Мифран карнавал таранччен

17 Авăн, 2014

Чăваш наци музейĕн музейпа курав центрĕнче тĕнчери тĕлĕнмелле тата хăйне евĕр маскăсен выставки уçăлнă. Унта Африкăри, Америкăри, Европăри, Азири, Австралири çĕре яхăн маскăпа паллашма пулать.

Авал çынсем тĕн йăли-йĕркине тунă чухне яланах пите хупланă. Йăла-йĕрке ирттермелли маскăсем пирĕн пата ытларах Африкăран килнĕ. Каярах тĕн, йăла-йĕрке пĕлтерĕшне çухатнăскерсемпе, çынсем кăмăл-туйăма палăртмашкăн усă курма тытăннă. Кĕçех маска театрăн тĕп атрибучĕ шутланма пуçланă. Театр сценипе кăна çырлахман хайхи, "ирĕкелле тухнă", карнавал палли пулса тăнă. Экспозицире çавăн пекех - тĕрлĕ халăхăн интереслĕ скульптура ÿкерчĕкĕсем. Вĕсемпе авалхи кĕвĕсен ытамĕнче паллашма май пур. Курав юпа уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлĕ.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.