Медицина туризмĕ вăй илет

12 Раштав, 2017

Шупашкар хула администрацийĕ йĕркеленипе Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «MedTravelExpo – 2017. Санаторисем. Курортсем. Медицина центрĕсем» курав ĕçленĕ.

Унта тĕрлĕ çĕршыври санаторипе курорт комплексĕсем, медицина учрежденийĕсем тата туризм компанийĕсем хутшăннă. Куравра хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Енри санатори те паллаштарнă. Организаци паллă туроператорсемпе тата Испанипе Грецири сиплев  чрежденийĕсемпе çыхăну тытасси пирки килĕшÿ тунă.

РФ медицина туризмĕн ассоциацийĕн президенчĕ Валерий Буянов пирĕн республикăри сиплевпе медицина организацийĕн ĕçне пысăк хак панă. «Чăваш Енре медицина туризмне аталантарма май пур. Унта инфратытăмĕ те пуян, çут çанталăкĕ те илĕртÿллĕ тата Атăл хĕрринче вырнаçнă», — тенĕ вăл.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.