Автомобилистсен тăкакланма хатĕр пулмалла

1 Нарăс, 2022

Шупашкарăн çĕнĕ сити-менеджерĕн Денис Спиринăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш пресс-коференцийĕнче çивĕч ыйтусем тавра калаçу пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - хула транспорчĕ пирки.

Пирĕн хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕ те транспортпах сăлтавланчĕ: «Хулара тӳлевлĕ стоянкăсем нумайлансах пыраççĕ. Ытларах чухне вĕсене хатĕр площадкăсенче, çулсем çинче йĕркелеççĕ. Тивĕçлĕ паллăсем кăна лартмалла – пулчĕ те. Тăкакланма та кирлĕ мар. Тен, тӳлевлĕ парковкăсем валли çĕнĕ площадкăсем йĕркелени вырăнлăрах?»

Администраци пуçлăхĕн шучĕпе, ыйтăва капла лартни тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен çав площадкăсем, çулсем — хулан, вĕсене хула тунă, апла тăк Шупашкара кирлĕ пек хуçаланма ирĕк пур. Хусан, Мускав тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕ: унта, тĕрĕссипе, тӳлевсĕр стоянкăсем çук тесен те юрать.

Çапах, килĕшет вăл, транспорт валли çĕнĕ площадкăсем те кирлĕ. Унсăрăн, авă, хăшĕсем хăйсен машинисене транспорт йышлă çӳрекен çулсем çинчех лартса хăвараççĕ. Çав шутра — груз турттаракан пысăк транспорт хатĕрĕсем. Çакă нумай чăрмав кăларса тăратать. Сăмахран, çулсене юртан тасатма чăрмантарать. Унашкаллисене пуçран шăлмĕç. Автомобильсене газонсем çине лартнипе те хула ертӳлĕхĕ çураçмĕ. Куншăн пĕлтĕр те нумай водителе штрафланă, малашне тата та çирĕпрех ыйтĕç. Денис Спирин шучĕпе, çын автомобиль туянать тĕк — унăн çакă хушма тăкаксем кӳнине ăнланмалла: вăл машина валли расхутланать, апла тăк ăна лартмалли вырăншăн та тăкакланассипе çураçмалла.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас