Аталану экологипе ҫураҫуллӑ пулмалла

8 Ака, 2023

Аслӑ экономика канашӗ шӑматкун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура республикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн механизмӗсемпе принципӗсене ӗҫе кӗртессине тишкерчӗ.

Ларура сӑмах илнӗ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫирӗп аталану концепцине пурнӑҫланӑ чухне экологи ыйтӑвӗсене шута илмелли ҫинче пусӑм турӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе тимлӗ - экономика аталанӑвӗ ҫут ҫанталӑка сиенлесрен сыхланассине тӗпе хурать.

Ҫакна  асӑннӑ сферӑра ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни те ҫирӗплетет. Ку ятарлӑ кластер йӗркеленессине никӗсленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти индустри паркӗнче, сӑмахран, йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен производство пулӗ. Чӑваш Енре каяш шывсене тасатассине йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫ аван пырать. Олег Николаев ытти отрасль те экологи пӗлтерӗшне пысӑка хунине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас