М.В.Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне иккĕмĕш хут йышăнчĕ

22 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2015 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа ирттернĕ савăнăçлă церемонире каланă сăмах

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Эпĕ суйлав вăхăтĕнче манпа пĕр шухăш-кăмăллă пулнă Чăваш Енре пурăнакансене чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Суйлава хатĕрленсе «Единая Россия» команди Чăваш Республикинче пурăнакан мĕнпур халăха пĕрле пулма чĕнсе каларĕ. Çак ĕçре йĕркеленчĕ Халăх программи.

Патшалăх политикине упраса хамăрăн çул-йĕре тĕрĕс тытса пыни - Чăваш Республикин аталанăвĕн шанăçĕ. Республика иртнĕ çулсенче пуçарнă пысăк улшăнусем малалла аталанса пырĕç.

Паянхи тăнăçлă та вăйлă республикăра кашни çыннăн социаллă ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноç­не йышăннă май эпĕ хамăн тăван халăх, çуралнă Çĕршыв умĕнчи пысăк яваплăха туллин туйса тăратăп.

Эпир хамăрăн тăван халăха юрататпăр, шанатпăр! Пирĕн ĕмĕт-шухăшсен вăйĕ, пĕрлĕх вăйĕ ăнăçусем патне илсе çитерессе ĕненетĕп! Чи кирли - чунри ĕненÿпе, шанăçпа, çынсен пурнăç шайне лайăхлатассишĕн ырă шухăш-кăмăлпа ĕçлени.

Чăваш Енĕн хисеплĕ гражданĕсем! Хаклă туссем!

Чăваш Республикинчи мĕнпур суйлавçа мана - Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕнчен тăратнă Михаил Игнатьев кандидата - шаннăшăн тав тăватăп!

14 çулхи тăхтав хыççăн Чăваш Енре пуçласа республика Пуçлăхĕн пĕтĕм халăх суйлавĕ иртрĕ.

Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Владимирович Путина мана пысăк шанăç кÿнĕшĕн уйрăммăн тав тăватăп.

Суйлав умĕнхи кампани вăхăтĕнче мана пысăк пулăшу кÿнĕ ĕç коллективĕсене, общество шухăшлавĕн активисчĕсене, ветеранĕсене, лидерĕсене, общество организацийĕсен представителĕсене уйрăммăн тав сăмахĕсене калатăп.

Ытти кандидатшăн сасăланисене те тав. Суйлав - политика кĕрешĕвĕ, анчах вăйă мар. Эппин, кунта выляса янисем çук, пурте хисепе тивĕç, пурин те пĕр тĕллев - хамăрăн Чăваш Енри пурнăçа лайăхрах тăвасси. Мĕнпур программăна пĕрлештерме, чи лайăх пуçарусене ĕçе кĕртме пултаратпăр тесе шухăшлатăп.

Суйлава хутшăннă май «Единая Россия» команди «Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çынна пĕрле килĕштерсе ĕçлеме йыхравларĕ. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ - суйлавçăсен сĕнĕвĕсемпе наказĕсем çинче никĕсленнĕ Халăх программи. Пĕтĕмпе 10 пин ытла чĕнÿпе сĕнÿ пухнă.

Эпир пурте экономикăн чăн секторне, промышленноçа, строительствăпа ялхуçалăхне пулăшассине, импорта улăштаракан çĕнĕ производствăсем йĕркелессине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине, медицина пулăшăвĕпе пурте усă курма пултарассине тата унăн пахалăхне лайăхлатассине, вĕрентÿ инфратытăмне çирĕплетессине, поселоксене тата хула округĕсен микрорайонĕсене хăтлăлатассине республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче куратпăр.

Обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне çирĕплетсе пĕтĕмпех тума пулать.

Пĕлетпĕр, патшалăх политикин çирĕп­лĕхне упраса хăварни - хамăрăн юратнă Чăваш Енĕн шанчăклă аталанăвăн никĕсĕ. Иртнĕ çулсенче республика экономикипе социаллă пурнăçĕнче тата политикинче пурнăçа кĕртнĕ пысăк улшăнусене малалла тăсни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика регион шайĕнче кăна мар, федераци шайĕнче те курăмлă кăтартусемпе палăрчĕ. Тĕп кăтартусенчен пĕри - юлашки тăватă çулта демографи енĕпе шута илнĕ ырă туртăмсем.

Паян вăйлă та тăнăç республикăра çынсене пурне те социаллă тĕрĕслĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ, кашни çын тата кашни предприниматель хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли пĕтĕм услови пур.

Эпĕ 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕм. Чăн-чăн ĕçчене тата профессионала пуç таймалли вăхăт çитрĕ. Çак пуçарăва республикăн пĕтĕм общественноçĕ ырларĕ ĕнтĕ.

Чăваш Республикин хисеплĕ гражданĕсем! Хаклă туссем тата хăнасем!

Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин сентябрĕн 18-мĕшĕнче регионсен тин суйланă пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă май çапла палăртрĕ: «Граждансем сирĕн майлă пулни çакна çеç пĕлтерет: тата та тăрăшарах, тата та вăй хурарах ĕçлемелле».

Çĕршыв ертÿçисем пирĕн ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă май эпĕ хамăн пĕчĕк Тăван çĕршыв, кунта пурăнакансен умĕнчи питĕ пысăк яваплăха туллин ăнланатăп. Чăваш Ен историйĕ пуян, пирĕн халăх яланах тÿрĕ кăмăлпа пурăннă, малашлăхшăн ĕçленĕ.

Çитес пилĕк çул мĕнлерех пуласси, хамăр ачасем валли мĕн хăварасси халĕ пирĕнпе сирĕнтен килет.

Çитес çулсенче çемье институтне çирĕплетес енĕпе малалла ĕçлĕпĕр, мĕншĕн тесен çемьере чăн хаклăхсем - Тăван çĕршыва юратасси, ватăсене, хамăрăн йăласене, ытти халăх йăли-йĕркине хисеплесси - йĕркелени.

Общество организацийĕсемпе пĕрле çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевлĕ ĕçе малалла тăсăпăр. Пирĕн вăй - чун пуянлăхĕнче тата нумай нациллĕ халăх пĕрлĕхĕнче.

Ăс-хакăлпа çыхăннă çирĕп никĕс пире мĕн палăртнине пурнăçлама пулăшĕ. Эпир инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатса пырăпăр. Çакăн валли бизнеса пулăшмалли паха та çĕнĕ инфратытăм йĕркелемелле: çĕнĕ индустри паркĕсем, логистика центрĕсем, ансат та уçăмлă нормăсен никĕсĕ, шайлашуллă налук хутшăнăвĕсем. Ĕçĕн çирĕп правилисем пуриншĕн те ăнланмалла пулччăр - влаç органĕсемшĕн те, бизнес-пĕрлĕхшĕн те.

Паян çĕршывăн тата уйрăммăн илсен Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕ умне çĕнĕ тĕллевсем лартнă. Потребительсен рынокĕнчи ялхуçалăх продукцийĕн тата апат-çимĕçĕн лайăх хакĕсем йĕркеленеççĕ. Пирĕн ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансем çивĕч ыйтусене татса парасса шанатăп, эпир вара çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмешкĕн конкурентлă лару-тăру йĕркелесе вĕсене пулăшма хатĕр.

Социаллă пурнăçпа çыхăннă лайăх кăтартусене упраса хăварасси, аталантарасси - патшалăхăн влаç органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тĕп тĕллевĕ. Хамăрăн граждансен умĕнчи мĕнпур обязательствăна пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла! Нумай ачаллă çемьесен, ветерансен тата хевтесĕр çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулăпăр.

Социаллă сферăна аталантарас, Чăваш Енре пурăнакансене хăтлă условисемпе тивĕçтерес енĕпе эпир яланах тимлĕ пулнă, çак çул-йĕр çитес пилĕк çулта та тĕп вырăнта пулĕ.

Пирĕн малашнехи çитĕнÿсем мĕнпур шайри влаç органĕсен тухăçлă ĕçĕ çинче кăна никĕсленме пултараççĕ. Эпир çак сферăри саккунсене çĕнетсе, Халăх тĕрĕслевĕн инструменчĕсемпе усă курса коррупципе çине тăрса кĕрешетпĕр. Административлă чăрмавсене сирни, халăха федераци, республика тата муниципалитет тытăмĕсен ĕçĕпе тĕплĕ паллаштарни, вĕсен ĕçĕнчи уççăнлăх пире нумай ыйтăва татса пама пулăшĕç. Эпир пĕр команда, пирĕн пĕр тĕллев: эпир çĕнĕ, вăйлă аталанакан тата чечекленекен Чăваш Енре, юратнă вăйлă Раççейре пурăнасшăн! Пĕрле пулсан умри тĕллевсене пурнăçласси пирки иккĕленместĕп. Чи кирли - пархатарлă шухăшпа, чунри ĕненÿпе ĕçлемелле.

Чăваш Ен - уçă регион, пурăнмалли чи лайăх вырăн!

Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле!