĕçсем пире çилĕм пек çат тытса тăнипе, эпир малтан мĕн пулнисем çине ниепле те çаврăнса пăхма ерçейместпĕр.

Вăхăчĕ чупать, пурăнăç шавласа юхса кунран-кун пирĕн ума, Совет ирĕкĕн пурине хăпартас тĕлĕшпе çĕнĕрен çĕнĕ ĕçсем килсе тăратать. Эпир вăл ĕçсене тунă çĕре пĕтĕм вăя, пĕтĕм ăс-хакăла хуратпăр. Каялла тишкĕрсе пăхмаллине пысăк ĕç вырăнĕнче шутламастпăр. Анчах пурнăçа пĕр каялла-малалла пăхмасăрах юсама тытăннă этем, правилăсăр, çипсĕр, отвессăр çурт тума тытăннă çын пекех мар-и? Никĕсри чулпа çÿлти кирпĕчсене отвес тытса купаласа пымасан, хÿме тăррисем никĕсĕнчен е шаларах, е туларах мăкăрăлса тухмĕ-ши?

Сакăр çул хушшинче пирĕн пĕрре те пулин хамăр иртсе килнĕ çул çинелле çавăрăнса пăхма кирлех. Тен, пирĕн иртнĕ çулсем çинче пулнă кăлтăксене эпир тепĕр хут тумастпăр-и, тен, вăл çулсем çинче халĕ те тума тивĕçлĕ усăллă тĕлсем манăçа тăрса юлнă пулĕ? Çаксене пурне те асăрхаса малалла утмалла.

«Канаш» пуçланса кайнă куна эпир тивĕçлипех чăваш хушшинчи Октябрь теме пултаратпăр, мĕншĕн тесен «Канаш» пуçланни - тĕттĕм чăваша коммунизм çулĕн маякĕсене куçпах курмалла туса пани пулать. Ку таранччен вăл маяксем эсерсемпе меньшевиксем мăкăрлантарса тăнă тусан витĕр чăвашсене питех курăнман. Ку таранччен чăваша пуплă-хуçаллă социализмпа тăрантаранçи пулнă. «Канаш» тухсан кăна чăвашсем коммунизм çулĕ çине тухнă.

Анчах, «Канаш» тухма тапратсанах, тÿрех коммунизм çулĕ çине тăнă тени те тĕрĕсех мар. Чăваш хушшинче таса, идейлă коммунистсем ку вăхăтра сахал пулнă. Ку вăхăтра Совет йĕркин кунçулĕ вĕт буржуйлă Хресчен секцийĕн ĕçĕсем айне те часах лучăркана-лучăркана кĕнĕ. Ку вăхăтра чăвашсен партире тăман «коммунистсем» те пулнă. Тата, çитменнине, ку вăхăтра чăвашсен журналистсем те сахал пулнă. Мĕн пуррисем те хаçата научнă тума кирлине аса та илмен. Çавăнпа ку вăхăтра «Канаш» пĕр енчен питĕ вĕт буржуаллă идеологиллĕ пулнă. Ун чухнехи «Канаш» мăнкун праçникне тÿрĕ чĕрепех ĕçлекенсен чи паллă праçникĕ тесе шутласа, вулакансене: «Христос чĕрĕлнĕ», - тесе ырă сунма та вăтанмасть, ăна хирĕç пĕр иккĕленмесĕр: Чăн чĕрĕлнĕ» тенĕ, тата тепĕр çĕрте /33-мĕш номерте пулас/ большевиксене çĕр саккунĕ пирки питĕ çĕмĕрет.

Тепĕр енчен, ку вăхăтри «Канаш» те хаçат вăл, те журнал, те листовка - ниепле те пĕлмелле мар. Унăн пичĕ шатра тухнă чапрас этем пичĕ пекех пулнă.

Совет ирĕкĕн тĕрĕс çулĕсене витĕр курса тăракан чăвашсене «Канаш» çапла тухни килĕшмен. Вĕсем, «Канаш» хаçат çаплипех тухса тăрсан, чăвашсем йăнăш çул çине те тăма пултарнине кура, ăна чăн ĕç-хура халăхĕн хаçачĕ тăвас тесе, «Канаша» Хусан Совечĕн Хресчен секцийĕ аллинчен илсе ăна Вак халăхсен Комиссариачĕн Чăваш пайĕ аллине панă.

Çакăнтан тин вара «Канаш» хăйĕн хальхи çулĕ çине тăнă. Тин вара, вĕт буржуаллă идеологи «Канашран» тухса ÿксе, ăна чăн ĕç халăхĕн сăн-сăпачĕ çапнă. Вара коммунизмăн тĕрĕс çулĕ çине тăнă.

«Канашăн» паян 8 çулхи юбилейне уявламалла. Анчах, «Канашăн» юбилейĕ паян пулсан, унăн ячĕн юбилейĕ çеç паян. Унăн пичĕ çеç паян сакăр çуллă ĕмĕрлĕ. Унăн ăшчикĕн, унăн коммунизм çулĕ çине тухнин юбилейĕ кăшт кайрантарах, вăл чăн ĕç халăхĕн хаçачĕ пулса тăнă кун - июнĕн 7-мĕшĕ: çак кун «Канаш» чи пирвай Тĕп Чăваш Пайĕ патĕнче тухать, унăн ăшчикĕнчен вĕт буржуаллă идеологийĕ çак кун тухса ÿкет...

Самана иртсе пырать, паян пулнă пысăк ĕçсем манăçа юлса историри япала пулса тăраççĕ. Вĕсене ĕмĕр тусанĕ сырса илет. Вĕсем тĕксĕмленсе каяççĕ. Анчах, вăл историри япаласене пирĕн час-часах ĕмĕр тусанĕ айĕнчен кăларса çавăра-çавăра пăхмалла, мĕншĕн тесен вĕсен питне асăрхаса тăрса эпир малалли утăмсене те тĕрĕс ярса пусма вĕренетпĕр.

Лява Платунĕ

Редакцирен: Ку статьяна Л.П. «Канаш» юбилейĕ кунĕ валли çырнă, анчах почта ăна вăхăтра çитереймерĕ. Редакци Л.П. пекех шухăшласа, «Канаш» историйĕ çинчен материалсем пухма, «Сунталăн» 3-мĕш номерне «асăннисене» кĕртет, ватă журналистсене хăйсен асаилĕвĕсене çырса пама ыйтать.

/«Канаш». 1926, февраль, 24/

 

Театрпа искусство.

Шупашкарта.

Çаплипех хăварма юрĕ-и?

Нумаях пулмасть, чăваш сценине юратакансем Шупашкарта пуçтарăнса «Чăваш сценине юратакансен коллективĕ» йĕркеленĕ. Коллектив малтанхи кунсенчех спектакăльсем те лартса кăтартрĕ, татах та вĕсене лартса кăтартма хатĕрленет. Коллектива малтанлăхах 20 артиста çитиччен кĕнĕ. Пурте вĕсем хавасланса ĕçе тытăннă. Анчах... Тем укçа-тенкĕ ыйтса анкă-минкĕлетнĕ пек, тем таçта, чăваш хушшинче мар организациленĕ пек, тем чăваш спектакăлĕсем пирĕн кашни кунах пулса пире йĕрĕнтернĕ пек, коллектив чи малтанхи утăмсенчех хăй çине сиввĕн пăхнине, хăйне çул паманнине сиснĕ. Сăмахран, вăл репетицисем тума та çурт-йĕр тупаймасть, ăна: «студипе ăмăртса хăтланатăр», - тесе калакансем те тупăннă. Коллективра ватă артистсем /Осипов, Иллариус, Ырзем, Парне, Кир, Егоров т.ыт.те/ тăраççĕ. Вĕсем чăваш сценишĕн укçа-тенкĕсĕрех пуçĕсене хума хатĕррине эпир пĕлетпĕр, кăçал çеç мар вĕсен ĕçне куç умĕнче куратпăр. Вĕсем кампа та пулсан ырă мар шухăшпа ăмăртса хăтланас çуккине эпир пĕлетпĕр. Çавăнпа та, ку коллектившăн тăлă явакансене пирĕн, чăваш искусствине хисеплекенсен, вирлĕн, тимлесе аллисенчен шаккамалла. Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссариата ку коллектива пур енчен те пулăшса тăма сĕнетпĕр...

Шуç Левентти

/«Канаш». 1927, январь, 3/

 

Редакцирен: Лява Платунĕ çырнине Станислав Отрывановăн «Приговорăн на гибель» /Шупашкар, 2013 ç./ кĕнекинчен пĕр улăштармасăр пичетлетпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.