Атăл çийĕн сасă кайрĕ

14 Авăн, 2022

Шупашкарта опера юрăçисен «Атăл çийĕнчи сасă» Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă конкурсĕ иртет. Унта хутшăнма Новосибирскран, Красноярскран, Петропавловск-Камчатский тата ытти хуларан 100 ытла заявка çитнĕ. Конкурс йĕркелӳçисем видеоĕçсемпе тимлĕн паллашнă хыççăн çĕршыври музыка театрĕсенчен тата консерваторисенчен утмăла яхăн хутшăнакана Шупашкара йыхравланă. Çавăн пекех Китайран тата Узбекистанран та музыка ăстисем килĕç.

Конкурса Чăваш Енри театр деятелĕсен союзĕ ЧР Культура министерстви тата Раççейри театр деятелĕсен союзĕ пулăшнипе ирттерет. Çак кунсенче Чăваш культурăпа искусствăсен институтĕнче конкурса хутшăнакансене итлеççĕ. Çĕнтерӳçĕсем авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Гала-концертра юрлĕç. Билетсене «Пушкин карттипе» илме пулать.

Палăртмалла: конкурсантсен ĕçĕсене хаклакансен йышĕнче Пысăк театрти мăнаçлă сасăллă Михаил Казаков, меццо-сопранопа юрлакан Ирина Долженко тата ГИТИСпа Хор искусствин академийĕн преподавателĕсем пулĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас