Блокпа модульлĕ котельнăйсем тăвасшăн

13 Çурла, 2020

Шупашкар районĕнчи тÿре-шара çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕ валли блокпа модульлĕ котельнăйсем тума палăртать. Çак ĕçре «Чăвашгаз» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн те пулăшмалла.

Муниципалитетсене тухса çÿренĕ май куç тĕлне пулнă кăлтăксене сÿтсе явма ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче канашлу ирттернĕ. Александр Героев министр районсемпе хуласенчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерес тĕллевпе яваплисене ятарласа пухнă. Шупашкар районĕнче, авă, ăшăпа тивĕçтерес тытăма юсаса çĕнетмелли куçкĕрет. Райадминистраци ĕнентернĕ тăрăх, блокпа модульлĕ котельнăйсем тума проектсем хатĕрлесшĕн. Александр Героев министр ÿлĕмрен «Чăвашгаз» ПУПа республикăна ăшăпа тивĕçтерес ыйтусемшĕн яваплă организаци евĕр ĕçлеттерес шухăшлине пĕлтернĕ. Проектсене хатĕрлеме министр «Чăвашгаза» та хутшăнтарасшăн.

www.hypar.ru

ЧР Стройминĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Комментари хушас