Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кăçалхи премийĕн лауреачĕсем паллă

21 Юпа, 2021

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш республикин фончĕ (фонд директорĕ – В.В. Тургай) Пĕтĕм тĕнчери Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премипе кăçал Алексей Енейкина тата Антонина Андреевăна чыслать.

Алексей Николаевич - «Чăваш Ен» ПТРК телекуравĕпе радиохыпарлавăн информаци программисен службин корреспонденчĕ. Çак наградăна вăл, сценари çыраканĕ тата режиссер пулнă май, «Тĕрĕслĕх çутаттăр Çеçпĕлĕн ятне» документлă фильмшăн тивĕçнĕ.

Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей заведующине Антонина Андреевăна вара поэтăн пултарулăх еткерне тĕпченĕшĕн тата халăхра сарнăшăн, музейра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн çак премипе чысланă.

www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчи сăн ÿкерчĕксем

Рубрика: 

Комментари хушас