21,5 центнер — сахал

2 Çурла, 2021

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура паян ĕççи мĕнле пынине тишкерчĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, кăçал вырма пĕлтĕрхинчен пĕр эрне маларах пуçланнă, çавна май пушаннă гектар та нумайрах — тунтикун тĕлне 99 пин гектар çинчи /32% яхăн/ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырнă, пысăк пайне çапса илсе пӳлмене хывнă.

Шел, тухăç савăнтармасть. Пĕлтĕр аграрисем кашни гектартан 36,5 центнер тырă пухса кĕртнĕччĕ. Кăçал чылай сахалрах — хальлĕхе вăтам тухăç 21,5 центнерпа танлашать. Уйрăм районсенче кăна — Çĕрпӳ, Улатăр, Канаш районĕсенче — çак кăтарту 25 центнертан иртнĕ. Сăлтавĕ, паллах, çанталăкпа çыхăннă: çумăр сахал çунă, питĕ шăрăх тăнă — тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кирлĕ пек вăй илеймен. Нимĕн те тăваймăн, министр калашле, «мĕн пуррине пухса кĕртмелле…»

Хуçалăхсем кĕрхи акана хатĕрленме пуçланă — чылай çĕрте анасене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Чăн та, сисчĕвлентерекен самант пур: хăш-пĕр çĕрте кĕрхисен лаптăкне пĕчĕклетес шухăшлă. Министр пусăм тусах асăрхаттарчĕ: апла хăтланма юрамасть — палăртнă лаптăксене акса хăвармаллах. Ял çынисем паян выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Вăл та çителĕксĕр-ха. Сергей Артамонов куншăн пăшăрханма кирлĕ маррине палăртрĕ: нумай çул ӳсекен курăксене иккĕмĕш хут çулнă, çулаççĕ — утă тата пулĕ. Куккуруса силос валли çулма тухсан выльăх апатне хĕл валли хатĕрлессин кăтартăвĕсем пушшех лайăхланмалла.

Олег Николаев вара уйрăм районсенчи тухăç ăнăçлă ĕçлекенсеннинчен темиçе хут пĕчĕкреххи пирки сăмах пуçарчĕ. Условисем пурин те пĕрешкел темелле, анчах кăтартăвĕ тĕрлĕ — ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерме сăлтав пур. Çавăнпа наука представителĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсен тата районсен ертӳçисене пĕрле пухса тĕплĕ калаçу йĕркелеме сĕнчĕ — япăх ĕçĕн сăлтавĕсене пĕрле шырамалла. Çав сăлтавсем, тем тесен те, çанталăкпа кăна çыхăнман.

Çăнăх авăртакансене тата çăкăр пĕçерекенсене патшалăх енчен пулăшасси пирки калаçу пулчĕ. Министр кăçал тырă туса илсе сутакансене те федераци укçипе пулăшассине пĕлтерчĕ — килограмм пуçне 20 пус патнелле. Хаксем тенĕрен, халĕ республикăра клейковина виçине кура 3-мĕш класлă тулла килограмĕшĕн 14-15 тенкĕ тӳлесе туянаççĕ. Атăл тăрăхĕнчи вăтам хак çакнашкал.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас