«Мрамор» кукамăшĕ

25 Кăрлач, 2018

Пĕрисем ăна «сăваплă» теççĕ, теприсем ăнланмаççĕ. Светлана Чернова пĕчĕк чухнех ырă тăвассишĕн тăрăшнă. Вăрçă тухассинчен шикленнĕскер Саманта Смит тĕслĕхĕпе Германие çырусем шăрçаланă. Ача ăсĕпе вырăсла хайланăскерсене чикĕ леш енче ăнланассăн туйăннă. Чăнах та, хуравсем çитнĕ. Светланăна «мрамор» кукамăшĕ теççĕ. Ăна Чăваш Енре кăна мар, тĕнчипех паллаççĕ.

«Çуратăрах!»

Светлана Чернова Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче çуралса ÿснĕ. «Аттене питĕ хĕрхенеттĕм. Вăл ашшĕне пĕрре те курман. Асанне упăшкине вăрçа ăсатнă чухне йывăр çын пулнă. Вăл фронтран таврăнайман», — каласа кăтартать хĕрарăм. Вăтапуç шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер Хусанта пĕлÿ пухнă, Шупашкарти Трактор тăвакансен заводĕнче ĕçленĕ. «Эпĕ пулăшу ыйтакан умĕнчен иртсе каймастăм. Общежитире пурăннă чухне йывăр лару-тăрăва лекнисене хавхалантарма май тупаттăмах», — тет Светлана. Çемье çавăрнăскер виçĕ ача çуратнă. Шел те, вăтамми сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Çухатăва чăтса ирттерме йывăр пулнă. Пурпĕрех ура çине тăма тивнĕ.

«Пур енчен те кăмăллă çынсем пулаççĕ: сăпайлă, вашават, ырă та çутă... Маринăпа кĕрÿ çавсен йышĕнче. Мăшăрланиччен тăватă çул çÿрерĕç. Пĕрремĕш ывăлĕ Дима кун çути курчĕ», — сăмаха малалла тăсрĕ Светлана. Тен, çамрăксен чунĕ темĕскере сиснĕ? Маринăпа Сергей больницăна çитсе сывă ача çуратмашкăн мĕнле анализсем памаллине тĕпченĕ. Регистратурăра йăхран куçакан чирсемпе кăсăкланнă. Пурте сывă пулнине пĕлтерсен: «Çуратăрах!» тесе ăсатнă.

2010 çулта мăшăр иккĕмĕш пепкине кĕтнĕ. Çулла çанталăк шăрăх тăнăран Марина хăйне йывăр туйнă. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Кирилл çут тĕнчене килнĕ. Пилĕк талăкран амăшĕпе ачине ача çуратмалли çуртран кăларнă. «Пĕр уйăхран ывăлăм канăçсăрланма пуçларĕ, урамра йĕрмĕшрĕ. Унсăр пуçне куçĕ унталла-кунталла «чупкаланине» асăрхарăм. Пăшăрханăва педиатра пĕлтереттĕм. Анчах тухтăрсем кулянма кирлĕ мар тесе лăплантаратчĕç», — каласа кăтартать ача амăшĕ. Çемье пепкепе темĕскер пулса иртнине туйнă. «Аутизм мар-ши терĕмĕр, — сăмаха малалла тăсать кукамăшĕ. — Çук, Кирилл йăлтах ăнланать. Чăтаймасăр Шупашкарти кăнтăр хĕвел анăçĕнчи ача-пăча поликлиникине çитрĕм. Невропатолог патне кĕтĕм те мăнукăм пирки каласа патăм. Тухтăр палламан çын нушине ăнланни тĕлĕнтерчĕ, ачана тĕрĕслерĕ. Виçĕ эрнерен республикăри ача-пăча клиника больницине ячĕ. Уйрăм ертÿçи Т.В.Зольникова тепĕр куннех диагноза палăртрĕ». Икĕ эрнерен генетика анализĕ çитнĕ. Вăл хăрушă диагноза çирĕплетнĕ — остеопетроз. Степановсем ачана пулăшмалли мелсем шыранă. «Унашкал ачасем сывалаймаççĕ», «Ывăнтăр пулсан ача çуртне кайса леçĕр», «Вăл хăвăртрах вилтĕр тесе Турра кĕл тăвăр», — тенĕ вĕсене. Çамрăк амăшне çакнашкал сăмахсем çапса хуçнă.

10 миллион тенкĕ ыйтнă

«Диагноз пур тăк сыватмалли меслет те пурах», — тенĕ кукамăшĕ. Интернетра остеопетроз пирки вуласа пĕлнĕ, çак чирпе кĕрешекенсене шыранă, вĕсен опычĕпе паллашнă. Светлана соцсетьре «Остеопетроз. Мĕн вăл? Ăна мĕнпе «çиеççĕ?» ушкăн йĕркеленĕ. Çур çултан çемье «мрамор» чирне парăнтаракан клиникăна тупнă. Израильте вырнаçнăскерте донорăн шăмă сăссине куçарса лартаççĕ. Анчах çакăн валли 10 миллион тенке яхăн кирлĕ. Çемьешĕн ку пысăк укçа. Маринăпа Сергей алă уснă. «Мĕншĕн? Мĕншĕн пирĕнпе çакă пулса иртрĕ?» — тесе тинкернĕ куçран хĕрĕ. Степановсен нушине пĕлнĕ невропатолог кирлĕ сăмахсем тупма пултарнă. «Йывăр чирлĕскере чун хавалĕпе çирĕпписем çеç ура çине тăратĕç. Çакна ăнланса йышăнма пултарăр», — тенĕ тухтăр. Светлана та мăшăра хирĕç вырнаçнă та: «Раççейре 150 миллиона яхăн çын пурăнать. Çав шутран 10 миллионĕ пĕрер тенкĕ парсан пирĕн счет хупăнать. Эсир мана ĕненместĕр-и?» — тенĕ.

Амăшĕ ыйтнă чухне пулăшмасăр иртсе каятăн-им? Часах Кирюша пирки Чăваш Енре кăна мар чикĕ леш енче те пĕлнĕ. Çемье инкекне куç хупса ирттерсе яманнисене чунтан тав тунă. «Хĕрхенÿ» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе укçа пухăннă. 2012 çулхи утă уйăхĕнче Света хĕрĕпе, мăнукĕпе Израильти клиникăна çитнĕ. Сергей ĕçленĕ, аслă ывăлĕпе юлнă. Аякри çĕршывра вĕсене пулăшакан тупăннă. Вырăс хĕрарăмĕ кĕтсе илнĕ, апат-çимĕç туянса хваттере вырнаçма пулăшнă. «Эпир, мĕскĕн чăвашсем, питĕ сахал пĕлетпĕр», — чунрине пытармасть Светлана. Хайхискерсене ют тăрăхра йывăр килнĕ. Иврит чĕлхине ăнланманскерсем лавккана кĕрсен мĕн кирлине ăнлантарайман. Унсăр пуçне Израильте канмалли кунсенче — эрнекунпа шăматкун — общество транспорчĕ пачах çÿремен. Такси те кану кунĕсенче хака 2-3 хут хăпартнă. Ача аптăраса ÿксен вĕсенех чĕнме тивнĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ пур. Анчах укçалла.

Вăрçа лекнĕ

Светлана Израильте ирттернĕ вăхăта куççульленсе те, кулса та аса илет. «Тĕлĕнмелли чылайччĕ. Пире вырăс тухтăрĕ лекрĕ. Вăл пачах та мăн кăмăллă марччĕ», — терĕ хĕрарăм. Аякри тăрăхра чăваш сăмахне илтсен Светлана куççульпех макăрнă. Ентешсем Çĕрпÿ районĕнчи Ĕмпĕрт Туçаран пулнă. Ольга Прагер Светăпа, хĕрĕпе, мăнукĕпе паллашмашкăн çемйипех çитнĕ. Вĕсен тăрăшăвне пулах сипленме килнĕскерсене клиника çывăхĕнчи хваттере куçарнă, çĕнĕ сим-картăсем панă. «Эпĕ çынна яланах тав тăватăп. Вĕсем те мана ырăпа тавăраççĕ. Раççейрен канма килекенсене хапăл тусах йышăнаççĕ-ха, анчах инкекпе çитекенсемпе сăмах вакламаççĕ. Пĕлетĕр-и: хăш-пĕр лавккара вырăссене тавар та сутмастчĕç», — пĕлтерчĕ хĕрарăм.

Светлана ача чухне вăрçă тухасран хăранине асăнтăм-ха. Тăван çĕршывра мар, аякри тăрăхра бомбăсем айне лекнĕ вăл. Израильте пăшал сасси чарăнман. «Вертолетсем базăна вĕçетчĕç. Вăрçă пуçлансан пирĕн мĕн тумалла тесе ыйтрăм. Ентешĕм: «Миçе çул пурăнатăп — Иерусалим çине бомба пăрахман», — терĕ. Эпир пурăннă чухне çар çыннисем сăваплă çĕр çине бомба «тăкрĕç». Халăх путвалсене, чул сак айне пытанатчĕ. Манăн чирлĕ ачапа ăçта тарас?» — сехре хăпнă кунсене аса илчĕ Светлана. Снаряд ванчăкĕ лекесрен Турă сыхланă пулсан пушартан упранса юлайман. Пĕррехинче сăртри çуртсене çулăм ярса илнĕ. Урамра хĕвел хĕртсе пăхнă, сывлăш температури 40 градуса çитнĕ. Чирлĕ ачана мĕнле илсе тухмалла? Халăх вĕткеленнĕ кăна. Чĕлхене ăнланманскерсем клиникăра панă документсене кăтартнă.

«Хаим» — пурнăç

Кирилăн пиччĕшĕ, тăванĕсем донор пулайман. Юрать, ăна Германире тупнă. Çурла уйăхĕнче Кирила операци тунă. Реабилитаци вăхăчĕ йывăр иртнĕ. Светăпа Марина Израильте пурăннă чухне чирлĕ ытти ачана пулăшма май тупнă. Хăйсене инкекре хăварманнисен умĕнче парăмлă туяканскерсем вăхăта еплерех ирттернине пĕлтерсе соцсетьри хăйсен ушкăнĕнче çырнă, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарнă. Пĕррехинче фотоаппарат çухалнă. Хĕрарăм куляннă. Унти кадрсем çемьешĕн питĕ хаклă пулнă. Ăна арабсем тупнă та хуçи патне çитерме хушнă. «Чайковские парăр», — тенĕ вĕсем. Ку вырăнти халăха питĕ тĕлĕнтернĕ. Чайковский тесе арабсем Кирила каланă, мĕншĕн тесен вăл музыка инструменчĕсене кăмăллать. Суккăрланнăскер хĕлĕхсене вылянтарнă, пускăчсене майĕпен перĕннĕ. Вырăнти халăх вара арçын ачана хисеплесе «Хаим» тесе чĕннĕ. Ку «пурнăç» тенине пĕлтерет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.