Александра Козлова - йывăр атлетикăпа абсолютлă чемпион

20 Çурла, 2020

Грознăй хулинче йывăр атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Етĕрне районĕн хĕрĕ Александра Козлова 59 килограмран сахалрах таякан хĕрарăмсен виçинче абсолютлă чемпион ята тивĕçнĕ.

Шупашкарти Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче хатĕрленекен, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче ăсталăхне туптакан Александра 92 килограмм çĕкленĕ, иккĕмĕш хăнăхтарура вара — 108 килограмм. Пĕтĕмĕшле вăл çĕкленĕ йывăрăш 200 килогрампа танлашать.

Çак çĕнтерӳ Александрăна чӳк уйăхĕнче Мускавра иртекен Европа чемпионатне наци командин йышĕнче хутшăнма май парать.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас