Пĕр мероприятирен те юлмаççĕ

8 Çурла, 2014

Республикăри кашни районтах çамрăксен канашĕ пур. Етĕрне районĕнче ăна администрацин социаллă пурнăç пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Екатерина Ефимова ертсе пырать. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер 2006 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хушма биотехнологи колледжне пĕтернĕ. Унтан коопераци институчĕн дипломне илнĕ. Кăçал вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн патшалăхпа муниципалитет управленийĕн факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Екатеринăн мăшăрĕ Етĕрнерен пулнă май çамрăк çемье унта пурăнма куçнă. Вĕсен хĕр ÿсет. Çамрăксен канашĕн ертÿçи пуличчен Екатерина Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче 6 çул менеджерта ĕçленĕ. Çамрăксен парламенчĕн йышĕнче тăнăскере кашни мероприятие хастар хутшăннăран кунта куçма сĕннĕ. Вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăçне интереслĕрех йĕркелеме тăрăшать. Çакна Етĕрнери çамрăксен канашне Раççей, республика шайĕнче тав хучĕсемпе чыслани те çирĕплетет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.